![]() Семинар-канашлура Акан 13-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем А.Л. Филиппов доцент, А.С. Егорова декан ҫумӗ, В.А. Иванов профессор, В.А. Милютин доцент Куславкка районӗнчи Ельчӗк ял тӑрӑхӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсемпе семинар-канашлу ирттерчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем шкулта тухса тӑракан ачасен «Ешӗл хунав» литература журналӗн ӗҫне те хак пачӗҫ, сӑвӑ-калав ҫыракан ачасене хавхалантарса хӑварчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӑслӑлӑх конференцийӗнче Акан 13-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче 44-мӗш ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ҫулсеренех иртекен уява кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳренпе — 65 ҫул тата Чӑваш Автономи Республикине тунӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Йӑлана кӗнӗ мероприяти студентсемшӗн те, аспирантсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах ҫакӑнтан пуҫланать те наукӑпа кӑсӑкланасси, малаллахи пурнӑҫа унпа ҫыхӑнтарасси. Никам та тӳрех преподаватель-профессор пулса тӑмасть. Ку шухӑша факультет деканӗ В.Г. Родионов та палӑртрӗ. Кафедра пуҫлӑхӗсем пурне те ӑнӑҫу сунчӗҫ. 23 секци ӗҫлерӗ, 300 ытла доклад. Вӗсен пахалӑхӗ ҫулсерен ӳссех, хутшӑнакансен ӑсталӑхӗ туптансах пырать. 2-4 докладпа калаҫма ӗлкӗрекенсен йышӗ те чылай. Кашниех хӑй пултарулӑхӗпе ӑс ҫивӗчлӗхне кӑтартрӗ. Хӑнасем те йышлӑн килнӗ кӑҫал: Мари, Тутар, Удмурт университечӗсен тата Шупашкарпа Канашри педагогика колледжӗсен студенчӗсем, Г. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вулкан кӗлӗ Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Исландире пулса иртнӗ пулӑм Европӑри чылай вӗҫев компанийӗн тупӑшне чакарнӑ тесен те суя пулмӗ. Ку пӑтӑрмах икӗ кун каялла пуҫланнӑ пулин те сиенӗ паянхи кун кӑна палӑрма пуҫланӑ. Сӑлтавӗ вара пӗчӗкех мар — Эяхятлайкутӑль (выр. Эйяфьятлайокудль) пӑрлӑх айӑнчи вулкан. Мӗнпе сиен кӳрет-ши ҫак ятсӑр пӑр айӗнчи хӑват? Исландире, паллах, сиенӗ пысӑкрах — вӑл кӑларакан лавӑ пӑрлӑха ирӗлтерет, шывӗ вара айлӑмри ялсене путарма пултарать. Патшалӑх уйӗсем, тавралӑх, ҫыннисем инкек тӳсеҫҫӗ. Европӑна ку вулкан вут-ҫулӑмран тухнӑ кӗлӗпе сиен кӳрет. Ӑна пула чылай вӗҫев компанийӗ хӑйсен авиарейсӗсене пӑрахӑҫланӑ, тепӗр вӑхӑта куҫарнӑ. Усламҫӑсем, ҫулҫӳревҫӗсем, ахаль ҫынсем ҫитес вырӑна лекеймеҫҫӗ — самолётсене ҫул парасса кӗтеҫҫӗ. Ӗнер, акан 15-мӗшӗнче вулкан кӗлӗ Аслӑ Британи ҫӗрне ҫеҫ кансӗрленӗ пулсан, паян вӑл Раҫҫей патне те ҫитнӗ. Калининградри «Храбово» ӗҫлемест, Мускавран тата Питӗртен Европӑна ҫитмелли рейсене пӑрахӑҫланӑ. Мурманска ҫитме палӑртнӑ В. Путинӑн та Мускаврах юлма тивнӗ — вулкан кӗлӗ ӑна та чӑрмав кӳнӗ. Вулкан кӗлӗ хӑвӑрт лармасть, вӑл ҫӗре аниччен виҫӗ талӑк та иртме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӑмӑртури самант Волейболла ҫак вӑхӑтра Шӑмаршӑсем кӑна мар, Кӳкеҫре те ӑмӑртаҫҫӗ. Кун пирки «Тӑван Ен» хаҫат сайчӗ пӗлтерет. Вӑл акан 10-мӗшӗнче Кукеҫри «Улӑп» сывлӑхпа спорт центрӗнче пулнӑ. Ӑна Шупашкар районӗн депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ Владислав Григорьева асӑнса ирттернӗ, ӑмӑртӑва Шупашкар районӗнчи арҫынсен командисем хутшӑннӑ. Волейбол турнирӗ кӑҫал иккӗмӗш хут иртрӗ ӗнтӗ.
Ӑмӑртӑва пурӗ 5 ушкӑн хутшӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑн депутатпа пӗрле вӗреннӗскерсене лекрӗ, 2-мӗш вырӑн — «Улӑп» комплексӑн командине. Атайкассисем, депутат ентешӗсем — 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.
Владислав Вячеславович Атайкассинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл тӑрӑшнипе юлашки ҫулсенче ҫак шкул вӗрентӳ тата воспитани ӗҫӗнче нумай ҫитӗнӳсем туса пынӑ. Учительсемпе ачасем республикӑри тата районсенчи нумай олимпиадӑсемпе конкурссенче ҫӗнтернӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас тӗлӗшпе те кунта пысӑк ӗҫсем туса пынӑ. Владислав Вячеславович ытларах волейбол килӗштернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Эстонири Чӑваш Культура пӗрлешевӗ 20 ҫул тултарчӗ. Савӑнӑҫлӑ пуху пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Таллин хулинче пуҫтарӑнчӗ. Таллинри чӑвашсене нумай хӑнасем саламла килчӗҫ: Питӗрти чӑваш пӗрлешӗвӗн элчӗсем, Нарвӑри «Нарспи» чӑвашсен пӗрлешевӗ, культура министерсвинче ӗҫлекен Ольга Бурмакина, Эстонири халӑхсен пӗрлешевӗн пуҫлӑхӗ Тимур Сейфуллин, Эстнонинче пурӑнакан халӑхсен представителӗсем: белоруссем, украинсем, ҫармӑссем, мӑкшӑсем тата ыттисем. Эстони чӑвашӗсем хӑнасем валли чӑваш юррисене юрласа пачӗҫ, чӑвашла тӑшласа кӑтарчӗҫ.
|
![]() Шӑмӑршӑ шкулӗ Шӑмаршӑ шкулӗн спорт пӳлӗмӗнче район шайӗнчи волейбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ, унта организацисенчи, учрежденисенчи, предприятисенчи ушкӑнсем тата ҫавӑн пекех районти ял командисем хутшӑнчӗҫ. Спорт ӑмартӑвне Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерчӗҫ. Пурӗ 8 ушкӑн хутшӑнчӗ — кашни хӑйне кура вӑйлӑ, кашни хӑйне кура ӑста. 3-мӗш вырӑншӑн кӗрешнӗ вӑйӑра район администрацийӗн команди (ертӳҫи Денисов Н.) ҫӗнтерчӗ — вӗсем тытӑҫура Мишер Палтиел шкулӗн ушкӑнне ҫӗнтерчӗҫ. Мишер Палтиел шкулӗн вӑйӑҫисен командирӗ Сорокин Р. Тӑрӑшрӗ пулин те, тӑваттӑмӗш вырӑна ҫеҫ йышӑнма пултарчӗҫ. Мала вара «Васан» ушкӑн (командирӗ Гордеев Ю.) тухрӗ — вӗсем район администрацийӗн ушкӑнне ҫӗнтерчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе тата район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикипе культура уйрӑмӗн грамотипе чысларӗҫ. Ял тӑрӑхӗсенчи ушкӑнсенчен чи матуррисем Васансем пулчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна Карапай Шӑмӑршӑри ушкӑн йышӑнчӗ, виҫҫӗмӗшне — Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ. Мишер Палтиел ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ вара — тӑваттӑмӗш кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Анатри Кипекҫе ялӗ Ҫӗрпӳ районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх районти икӗ хуҫалӑхра выльӑха усрамалли фермӑсене юсаҫҫӗ. Ку ӗҫе «ВДС» (Чурачӑкри хуҫалӑх) тата «Кипекҫе» ТМЯП-сенче пуҫӑннӑ. «ВДС» хуҫалӑх хӑйӗн ҫурчӗсене юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн сысна амисен шутне алла ҫитересшӗн. Федоров Ю.Н. «Кипекҫе» ертӳҫи те хӑй хуҫалӑхӗнчи фермӑна юсаса шултра выльӑх шутне 200 ҫитересшӗн. Районти ытти хуҫалӑхсенче те ӗҫ пырать. «Ульянова асӑнса» ЯХПК-ра (Туҫи ялӗ) КБН культиватор туяннӑ, «Авангард» ТМЯП МТЗ-82 тракторлӑ пулса тӑнӑ (уншӑн 700 пин тенкӗ панӑ). ПӐУ ЯХӐТИ (ку хуҫалӑх Опытный посёлокра вырнаҫнӑ) вара 4 500 пин тенкӗ парса тырӑ тасатса типӗтмелли комплекс туяннӑ. Ку пӗтӗм техника Ҫӗрпӳсене кӑҫалхи ӗҫре (кӗҫ-вӗҫ ҫураки пуҫланмалла) самай пулӑшасса шанас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӗнче тетелӗнче «Пӗтӗм Раҫҫейри 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗ» портал уҫӑлнӑ. Адресӗ — www.perepis-2010.ru. Тӗп страницӑра Раҫҫейӗн кашни ҫыннине чӗнсе каланӑ: «Ҫырав — ҫӗр-шывӑн коллективлӑ портречӗ. Сирӗнсӗр ку ӳкерчӗк тулли пулмасть. Ҫырава хутшӑнӑр, ку пачах йывӑр мар». Порталӑн тытӑмӗ питех те ансат, ҫавӑнпа тӗнче тетелне пуҫласа тухнӑскер те та ҫырав ҫинчен мӗн пӗлес килнине тупма пултарать. «Ҫӗнӗ хыпар» («Новости») рубрикӑри материалсем тӑтӑшах ҫӗнелсе тӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫыравӑн саккун никӗсӗ тата программи ҫинчен тулли информаци илме пулать, иртекен мероприятисен анонсӗпе отчечӗ, тӗрлӗ пулӑшу материалӗсем, Раҫҫейри тата СССРти халӑх ҫыравӗсен историйӗ ҫинчен калакан интереслӗ фактсем, ҫыравсен чикӗ леш енчи опычӗ вырӑн тупнӑ. «Ыйтусемпе хуравсем» рубрикӑра интернетпа усӑ куракансем ҫырав хучӗн содержанийӗпе малтанах паллашма, илнӗ кӑтартусен вӑрттӑнлӑхне сыхлани пирки пӗлме пултараҫҫӗ. «Ҫырав тата харпӑр хӑй хӑрушсӑрлӑхӗ» пайра ятарласа уйрӑм ҫын кӑтартӑвӗсем урӑх алла лекессинчен хӑрани вырӑнсӑр пулнине кӑтартнӑ. Кунтах ҫыравра час-часах тӗл пулакан ыйтусем ҫине хуравлаҫҫӗ: ҫырав мӗн тума кирлӗ, ӑна миҫе ҫултан ирттереҫҫӗ, ҫырав хучӗн анкетине тултарма мӗн чухлӗ вӑхӑт каять тата ыт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Иванова Наталия Шупашкарта Вӗрентекенсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртрӗ. Унта тӗрлӗ район шайӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫӗнсе илнӗ 6-9 классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Ҫак фестивальте Красноармейски районӗнчи шкул ачисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Фестиваль программипе килӗшӳллӗн вӗсем тӑватӑ ӑмӑртуран иккӗшӗнче тупӑшрӗҫ, малти вырӑнсене тивӗҫрӗҫ. «Чӑвашлӑх тӗнчи: тӗпчев ӗҫӗсен мультимедиллӗ презентацийӗ» конкурсра Красноармейскинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан иккӗмӗш шкулӗнче 9-б класра вӗренекен Алексей Михайлов «К.В.Ивановӑн «Нарспи» поэминчи ҫутҫанталӑк сӑнарӗ» темӑпа хатӗрленӗ ӗҫне хӳтӗлесе 2-мӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ. Вырӑс класӗнче чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗренекен шкул ачисем хушшинче ирттернӗ «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ-конкурсра вара Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗн 9-меш класӗнче вӗренекен Иванова Наталия та 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӗмшер ялӗ картта ҫинче Паян, акан 13-мӗшӗнче, Тӗмшер тӗслӗх вулавӑшӗнче ачасем валли «Кайӑксене пулӑшасси — ырлӑх тӑвасси» викторина иртрӗ. Тӗмшерти тӗп пӗлӳ паракан шкул ачисем ҫак ӑмӑртӑва хаваспах хутшӑнчӗҫ. Ҫур кунӗсем ҫитнӗ хыҫҫӑн тавралӑх кайӑк-кӗшӗк юррипе тулнине пурте сисрӗҫ ӗнтӗ — унта та кунта вӗсен чӗвӗлти сассисем илтӗнеҫҫӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем ачасене вӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ — шкултан килнӗ хӑнасем интересленсех итлерӗҫ: Куславкка тӑрӑхӗнче мӗнле кайӑк тӗл пулни пирки пурин те пӗлес килчӗ! Ыйтусем ҫине те хуравларӗҫ. Тӗслӗх вулавӑшӗн ӗҫченӗсем «Чи чаплӑ шӑнкӗрт вӗлли» ӑмӑртӑва ирттерме сӗнчӗҫ — ачасем ку сӗнӳпе килӗшрӗҫ, хутшӑнма шантарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |