Ҫӗнӗ Шупашкарта 30 пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтермелӗх ҫӗнӗ турбина хута янӑ. Ӑна спутник-хулари 3-мӗш ӑшӑ электроцентралӗнче (ТЭЦра) вырнаҫтарнӑ.
ТЭЦа 1965 ҫултах туса лартнӑ. Сӑмах май, ҫӗнӗ турбинӑна хута янӑ ятпа йӗркеленӗ мероприятире электроцентальти пӗрремӗш кӑмакана тата турбинӑна ӗҫлеттерсе янине паянхи пек ас тӑвакан ҫын та пулнӑ. Вӑл — энергетика ветеранӗн, Раҫҫейӗн Топливӑпа промышленноҫ министерствин хисеплӗ ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ, ТЭЦра 55 ҫул ӗҫленӗ Владимир Хрипунов. Ӑна тата ытти хӑш-пӗр ӗҫчене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятран ҫырнӑ сехет парнеленӗ.
Ҫӗнӗ турбинӑна Раҫҫей энергетикин инвестици программине пурнӑҫа кӗртекен программӑпа килӗшӳллӗн хута янӑ иккен. Ун йышшине КЭС-Холдинг текен предприяти ҫӗршывӗпе 18 ҫӗрте пурнӑҫлама палӑртнинчен — тӑххӑрмӗшӗ.