Чӗмпӗрти патшалӑх университетӗнче Германирен килнӗ Дорис Дольд преподаватель ҫулталӑка яхӑн нимӗҫ чӗлхи вӗрентет. Юлашки вӑхӑтра вӑл чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ҫакӑ ӑна Чӑнлӑ районӗнчи Кунтикав ялне илсе ҫитернӗ, вӑл шкулта чӑваш чӗлхине мӗнле вӗрентнине курма 8-мӗш класра урокра ларнӑ. Германи хӑни пирӗн чӗлхере тата турккӑ чӗлхинче пӗр евӗр янӑракан сӑмахсем пуррине асӑрханӑ. — Кунта киличчен эпӗ Раҫҫейӗн Европа пайӗнче чӑваш тата ытти вырас мар халӑхсем пуррине пӗлмен те. Мана вӗсемпе паллашма, вӗсен чӗлхине илтме, йали-йеркипе, культурипе паллашма питӗ интереслӗ пулчӗ. Киле кайсан кун ҫинчен хаҫат-журналта ҫырса кӑтартатӑп, — тет Дорис Дольд.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: "Канаш" хаҫат |
Р. Власова «Хыпар» хаҫат урлӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакансем ҫак кунсенче нимене тухнӑ — ял варринчи ҫавра кӳлӗпе культура ҫурчӗ умне йывӑҫсем лартнӑ. Парка ял пуҫланса кайнӑранпа 145 ҫул ҫитнине тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне халалланӑ. Пӗрремеш йывӑҫа ялти хисеплӗ ватӑ, 80 ҫулти Алексей Дружинин лартнӑ. Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Воробьев хыр-чӑрӑш, ҫӑка хунавӗсемпе тивӗҫтернӗ. Арманкасси урамӗнче пурӑнакансем те асфальт ҫул хӗррипе вун-вун тӗм-йывӑҫ лартнӑ. Хунавӗсене Александр Осипов усламҫӑ Патӑрьелӗнчи питомникрен хӑйӗн укҫи-тенкипе кӳрсе килнӗ. |
«Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Шупашкар районӗнчи Янӑшра кӗпер юсанӑ. Пӗчӗк Янӑш урамран хӗвеланӑҫнелле тухма Ломжарка юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ каҫмалла. Анча кӗперӗ япӑхса кайнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ стройматериалпа пулӑшнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисем нимелле ӗҫе кӳленнӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗчӗк Янӑшсем кунӗпе тӑрӑшса каҫ енне кӗпере юсаса ҫитернӗ. Янӑш тӑрӑхне кӗрекен Хураҫырма ялӗнче те ҫурхи шыв-шур юхтарса япӑхлатнӑ каҫӑна юсанӑ. Ку ӗҫе вӗсем ака вӗҫӗнче пуҫӑннӑ — пӗр кунта вӗҫлесе те пӑрахнӑ. |
Чӗмпӗр облаҫӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ятне илнисенчен чӗрри пӗр ҫын ҫеҫ юлнӑ. Вӑл Егор Воробьёв, чӑваш, Чанлӑ районӗнчи Вӑта Тимӗрҫен ялӗнче пурӑнать. Егор Терентьевич акан 16-мӗшӗнче 91 ҫул тултарчӗ. Сӑмах май ун амӑшӗ 104 ҫула ҫитсе вилнӗ. Герой вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн ӗмӗрӗпех тӑван ялӗнче пурӑнать. Вырӑнти хуҫалӑхра бригадир пулнӑ. Мӑшӑрӗпе иккӗшӗ 6 ача ҫуратса ӳстернӗ. Аслӑ Нагаткин ялӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ Е.Т.Воробьёв парнисемшен ирӑклӗ майпа кӗрешессипе ӑмӑрту иртет. Унта кашни ҫул Раҫҫейӗн тӗрле хулисенчен 100 ытла спортсмен килет. |
Чӗмпӗрте Чӑваш Республикипе Ульяновск облаҫӗ хушшинче «Диалог культур» ятпа культура ҫыхӑнӑвӗсене анлатма Килӗшӳ туса ҫирӗплетрӗҫ. Ҫак тӗллевпе Чӗмпӗре Шупашкартан делегаци пырса кайрӗ: культура министерӗн ҫумӗ Казакова Т.В., пай пуҫлӑхӗ Краснов М.Н., ЧПУ доценчӗ Абрамов В.А., РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ В.П.Нагорнов. Ҫак Килӗшӳ тӑрӑх Культура программи Ульяновск облаҫӗнче чӳк уйӑхӗччен тӑсӑлмалла. Унта ҫыравҫӑсен, ӳнерҫӗсен тата ытти пултарулӑх ҫыннисен тӗлпулӑвӗсем иртмелле. Чӗмпӗрсем умӗнче Чӑваш патшалӑх академи ансамблӗ пысӑк концерт кӑтартрӗ. |
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта «МТВ-центр» суту-илӳ комплексне уҫнӑ, ятарлӑ уяв ирттернӗ. Уява ирттерес тесе хуҫисем питӗ хыпаланнӑ курӑнать — хӑш-пӗр ӗҫе «каять»-ле кӑна тунӑ. Ҫапла ҫав, ӗҫе тӗплӗн тумасан инкек тухма пултарать. Вӑл вара хӑйне кӗттерсе тӑман — икӗ ҫулхи Полина виҫӗ метр ҫӳллӗшӗнчен подвала персе аннӑ. Хытӑ аманнӑ ачана васкавлӑ пулӑшупа ӑсатнӑ. Ача амӑшӗсем суту-илӳ комплексне суда панӑ. Вӗсем ҫурт хуҫисене хӑйсен ӗҫне тӗплӗн туманнишӗн айӑплаҫҫӗ — ача персе аннӑ вырӑна нимӗнпе те карман пулнӑ иккен, «баннерпа» ҫеҫ пытарнӑ. Аслашшӗ те вӑхӑтлӑха ачана ҫӳхатнӑ ӗнтӗ, лешӗ вара, выляс шухӑшпа «баннер» хыҫне кӗрсе кайнӑ, асӑрханманнине пула персе аннӑ. Хула ҫыннисене уяв туса пама хыпаланнӑ хуҫасем ҫапла вара хӑйсен валли инкек шыраса тупнӑ. Ачана та сиен кӳнӗ.
|
«Тӑван чӑваш сӑмахӗсем мерчен те ылтӑн пӗрчисем» ятпа чӑваш чӗлхи кунне халалласа районти ача-пӑча библиотекинче литературӑпа музыка каҫӗ иртрӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта 5 «б» класра вӗренекен ачасем тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен М.Леонтьева хутшӑнчӗҫ. Уяв каҫӗнче Митта Ваҫлейӗ, Анатолий Смолин, Петӗр Хусанкай, Любовь Мартьяновӑн сӑввисем янӑрарӗҫ. Уява хатӗрленсе библиотекӑра «Упра тӑван чӗлхене» ятпа кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Ачасем И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен паллашрӗҫ, унӑн пултарулӑхне тишкерчӗҫ. Ун хыҫҫӑн ачасем «Калаҫасса калаҫӑп эпӗ Нептун ҫинче те чӑвашла» ятпа викторинӑна питӗ хастар хутшӑнчӗҫ. Уйрӑмах Дима Яковлев, Артем Андреев, Таня Васильева, Павел Иванов, Эдик Кириллов, Сергей Яковлев пуринчен те тавҫӑруллӑрах пулчӗҫ. Вӗсем пӗчӗк парнесем илме тивӗҫрӗҫ.
|
![]() Ӗлӗкренпе чӑваш ака-сухана пӗтернӗ хыҫҫӑн Акатуя тухнӑ — ҫурхи ӗҫсем вӗҫленине уявланӑ. Ку уява халӗ те ирттереҫҫӗ, вӑл шутра аякри чӑвашсем те! Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче (июнӗн 20-мӗшӗнче) Акатуй Чулхулара янрӗ! Пуҫламӑшӗ — кӑнтӑрла, 12 сехетре! Юлташсем, хӑнасем, хаклӑ ҫыннӑмсем — Акатуя уявлама, сире пурне те, чӗнетпӗр авалхи хулана, Чулхулана! Уяв 1-мӗш май ячӗллӗ паркра (Чкаловский метропа юнашар, Канавино районӗнче вырнаҫнӑ) иртӗ. Тӑванӑрсене, юлташӑрсене чӗнме ан манӑр! |
«Сывлӑх» наци проекчӗн енӗсенчен пӗри – ҫул-йӗрте аварие лекнисене вӑхӑтлӑ пулӑшу кӳресси. Ҫавна май федераллӑ трассӑсем ҫывӑхӗнче 3 шайлӑ травматологи центрӗсем уҫӑлмалла. Республикӑри районти тӗп больницӑсенче пуринче те реанимобильсем пулӗҫ (ҫакӑ пӗр шайлӑ шутланать). Шупашкар районти тӗп больницӑна вара кунсӑр пуҫне тата компьютер томографӗ, УЗИ-аппарат, рентген оборудованийӗ уйӑрӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл икӗ шайли пулӗ. Федераци бюджетӗнчен Шупашкар районӗн пульницине 40 миллион тенкӗ килмелле.
|
Пӗлтер мана тӑван ҫӗршывӑм: Хӑҫан кӑтартӑн халӑхна Ху чӗлхӳне хӑват кӗртмешкӗн Тӗнчене килнӗ ывӑлна?
Кӑвар чӗре! Кӑвар чӗлхеллӗ Чӑваш ачи сассуна пар! Тухсам кунта. Сана кӗтеҫҫӗ. Килсем! Килсем! Эс пур, - ҫук мар.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Янӑра, чӑваш чӗлхи!» ятпа чӑваш чӗлхи кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 161 ҫул ҫитнине халалласа конкурс иртрӗ. Унта Шупашкар хулинчи Калинин районне кӗрекен 35-мӗш шкултан Хмелев Сергей, 53-мӗшӗнчен Сергеев Максим тата 46-мӗш гимназирен Исаев Александр хутшӑнчӗҫ. Вӗсен пӗлӗвне сумлӑ жюри хакларӗ: Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ доценчӗ Валентин Абрамов, ҫыравҫӑ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ доценчӗ Елена Чекушкина, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Виталий Сергеев. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |