Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Янӑш ялӗ. Админ сӑнӳкерчӗкӗ
Янӑш ялӗ. Админ сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫ­лӑхӗ Владимир Мустаев ҫак кунсенче Янӑш ял тӑрӑхӗнче пулнӑ — пӗлтерет «Тӑван Ен» хаҫат. «Прогресс» хуҫалӑхӑн ертӳҫипе Василий Яковлевпа вырӑнти выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн пӗрремӗш тата иккӗмӗш площадкисенче пулса кунти ӗҫ­семпе паллашнӑ. Хуҫалӑхра паян 5 пин пуҫ вырнаҫакан сысна фермине тата 450 пуҫ­ вырнаҫакан ӗне фермине ҫӗнетессипе ӗҫ­леҫ­ҫӗ. «Чурачӑк» («Чурачикское») АУО инвестор тӑрӑшнипе ҫывӑх вӑхӑтра объектсем хута каймалла. Газ кӗртмешкӗн проектпа смета документацийӗсене та хатӗрлеме пуҫ­ланӑ.

 

Раштавӑн 16-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитет. Ҫак датӑпа палӑртас тӗлӗшпе факультет шкул ачисен хушшинче олимпиадӑсемпе тӗрлӗ ӑмӑртрусем ирттерет:

«Янра, чӑваш чӗлхи» сочинени ӑмӑртӑвӗ (8-9 классем, сочиненисене факультета раштавӑн 15-мӗшӗччен ярса памалла);

«Чи лайӑх илемлӗ хайлав» — сӑвӑ, калав, эссе, тӗрленчӗк (8-9 классем, хайлавсене факультета раштавӑн 15-мӗшӗччен ярса памалла);

● Раштавӑн 16-мӗшӗнче — 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче «Чӑваш чӗлхи тата литература» олимпиада (пуҫламӑшӗ 9 сехетре, 2-01 аудитори);

● Раштавӑн 16-мӗшӗнче — 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче «Культура родного края» олимпиада (пуҫламӑшӗ 9 сехетре, 2-03 аудитори);

Сӑвӑ вулакансен ӑмартӑвӗ — пуҫламӑш классем (раштавӑн 16-мӗшӗнче, пуҫламӑшӗ 9 сехетре);

«Чӗлхе, литература, тӑван ен культури» олимпиада — 5-6 класра вӗренекенсем хушшинче (раштавӑн 16-мӗшӗнче 9 сехетре иртӗ)

 

Шкул ачисен ӗҫӗсене сумлӑ жюри членӗсем хаклӗҫ.

Малалла...

 

Раштавӑн 1-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче вырнаҫнӑ «Тӗрӗ тӗнчи» клубра ӑсталӑх занятийӗ пулать. Ӑна ҫӗвӗсемпе тата эрешсемпе пӗлсе те вырӑнлӑ усӑ курассине халалланӑ. Чӑваш тӗрринче йӑлана кӗнӗ эрешлӗхне, ӗҫ мелӗсемпе епле усӑ курнине тӗпчесе пӗлни питӗ кирлӗ. Хальхи тӗрӗ, унӑн мелӗсем, тӗрлӗ тӗслӗ ҫипсемпе усӑ курасси — ҫаксем пурте халӑхӑн ӗмӗрхи ӑсталӑхӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, авалхи тӗрӗн хитрелӗхне палӑртаҫҫӗ. Шӑп ҫак ыйтусене сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ те «Тӗрӗ тӗнчи» клуба ҫӳрекен пулас маҫтӑрсем. Кашниех ҫак заняти валли ятарлӑ ӗҫ туса хатӗрлеме палӑртнӑ, хатӗр ӗҫсене клуба ҫӳрекенсем ертӳҫипе, Надежда Кузнецовӑпа, пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ. Вӗсем чӑваш тӗррин тӗшшине шӗкӗлчесшӗн.

Клубӑн занятийӗ раштавӑн 1-мӗшӗнче 18:00 сехетре пуҫланать. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлесшӗн ҫунакансене пурне те ҫак адреспа кӗтетпӗр: Шупашкар хули, Октябрӗн 50 ҫуллӑх урамӗ, 3 ҫурт. Троллейбуссем: 2, 5, 6, 9, 16, 19. Маршрутлӑ таксисем: 45, 54, 55, 57. «Россия» хӑна ҫурчӗ» чарӑнура тухмалла.

Малалла...

 

Шупашкарти маршрутлӑ таксисем. Админ сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкарти маршрутлӑ таксисем. Админ сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енри ҫул хакӗ кӑҫалхи 10 уйӑх хушшинче 5% кӑна ӳснӗ. Хулара — унтан та сахалтарах, 4,8% ҫеҫ. Ведомство пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх пирӗн республикӑри хаксем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ыттисенчен пысӑк мар. Хулара халӑх 10 тенкӗ тӳлет — мартшрутлӑ автобуссенче те, троллейбуссенче те, ахаль автобуссенче те хакӗ пӗрех.

Танлаштарса пӑхсан ҫул хакӗ Пушкӑртстанра чи хакли — унта пӗр енне ҫитмешкӗн 15 тенкӗ тӳлеҫҫӗ (эп пурӑнакан Чулхулара пӗр вӑхӑт хӑш-пӗр маршрутлӑ таксисенче 20 тенкӗ тӳлени те асрах-ха /халӗ 14 тенкӗ/). Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх чи йӳнӗ хак Мӑкшӑ республикинче — халӑх 9 тенкӗ те 21 пус ҫеҫ тӳлет иккен (21 пусне епле тӳлени пирки пӗлтермеҫҫӗ-ха...). Ӗренпур облаҫӗнче электротранспортра (троллейбус) ярӑнма вара 8 тенкӗ ҫеҫ кирлӗ. Самар облаҫӗнче троллейбусра вара 14 тенкӗ таран кӑларса пама тивет.

Чулхула облаҫӗнче нумай пулмасть электротранспортри тӳлеве ӳстерме шут тытнӑ — хальхи 11 тенкӗрен 12 тенке ҫити.

Малалла...

 

Олег Васильев
Олег Васильев

Ҫамрӑк пулин те вӑл Красноармейски районӗнче, Чӑваш Енре чыс-хисеп ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ. Ун пирки виҫӗм ҫул Мускавра кӑларакан «Труд» (чӑв. «Ӗҫ») хаҫатра та ҫырса кӑтартнӑччӗ. Сӑмах кунта тулли мар яваплӑ «Таябинка» пӗрлешӳри (Красноармейскинче тӗпленнӗ) Олег Васильев механизатор пирки пырать. Олег Юрьевич нумай ҫул ӗнтӗ ҫуракипе вырмана хутшӑнать, ҫитӗнӳпе палӑрать. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. «Уй-хир карапӗн капитанӗ» хӑйне шанса панӑ (1218 КЗС) комбайнпа 7085 центнер тырӑ вырса ҫапса районти комбайнерсен ӑмӑртӑвӗнче мала тухрӗ. Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен кунне халалланӑ уявра ӑна «Вырма-2010» хӗрлӗ хӑюпа, хаклӑ парнепе тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысларӗҫ.

 

Тӗлпулура
Тӗлпулура

Сӑнсем

 

Паян Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче паллӑ таврапӗлӳҫӗпе, вӗрентӳҫӗпе Виталий Петрович Станьялпа тӗлпулу иртрӗ.

Сехет ҫурӑ хушшинче Виталий Петрович хӑй пирки кӑсӑкли нумай каласа пачӗ — ача чухне ирхи сывлӑм тӑрӑх ҫаруран чупса ҫӳрени пирки те, выҫлӑх ҫулне пӑрҫа ҫисе ирттерни пирки те. Ӑна итлеме чӑн та интереслӗ пулчӗ — шкул ачисем пӗр сас кӑлармасӑр итлесе ларчӗҫ.

Ачасем ыйтусем памасӑр чӑтаймарӗҫ — Станьял хушма ят ӑҫтан тухни те, пӗрремӗш сӑвва хӑҫан ҫырни те, илемлӗ хайлав мӗнле ҫырма пуҫласси те вӗсене кӑсӑклантарчӗ. Станьял хушма ята Виталий Петрович студентсем сӗннипе илнӗ иккен. Пӗрремӗш сӑввине шкула пӗчӗклех ҫырнӑ пулнӑ — шкула илменни самай пӑшӑрхантарнӑ иккен, сӑвӑ ҫуралма сӑлтав панӑ. Сӑввине каласа памарӗ — 7 ҫулхи ачан вӑл ӑнӑҫлах тухман терӗ. Илемлӗ хайлава ҫырма пуҫламашкӑн Виталий Петрович малтах асра юлнӑ чи паллӑ саманта ҫырса кӑтартма сӗнчӗ.

Малалла...

 

Паян, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» кафере чӑваш халӑхӗн хастарӗсем чӳк ирттерчӗҫ. Укҫа-тенкӗпе «Сувар» фонд пулӑшрӗ.

Нумайӑн пулмарӗҫ пулин те (малтанхи ҫулсенче чӳке 5-10 хут ытла ҫын пухӑнни пирки те каларӗҫ) чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗ, унӑн шӑпипе малашлӑхӗ пирки чылай калаҫрӗҫ. Хӑйсен хуйхи-суйхине те пӗлтерчӗҫ.

Чӳклеме Виталий Станьял, Сарри Мишши, Тимӗр Тяпкин, Владимир Алмантай, Микуҫ Палтай, Арсентий Тарасов, Геннадий Тафаев хутшӑнчӗҫ. Геннадий Тафаевӑн унсӑр пуҫне паян ҫуралнӑ кунӗ те — ҫакна шута илсе «Сувар» фонд ӑна хӑйсен кӗмӗл паллине парнелерӗ.

 

Сӑнсем

 

Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен хӑтлавӗ (презентацийӗ) пулчӗ. Кӗнекене 2008-2009 ҫулсенче Chuvash.Org сайт урлӑ ирттернӗ литература ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсен хайлавӗсенчен калӑпланӑ. 2008 ҫулта фантастика конкурсӗ, 2009 ҫулта — «Халап хапха тӑрринче» юмахсен конкурсӗ иртнӗ. Ҫак конкурссене Николай Плотников Chuvash.Org сайтӑн тӗп администраторӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкулӗн директорӗ Владимир Андреев йӗркеленӗ.

Николай Плотников конкурс ирттерме ҫӑмӑл марине, уйрӑмах кӗнеке кӑларма йывӑр пулнине палӑртрӗ. Анчах та ҫак ӗҫе хӑй кӑмӑлпа, юратса пурнӑҫланине пӗлтерчӗ. Конкурс вӑхӑтӗнче пухӑннӑ ӗҫсем хушшинче малти вырӑнсене йышӑннӑ хайлавсене кӗнекен халӑх патне ҫитерме хутшӑннӑ ытти ҫынсем те тухса сӑмах каларӗҫ. «Асамлӑх ҫулне» ӳкерчӗкӗсемпе илемлетме Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ шкулӗнчи «Ӑсталӑх кӗперӗ» кружока ҫӳрекен ачасене явӑҫтарнӑ сӑнарлӑ ӑсталӑх урокӗсене вӗрентекен, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Станислав Юхтар кӗнекене капӑрлатас ӗҫ мӗнлерех пулса пыни пирки кӗскен пӗлтерчӗ.

Малалла...

 

Эдисон Патмар ҫӗнӗ кӗнеке калӑпласа кӑларчӗ, тесе пӗлтерет Янкасҫӑсен пӗрлӗхӗ. Унӑн «Чӑвашла-вырӑсла халӑх сӑмах кӗнеки» (Иванпа Эдисон Патмарсен ҫырнисен пуххин 6-мӗш томӗ) 1 пин экземпляр тиражпа Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире кун ҫути курчӗ. Автор кӗнеке умсӑмахӗнче ҫак шухӑша палӑртать: «Чӑвашла вырӑсла халӑх сӑмах кӗнекине кӑларас шухӑш иртнӗ ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсенчех ҫуралнӑччӗ. Тӗрлӗ тӑрӑхри чӑваш ялӗсенче пулнӑ май (эпӗ 646 чӑваш ялӗнче пулса куртӑм тет вӑл) хам пӗлмен тата ӑнланман диалект сӑмахӗсене самай тӗл пултӑм. Вӗсем кӗнекесенче пачах ҫук иккен. Кунсӑр пуҫне ку ӗҫре чӑваш ӑсчахӗсем кӑларнӑ сӑмахсарсемпе те анлӑн усӑ куртӑм».

Кӗнеке умсӑмахӗнче автор вулавҫӑсене илемлӗ, кӑсӑклӑ тата пуян чӑваш чӗлхине вӗренме чӗнсе калать; вӑл, тӑрӑшса вӗренсен, йывӑр маррине ӗнентерет.

 

Кӑшнаруй Яндекс картти ҫинче
Кӑшнаруй Яндекс картти ҫинче

Кӑшнаруйри тӗслӗх вулавӑшӗнче ӗҫ вӗресе кӑна тӑрать. Кашни кун тенӗ пек кунта мероприятисем иртеҫҫӗ. Ак, чӳкӗн 18-мӗшӗнчех ял ҫыннисем валли «Ҫӗнӗ документ» ятлӑ компьютер урокӗ иртнӗ — аслӑ ҫулсенчисем унта офис программинче ҫӗнӗ документ хатӗрлеме вӗреннӗ. 4 ҫын хутшӑннӑ пулин те ӗҫӗ пурах. Ытларикун, чӳкӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ урока вара 5-ӗн хутшӑннӑ — вӗсем ҫӗнӗ документа калӑпланӑ чухнехи вӑртӑнлӑхсемпе паллашнӑ.

Шӑматкун, чӳкӗн 27-мешӗнче, вулавӑшра тепӗр мероприяти иртмелле — «Хӗрӳллӗ лирик» ятлӑ поэзи сехечӗ.

 

Кӑшнаруйри вулавӑша тӗслӗхлисем шутне 5 ҫул каяллах, 2005 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче кӗртнӗ. Унта Кӑшнаруй, Анат Сурӑм, Шӑхаль ял ҫыннисем ҫӳреҫҫӗ, ҫулталӑкне пурӗ 750 ытла. Кӑшнаруй ялӗнчи вулавӑша уҫасса 1955 ҫултах уҫнӑ. 1990 ҫулта вӑл ял клубӗн иккӗмӗш хутне куҫнӑ, пӗтӗмешле 60 тӑваткал метр йышӑнать. Кӗнеке фондӗнче 6 пин ытла экземпляр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://gov.cap.ru/main.asp?govid=348
 

Страницӑсем: 1 ... 3753, 3754, 3755, 3756, 3757, 3758, 3759, 3760, 3761, 3762, [3763], 3764, 3765, 3766, 3767, 3768, 3769, 3770, 3771, 3772, 3773, ... 3876
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...