Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Владимир Ничиков хурӗсем
Владимир Ничиков хурӗсем

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси ялӗнче пурӑнакан Ничиков Владимир Михайлович хӑй хуҫалӑхӗнче 170 хур усрать. Вӗсене вӑл «Самозанятось» (Хӑйне хӑйех ӗҫпе тивӗҫтерни) программӑпа усӑ курса Канаш хулинчи чӑх-чӗп фабрикинче туяннӑ. Пӗтӗмешле укҫалла 200 хур илнӗ, хальхи вӑхӑтра вара вӗсенчен 30 пуҫ ҫеҫ чакнӑ.

Харпӑр хӑй усламҫа тухма Владимир Михайлович виҫӗ уйӑх каялла ҫеҫ шутланӑ — унччен ӗҫсӗр ҫӳренӗ. Программӑпа усӑ курса илнӗ укҫан пӗр пайне вӑл сарай тума янӑ — хӗл лариччен ӑна хута яма палӑртать. Ҫапла май вара хурсем хӗлле ӑшӑ витере пурӑнӗҫ.

 

Вускасси ялӗнче ҫул сараҫҫӗ
Вускасси ялӗнче ҫул сараҫҫӗ

Вускасси ялӗ Шупашкартан 38 ҫухрӑмра кӑна вырнаҫнӑ пулин те ял урамӗнчи ҫулсене чулпа халь те сарса тухманччӗ-ха. Типӗ ҫанталӑкра аптрамасть-ха — тусан вӗҫни кӑна кансӗрлет, ҫумӑр тавраш е кӗрхи йӗпе-сапа пуҫлансан вара ҫулсем ял ҫыннисене нуша самай кӑтартатчӗҫ — машинсем пылчӑкланаҫҫӗ, е пушшех те лака-лака лараҫҫӗ. Васкавлӑ пулӑшӑва ҫитме те ҫӑмӑллах мар ӗнтӗ.

Ҫакна асра тытсах вырӑнти ял тӑрӑхӗ урамсене чул сарса тухма йышӑннӑ — иртнӗ эрнере ҫак ӗҫе ушкӑнпа турӗҫ те ӗнтӗ. Чи малтанах, паллах, чулпа лакӑмсене тултарчӗҫ, ҫырмаллӑ, шыв юхакан вырӑнсене сарчӗҫ. Укҫа-тенкӗ тупӑнсан, тен, каярах асфальт ҫул та урама кӗрӗ.

 

...афиша пайӗ
...афиша пайӗ

Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Мускав дискотекисен ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлать!

Сире пурне те вӑл кун «Примерное поведение» клуба йыхравлатпӑр! Пуҫламӑшӗ 18 сехетре! Савӑнӑҫлӑ юрӑ-ташӑ ҫӗрлеччен, 24 сехетччен тӑсӑлӗ! Сӗтел саккаслас тесен 8-(903)-153-22-71 номерпа шӑнкӑравлӑр!

Ан манӑр! Юрӑ-ташӑсӑр пуҫне эсир чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхайратӑр! Меню пулӗ чӑвашла!

 

Клуб адресӗ: Мускав хули, «Выхино» метро станцийӗ, Самарканд бульварӗ, 8 ҫурт, 2 корпус.

 

«Ягуар» комбайн
«Ягуар» комбайн

Шупашкар районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал ройонти ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗнӗ техника сахал мар туяннӑ: 6 трактор (7 млн. 835 тенкӗлӗх), ял хуҫалӑх машинисемпе тӗрлӗ хатӗрсем — 11 единица (5 млн. 991 пин тенкӗлӗх). Пысӑк укҫа выльӑх апачӗ пухакан «ЯГУАР» комбайн — 1 единица (13 млн. тенкӗлӗх), тӗш-тырӑ пухакан «АГРОС» комбайн (5 млн. 200 пин тенкӗлӗх) туянма хывма тивнӗ.

Шупашкар районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗнӗ техникӑпа хатӗр-хӗтӗре пурӗ 32 млн. та 931 пин тенкӗлӗх туяннӑ. Тӗш-тырӑ типӗтекен хатӗрсене илес пулсан, вӗсен шучӗ 112-пе танлашать.

 

Тӑвай шкулӗ
Тӑвай шкулӗ

Ӗнер, ҫурлан 25-мӗшӗнче, Тӑвайри вӑтам шкулӑн акт пӳлӗмӗнче районти вӗренӳ ӗҫченӗсен ҫурла уйӑхӗнчи канашлӑвӗ пулчӗ. Унта хутшӑнакансем райадминистрацин вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин тата вӑй-хал культурипе спорт пайӗн пуҫлӑхӗ В.Шакров каланӑ доклада итлерӗҫ. Доклад тӑрӑх Элпуҫӗнчи вӑтам шкул директорӗ Л.Кабакова, Енӗш Нӑрвашри вӑтам шкул директорӗн ҫумӗ Л.Данилова, Тӗмерти вӑтам шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Е. Степанова, Ҫӗнӗ Пуянкассинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Э.Кириллова, Тӑвайри 1-мӗш ача садӗнчи музыка ертӳҫи О.Уткина тухса калаҫрӗҫ.

Конференци ӗҫне пуҫлӑхсем те хутшӑнчӗҫ, сӑмах тухса каларӗҫ, вӗренӳ ӗҫченӗсене ҫывхарса килекен уявпа — Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Канашлура ҫавӑн пекех вӗрентӳ ӗҫченӗсен пысӑк ушкӑнне Хисеп грамотисемпе сертификатсем парса хавхалантарчӗҫ. Халӑх тӳрех саланмарӗ, малалла тӗрлӗ предмет пайӗсем ӗҫлерӗҫ.

Малалла...

 

Купӑс ӑстисем Лениногорскра
Купӑс ӑстисем Лениногорскра

Иртнӗ шӑматкун, ҫурлан 20-мӗшӗнче, Лениногорск хулинче тӗлӗнмелле хитре уяв иртрӗ. Лениногорск тӑвӗсем тӑрӑх купӑс сасси ян! кайрӗ. Кунта Тутарстан Республикинчи Кама леш енчи чӑвашсем, купӑсҫӑсем пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ районтан килнӗ ӑстасем. Питӗ нумай ҫын Нурлат ҫӗрӗ ҫинчен, Аксу районӗнчен килсе ҫитнӗ. Павлӑсем те маххӑ памарӗҫ. Кӳршӗ тӑрӑхран, Самар облаҫӗнчен, купӑсҫисемпе ансамблӗсем те хаваспах хутшӑнчӗҫ мероприятие. Уявӗ вара — Чулман Атӑл леш енчи чӑвашсен «Выля, хут купӑс!» II фестивалӗ.

Лениногорск хулин Культура керменӗ умӗнче ҫак кун питӗ шавлӑ пулчӗ. Купӑсҫӑсем кермен умӗнче пуҫтарӑнса пурте пӗр харӑс купӑс каласа паркпа аллея тӑрӑх «Нефть» фонтан патнелле утрӗҫ. Фестивале Лениногорск хулин «Шурӑ хурӑн» фольклор ансамблӗ хитре ташӑпа уҫрӗ. Илемлӗ мероприяти иртен пуҫласа кӑнтӑрла иртиччен пычӗ.

Пӗрремӗш вырӑна Нурлат районӗнчи Киклӗпуҫ ялӗнче пурӑнакан Василий Дмитриевич Абрамов выляса илчӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/4025.html
 

Пурнӑҫ кустӑрми пӗрре те пӗр вырӑнта тӑмасть — кусать те кусать малалла. Технологисем те унран юлмасла аталансах пыраҫҫӗ. Windows XP тин ҫеҫ чи анлӑ сарӑлнӑ операци системи пулсаччӗ — халь вӑл вырӑна Windows 7 йышӑнасшӑн тапӑҫланать. Тимӗрӗ те, компьютер ӑш-чикӗ, улшӑнать — хӑватлансах пырать. 64 битлӑ операци системисене усӑ куракансем нумайланса пынӑран чӑвашла ҫырма май паракан сарӑма (раскладкӑна) вӗсем валли хатӗрес ыйту тухса тӑчӗ.

Паянтан пуҫласа унашкал сарӑма Чӑваш чӗлхи комиссийӗн сайтӗнче тупма пулать — ӑна ун валли усӑҫсем (пользовательсем) ыйтнипе ятарласах хатӗрленӗ. Эсир ӑна «Материалсем» пайра курайратӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://comissi.chv.su/node/17
 

Пысӑк Енккасси шкулӗнче
Пысӑк Енккасси шкулӗнче

Ҫурлан 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе Вӑрмар районӗнче пулнӑ.

Чи малтан ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленнине тӗрӗслес тӗллевпе Пысӑк Енккассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула ҫитнӗ. Шкула кӑҫал пурӗ 240 ача килӗ. Районта шкул чи лайӑххисен шутӗнче, вӗренме пур услови те ҫителӗклӗ. Шыв кӗртнӗ, хутса ӑшӑтмалли системӑсем аванах ӗҫлеҫҫӗ. Икӗ автобус 18 ялти вӗренекене шкула илсе ҫитерет. Пур ачана та вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Шкулӑн хушма хуҫалӑх та пур — унта туса илнӗ пахча-ҫимӗҫпе хӑйсен столовӑйӗнче усӑ кураҫҫӗ.

Вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫи Галина Архипова шкул пурнӑҫӗпе хӑнасене тӗплӗн паллаштарчӗ — ачасен олимпиадӑсенчи, спортри ҫитӗнӗвӗсем пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑчӗ. Шкулта 18 вӗренмелли пӳлӗм. Михаил Игнатьев компьютер класӗнче пулчӗ, ачасем тӗнче уҫлӑхӗпе епле усӑ курма пултарнипе кӑсӑкланчӗ. Шкулти вулавӑшра та ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне тӗплӗ хатӗрленнӗ — кӗнекесем, хушма литература ҫителӗклӗ илсе ҫитернӗ.

Малалла...

 

Ҫула юсаҫҫӗ
Ҫула юсаҫҫӗ

Ярмушка ялӗ Вӑрнар районӗн ҫурҫӗр енче, Упаҫырма шывӗ хӗрринче ларать. Ялӗ пӗчӗкех мар, 500 яхӑн ҫын пурӑнать. 4 урам. Ялта фельдшер пункчӗ, клуб, спорт тӳремлӗхӗ, лавкка пур, газ кӗртнӗ. ШупашкарИшекКалининВӑрнар ҫулӗ ҫывӑхӗнче ларать.

Ялта вӑтам шкул та пур — ӑна 1862 ҫултах кунта уҫнӑ. 1961 ҫулта сакӑр класлӑ шкул шайне хӑпартнӑ, 1975 ҫултанпа вара — вӑтам шкул. 2002 ҫулта ӑна базӑллӑ шкул туса хунӑ — юнашар ялти ачасем кунта ытларах ҫӳреме пуҫланӑ.

Ял пысӑк ҫул ҫывӑхӗнче ларнӑран асфальтлӑ ҫул ялах кӗрет. Шкул патне те ҫитерет вӑл. Тахҫантанпах сарнӑран чылай вырӑнта вӑл пӑсӑлнӑ, шӑтӑклӑ-саплӑклӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫитнӗрен «Вӑрнарҫулстрой» ӑна юсама кӑмӑл тунӑ — шӑп та лӑп ҫак вӑхӑтра ҫула сараҫҫӗ те ӗнтӗ.

 

Малтанхи пӑхӑр хулла кӑлараҫҫӗ
Малтанхи пӑхӑр хулла кӑлараҫҫӗ

Вӑрнарта хальхи вӑхӑтра «Чувашкабельмет» АХО предприятие хута яма хатӗрленеҫҫӗ. Ӗнер оборудование тӗрӗслес тӗлӗшпе пӗрремӗш пӑхӑр хуллисене кӑларса пӑхрӗҫ. Тӗп директор Александр Хавронин пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулталӑкне кунта пурӗ 3 пин тонна продукци кӑларма пултарӗҫ.

«Чувашкабельмет» Вӑрнарта пӑхӑр пралук кӑлармалли ҫурма продукт — 8 мм диаметрлӑ заготовкӑсем тӑвӗ. Предприяти кунта 2007 ҫулта тӗпленме пуҫланӑ — пулас производство валли вӗсем 4-мӗш стройтрестӑн Вӑрнарти МГП-48 базӑна (вӑл унччен юхӑнса выртнӑ) суйланӑ. Хальхи вӑхӑтра кунта 35 ҫын вӑй хурать.

 

Страницӑсем: 1 ... 3773, 3774, 3775, 3776, 3777, 3778, 3779, 3780, 3781, 3782, [3783], 3784, 3785, 3786, 3787, 3788, 3789, 3790, 3791, 3792, 3793, ... 3931
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 05

1900
125
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...