![]() Сайт пичӗ Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 25-мӗшӗччен тӗнче тӗтелӗнче чӑваш вӗрентекенӗсен интернет педканашӗ ӗҫлӗ. Ку канашлу тӑваттӑмӗш хут иртет. Кӑҫалхи форума ирттерме ятарласа ҫӗнӗ сайт уҫнӑ. Унта http://pkanash.chv.su/ каҫӑпа кӗме пулать. Педканаша Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Вӗрентӳ институчӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттереҫҫӗ. Виҫӗмҫулхи педканаша 72 педагог хутшӑннӑччӗ, пӗлтӗр канашлӑва хутшӑннисен хисепӗ 101-пе танлашрӗ. Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче форума хутшӑнакансем вӑл е ку ыйтупа 700 хут ытла сӑмах илнӗ. Виҫӗ ҫул хушшинче Чӑваш Республикин пур районӗнчи педагогсем форумпа тухса калаҫнӑ, унсӑр пуҫне Чӗмпӗр, Тутарстан тата Пӑшкӑрт Республикин тӑрӑхӗсенчи чӑваш педагогӗсем те педканашра хӑйсен сӑмахне каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӗрешӳре пирӗннисем маттур! Авӑнӑн 10-мӗшӗпе 19-мӗшӗнче Раҫҫейӗн кӑнтӑр енчи хулара, Анапӑра, Раҫҫейри III ҫамрӑксен кӗрешӳ вӑййисем иртрӗҫ. Ӑмӑртуҫӑсем хӑйсен маттурлӑхне 33 тӗрлӗ кӗрешӳре кӑтартрӗҫ. Чӑваш Ен ачисем хутшӑнчӗҫ — Республикӑн Тухӑҫ кӗрешӗвӗн федерацийӗнче 14 кайрӗҫ. Пирӗннисем вырӑнсӑр юлмарӗҫ. Пуринчен те ӑнӑҫлӑрах хӑйне Никита Беловощев кӑтартрӗ. 10-11 ҫулхи ачасен хушшинче вӑл ыттисенчен маттуртарах пулчӗ. Пӗлтӗрхи вӑйӑсенче те вӑл мала тухнӑччӗ, хальхинче те ыттисем ун хыҫне юлчӗҫ. Пӗлтӗр малти вырӑнсене хӑпарнӑ тепӗр икӗ хӗрача кӑҫал виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ: Кристина Игнатьева (14-15 ҫулхисем хушшинче), Татьяна Розанова (16-17). Пьедестал ҫине пӗрремӗш хут хӑпаракансем те пулчӗҫ: Татьяна Семенова (12-13), Владислав Павлов (10-11), Евгений Яковлев (16-17) Тренерсем ачасен маттурлӑхӗпе кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Анна Семёновна (факультет сайтӗнчи сӑн) Авӑн уйӑхӗн ҫиррӗммӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн пӗрремӗш курс студенчӗсем пултарулӑх конкурсӗнче тупӑшрӗҫ. Ҫамрӑк хӗрсен юрри-ташшине А.С. Егорова декан ҫумӗ тата А.Шадриков, 4 курс студенчӗ хакларӗҫ. Анастасия Владимирова куракансене хӑй ҫырса кӗвӗленӗ юрӑпа тата хӑй сӑввипе савӑнтарчӗ. Ольга Семеновӑн чӑваш тата Анастасия Черновӑн Инди ташшийӗсем пурне те килӗшрӗҫ. Куҫ илми сӑнарӗҫ вӗсен кашни хусканӑвне преподавательсемпе студентсем. Хӗрсем ҫӑмӑллӑн ташланине А.С. Егорова кайӑк вӗҫӗпе танлаштарчӗ. Ыттисем те кӗвӗ-ҫемӗпе килӗшӳллӗн алли-урисене хускатмасӑр чӑтаймарӗҫ. Надежда Ильина А.С. Пушкинӑн «Татьяна Онегин патне ҫырнӑ ҫырӑва» илемлӗ вуласа пачӗ. Ытти хӗрсем те питӗ маттур пулчӗҫ. Турӑ пани пурах вӗсенче. Пултарулӑх ҫӑлкуҫ пек тапса тӑрать. Никӗсӗ пур пулсассӑн малалла аталантармалли ҫеҫ юлать. Ахальтен мар О.И. Печников: «Вӗрентекенсем пур чухне вӗренӗр. Пур ҫӗре те ӗлкерме тӑрӑшӑр», — терӗ. Ӑнӑҫу, вӑй-хал, ӗҫченлӗхпе чӑтӑмлӑх сунатпӑр пӗрремӗш курс вӗренекенӗсене! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Курак Чурачӑк ялӗ картта ҫинче. Яндекс картти Авӑнӑн 15-мӗшӗнче ирхине 9 сехетре Ишлей ял тӑрӑхне кӗрекен Курак Чурачӑк ҫыннисем клуба пӗрлехи информаци кунне пухӑнчӗҫ. Тӗлпулӑва Шупашкар район пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, Чӑвашстатӑн Шупашкар районӗнчи тӗп специалист-эксперчӗ Ольга Прокопьева тата ытти пуҫлӑхсем пырса ҫитрӗҫ. Тӗлпулура район пуҫлӑхӗ кун йӗркинче палӑртнӑ ҫивӗч ыйтусемпе халӑхпа калаҫу ирттерчӗ: апат-ҫимӗҫ хакӗсем ӳснине чарас тӗлӗшпе влаҫ органӗсем йышӑннӑ комплекслӑ мерӑсем ҫинчен, обществӑлла инфраструктура обьекчӗсене хӗле хатӗрлесе ҫитерни тата ял хуҫалӑх пасарӗсем ирттересси пирки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Конгресра Ҫурлан 25-29-мӗшӗсенче Молдова Республикинчи «Гагауз ҫӗрӗ» автономи облаҫӗнче тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен пӗрремӗш Конгресӗ ӗҫлерӗ. Унта тӗнчери 14 ҫӗршыв делегацийӗсем, Турцирен, Иранран, Ливанран, Сирирен, Азербайджанран, Болгарирен, Венгрирен, Кӑркӑстанран тата ытти ҫӗртен килнӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ. Ҫав шутра Чӑваш Енри ҫамрӑксен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ эльтеперӗ Олег Михайлович Цыпленков ертсе пынӑ Чӑваш Республикин делегацийӗ те. Делегаци йышӗнче — ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсем, ытти ҫӗрте ӗҫлекенсем, «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ. Конгресӑн пӗрремӗш ларӑвӗ ҫурлан 25-мӗшӗнче «Гагауз ҫӗрӗн» тӗп хулинче, Комратра, иртрӗ. Ытти ларусем гагаузсем пурӑнакан чи пысӑк ялсенче — Конзакпа Копчакра. Конгресс ӗҫне Гагаузин парламент пуҫлӑхӗ, Комрат хулин мэрӗ, депутатсем, Азербайджан, Турци посолӗсем, Раҫҫей посольствин культура енӗпе атташе тата ытти паллӑ ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Конгресс 7 ҫынран вӑхӑтлӑх Йӗркелӳ Комитетне йӗркелесе ӑна Конгресс Уставӗпе Программине хатӗрлеме, ытти тӗрӗк халӑхӗсемпе калаҫма полномочисем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑрнар станцийӗ 2011 ҫулта Вӑрнар поселокӗнче ҫӗнӗ садик тума палӑртнӑ. Район администрацийӗн строительство тата ЖКХ пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх шкул ҫулне ҫитменнисен 140 вырӑнлӑ учрежденийӗн никӗсне хывма вырӑн тупнӑ. Вӑл «Вӑрнар ял хуҫалӑх техники» предприятин пулнӑ территорире вырнаҫӗ. Садик ҫеҫ мар, кунта тата пурӑнмалли виҫӗ хутлӑ икӗ ҫурт лартма йышӑннӑ. Ясли-сад йышӑнакан лаптӑк 624 тӑваткал метрпа танлашать. Кунсӑр пуҫне ун таврашӗнчи 1 200 тӑваткал метра яхӑн лаптӑкра ачасене вылямалли хатӗрсем вырнаҫтарӗҫ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра поселокра — 298, районта пӗтӗмпе 395 пепке садик черетӗнче тӑрать. |
![]() Ю.Н. Исаев сӑмах калать Шӑматкун, авӑнӑн 18-мӗшӗнче, К.В.Иванов ячӗллӗ чӑваш академи драма театрӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ. Института чыслама хаклӑ хӑна чылай килнӗччӗ — Чӑваш Республикин тӗрлӗ министерствисенчен, кӳршӗри ӑслӑлӑх тата вӗренӳ институчӗсенчен пурччӗ. Ют патшалӑхран килнисем те театр залӗнче ларатчӗҫ — вӗсем те хӑйсен салам сӑмахӗсене каларӗҫ. Паллах, чӑваш халӑхӗн интелеггенцийӗсӗр, студентсемсӗр мероприяти иртмерӗ — интитута сума суса ӗнтӗ, вӗсем нумайӑн пухӑннӑччӗ, залра пушӑ вырӑн ҫуккипе пӗрехччӗ. Юрий Николаевич Исаев, институт директорӗ, чи малтан кӗскен ӑслӑлӑх учрежденийӗн кун-ҫулӗпе, унӑн ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ. Институт 80 ҫул тултарнӑ ятпа министерствӑсенчен килнӗ хӑнасем тухса сӑмах каларӗҫ, пӗлӳ учрежденийӗнче ӗҫлекенсене тӗрлӗ парнесемпе чысларӗҫ — Николай Иванович Егорова орден пачӗҫ, ыттисене хисеп хучӗсемпе, грамотӑсемпе, медальсемпе тивӗҫтерчӗҫ. |
![]() Ларура Ӗнер, авӑнӑн 17-мӗшӗнче, Правительство ҫуртӗнче Лару иртрӗ — Михаил Игнатьев министрсен кабинечӗн вырӑнӗсене кам йышӑнни пирки пӗлтерчӗ.
Кӗскен: Ҫурт-йӗр хӑпартассин тата обществӑлла инфраструктура аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ — Гончаров Александр Николаевич; Экономика аталанӑвӗн тата промышленноҫпа суту-илӳ министрӗ, Министрсен Кабинечӗн Председатель ҫумӗ — Моторин Иван Борисович; Ял хуҫалӑх министрӗ, Министрсен Кабинечӗн Председатель ҫумӗ — Павлов Сергей Владимирович; Чӑваш Республикин укҫа-тенкӗ министрӗ, Министрсен Кабинечӗн Председатель ҫумӗ — Смирнов Николай Васильевич; Раҫҫей Федерациӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин полномочиллӗ представителӗ, Министрсен Кабинечӗн Председатель ҫумӗ — Федоров Геннадий Семенович; Чӑваш Республикн пурлӑхпа ҫӗр йытӑвӗсен министрӗ — Енилина Светлана Александровна; Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци полтикипе архив ӗҫӗн министрӗ — Лизакова Роза Михайловна; Сывлӑха упрассин тата социаллӑ аталанӑвӗн министрӗ — Муллина Венера Петровна; Чӑваш Республикин юстици министрӗ — Прокопьева Надежда Викторовна; Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ — Чернова Галина Петровна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Литература каҫӗнче Авӑнӑн 15-мӗшӗнче, юнкун, К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗн Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа литература каҫӗ иртрӗ. Мероприятие хӑнасем чылай килчӗҫ. Тӑванӗсем те пурччӗ — ҫыравҫӑн Ольга хӗрӗ, Николайпа Степан мӑнукӗсем пулчӗҫ. Мероприяти ячӗпе «Ҫӗр ҫинчи йӗрсем» курав та йӗркеленӗччӗ — сӑвӑҫ япалисем, туи, сӑнӳкерчӗксем, кӗнекисем унта вырнаҫнӑччӗ. Тӑванӗсем куравпа паллашрӗҫ, кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Стихван Шавли сӑвӑҫа асӑнса ирттернӗ май ҫыравҫӑсем, общество ӗҫченӗсем нумайччӗ — Виталий Станьял, Порфирий Афанасьев, Борис Борлен тата ыттисем. Шкул ачисемпе студентсем те пурччӗ — вӗсем поэт хайланӑ сӑвӑсем каласа пачӗҫ.
Пӗлме: Стихван Шавли Самар облаҫӗн Шӑнтал районӗнчи Каменкӑра 1910 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Саскӗнекен хуплашки Нумай пулмасть «Аслӑ пурҫӑн ҫул юмахӗсем» Марджани фончӗн проектӗнче икӗ CD дискпа чӑваш халӑх юмахӗсем тухрӗҫ. Вулакансем — кинопа театр актёрӗсем: Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Михаил Ефремов тата Раҫҫей халӑх артистки Алла Покровская. Чӑваш халӑх юмахӗсене чӑвашларан вырӑсла куҫарас тӗлӗшпе Чӑваш Енӗн халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши тата Алена Каримова ӗҫленӗ. Саслӑ юмахсен пуххине «Ҫил ачисем», «Уйӑх тупни», «Пӑшалу», «Чее тилӗ» тата ыттисем кӗнӗ. Паян, авӑнӑн 17-мӗшӗнче, Чӑваш ӳнер музейӗнче саскӗнекен хӑтлавӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |