Паллӑ ҫыравҫӑ хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ, кулленхи пурнӑҫ ҫинчен каласа пачӗ. Ачасем тӗлпулӑва лайӑх хатӗрленнӗ — Ева Николаевнӑн пултарулӑхӗпе паллашнӑ, пӗр калавне ушкӑнпа вуланӑ. Ҫыравҫӑ ачасене уйрӑмах тӑван чӗлхене упрамалла терӗ. Тӗлпулу лайӑх иртрӗ, пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ — ачасем те, ҫыравҫӑ та. Мероприяти хыҫҫӑн Ева Николаевна шкул музейӗпе паллашрӗ — ӑна унта питӗ килӗшрӗ, уйрӑмах, авалхи япаласем пурри кӑмӑла кайрӗ.
|
Чуслава вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Петрова Светлана Владимировна, ҫав министрествӑн специалисчӗ Инесса Владимировна Ядранская, чӑваш чӗлхи кафедрин пуҫлӑхӗ Евдокия Александровна Андреева, паллӑ ҫыравҫӑ Юхма Мишши, инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи, электронлӑ пособисен авторӗ Владимир Андреев, вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Юрий Михайлович Виноградов хутшӑнчӗҫ. |
Раштавӑн 17-мӗшӗнче Красноармейскинчи халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче районти «Юрла, тӑван!» фестиваль иртрӗ, пултарулӑх ушкӑнӗсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Вӗсен шутӗнче аслисем те ачасем те пулчӗҫ. Ушкӑнсем пуҫсӑр уйрӑм юрӑҫсем те хутшӑнчӗҫ.
Пултарулӑх ҫуртне килнӗ хӑнасене ҫак ушкӑнсемпе юрӑҫсем хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ: * районти халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ ҫумӗнчи «Трак ен» ятлӑ фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Никоноров Н.М.); * Чатукасси канупа вӑйӑ центрӗ ҫумӗнчи «Телей» ятлӑ фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Николаева В.А.); * Шывпуҫри канупа вӑйӑ ҫурчӗ ҫумӗнчи «Кӑйкӑр» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Егорова Л.П.); * Упинчи канупа вӑйӑ ҫурчӗ ҫумӗнчи ача-пӑча фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫисем — Борисова Г.В., Васильева В.В.); Курма килнисене уйрӑмах «Телей» ушкӑнпа пӗчӗк Марина Ефимовӑн (5 ҫулта, Чатукасси канупа вӑйӑ центрӗ) тата Геннадий Гурьевӑн юррисем кӑмӑла кайрӗҫ. |
Раштавӑн 19-мӗшӗнче Шупашкарти 54-мӗш шкулта (139-мӗш стр. дивизи урамӗ, 14 ҫурт) «Шкул ачи валли хатӗрленӗ чи тутлӑ апат» ятлӑ конкурс иртӗ — тӗрлӗ организацисем, усламҫӑсем хӑйсен апат пӗҫерес ӑсталӑхне кӑтартӗҫ. Ҫӗнтерӳсене ҫак номинацисенче палӑртӗҫ: «Шкул ачи валли хатӗрленӗ чи тутлӑ та паха ирхи апат», «Шкул ачи валли хатӗрленӗ чи тутлӑ десерт», «Шкул ачи валли хатӗрленӗ чи витаминлӑ апат», «Шкул ачи валли хатӗрленӗ чи тутлӑ пылак шӗвек», «Шкул ачи валли хатӗрленӗ чи тутлӑ кукӑль». Пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннисене дипломсемпе парнесем парӗҫ.
|
Шӑматкун, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 10 сехетре эпир ирттернӗ чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр! Камӑн килсе курас кӑмӑл пур — килме пултаратӑр! Чыслав чӑваш чӗлхи кафедринче иртӗ. Тепӗр хут асаилтерер: ку конкурса пире ирттерме Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министeрстви, чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Юхма Мишши ертсе пыракан ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ, «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ пулӑшрӗҫ. Ӗҫсене чӳкӗн 15-мӗшӗччен йышӑнтӑмӑр, раштавӑн 5-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр. Пирӗн енчи парнесемсӗр пуҫне ыттисем те хӑйсен парнисене парӗҫ.
|
Ыран, раштавӑн 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Ева Лисина повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» моноспектакль премьери пулӗ. Тӗп роле выляканӗ Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов. Вӑлах ку спектакле лартаканӗ те. Ӳнерҫӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Анатолий Розов, кӗвӗпе илемлетекен Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Андрей Галкин. Спектакль 10 сехетре пуҫланать.
Кӗҫнерникун сире тепӗр ҫӗн спектакль кӗтет — «Атӑлҫи Пӑлхарӗсем». Ӑна И. Петровӑн «Телейпе Илем» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ. Спектакльти тӗп вырӑн — Атӑлҫи Пӑлхарта IX-X ӗмӗрте пулса иртекен ӗҫсем. Спектакле лартаканӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов, ӳнерҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Анатолий Розов. Кӗввине Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Андрей Галкин. Ку спектакль 13 сехетре пуҫланӗ.
|
Википедирин чӑваш уйрӑмӗнчи статья шучӗ 9 пинрен иртрӗ. Ӗнер, раштавӑн 15-мӗшӗнче 9 пинӗмӗш статья ҫырӑннӑ — вӑл Жан Кокто ятлӑ хрансус ҫыравҫи тата ӳнерҫи ҫинчен пулчӗ.
Википеди — пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ирӗклӗ энциклопеди. Ӑна пурте тултарма, тӳрлетме пултараҫҫӗ. Чӑваш уйрӑмӗ 2005 ҫулхи ака уйӑхӗнче аталанма пуҫланӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнче шайӗнчи проектра пурӗ 260 ытла чӗлхе уйрӑмӗ пур, вӗсенчен 13 уйрӑмӗ тӗрӗк чӗлхисен шутне кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен уйрӑмӗсем те пур: тутар, удмурт, пушкӑрт, ҫармӑс, мӑкшӑ, ирҫӗ уйрӑмӗсем. Ҫитес вӑхӑтра ҫармӑссен уйрӑмне уҫасшӑн — вӗсем те хӑйсен чӗлхине аталантарассишӗн ырми-канми ӗҫлеҫҫӗ, уҫмалли условисене туса ҫитернипе пӗрех.
Эсир те пирӗн чӑваш уйрӑмне ҫӗнӗ статьясемпе тултарма, пуррисене анлӑлатма пултаратӑр! Ыттисем тӑвасса ан кӗтӗр, хӑвӑр ӗҫлесе пӑхӑр. Чӑваш калашле, куҫ хӑрать те ал тӑвать! |
Мероприятине Чӑваш Ен ҫӗрӗнчен ятарласа икӗ ушкӑн килчӗ — Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сӑр Ен» халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗ тата «Мерчен» ятлӑ юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ. Икӗ ушкӑн пухӑннӑ ҫынсене халӑх юррисемпе паллаштарчӗҫ. |
Тахҫантанпах кӗтни тинех пурнӑҫланчӗ теме юрать — Чӑваш Енре пӗрремӗш хут Ҫамрӑк ҫыравҫӑсен форумӗ иртрӗ. Юлашки ҫулсенче чылайӑшне хумхантаракан тӑван литературӑри проблемӑсене (ҫамрӑк авторсем сахалланни, литература ӑшӑхланса пыни, аслӑ тата кӗҫӗн ӑрури ҫыравҫӑсен хушшинче пултарулӑх ҫыхӑнӑвӗсем татӑлни тата ыт.те.) татса парас тӗллевпе пӗр сӗтел хушшине ларса канашлас самант ҫитнине кашниех туятчӗ пулӗ. Малалла та ҫаплах ним тумасӑр пурӑнсан пур пек ҫыравҫӑсем те сапаланса пӗтме пултарасса Культура Министерстви тата чӑваш писателӗсен икӗ союзӗ (професионал-писательсен тата М.Юхма ертсе пыраканни) вӑхӑтра асӑрханӑ. Чӑваш оперӑпа балет театрӗн керменӗнче уҫӑлнӑ Форума культура министрӗ Р.М.Лизакова ертсе пычӗ. Ҫамрӑк авторсене хумхантаракан ыйтусемпе "Хресчен сасси" Пичет ҫурчӗн директорӗ С.Л.Павлов, писательсен пӗрлешӗвӗсен председателӗсем И.Д.Вутланпа М.Н.Юхма, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ В.П.Комиссаров сӑмах илчӗҫ. |
Раштавӑн 17-мӗшӗнче Тутарстанри халӑхсен пӗрлехи туслӑхӗн ҫуртӗнче (Островский урамӗ, 23 ҫурт) К.В. Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэма пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ӑслӑлӑхпа пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Мероприяти 16 сехетра пуҫланать. Ӑна Тутарстанри чӑваш халӑхпа култура автономийӗ йӗркелет. Пултарулӑх каҫӗнче поэмӑн тутарла куҫарӑвӗн презентацийӗ иртӗ. Куҫараканӗ — Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ренат Харис.
Ҫавӑн пекех ытти хуласенче те ун йышши мероприятисем иртеҫҫӗ. Ак, кӗҫех (раштавӑн 13-мӗшӗнче) Чулхулара «Нарспи» пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ятарлӑ каҫ иртӗ. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ.
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |