Элӗк районӗн ача-пӑча вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» кӗнекепе паллаштаракан мероприяти иртрӗ. Кӗнекене «Чӑваш Ен» фонд кӑларнӑ. Сӑмах май, фонд ҫамрӑксем хушшинче литература енчи пултарулӑха уҫас ӗҫпе тӑрмашать. Кӗнекепе вулавӑх заведующийӗ Гордеева Раиса Митрофановна паллаштарчӗ. Кӗнекере Элӗк районӗн ачисен ӗҫӗсем те пур.
«Анне ӑшши» ятлӑ калавсен ярӑмӗшӗн Абанникова Ирина, «Ҫутӑ ҫалтӑрӑм» калавшӑн Михайлова Анжелика, «Чаранӗ–ши килти ҫил–тӑвӑл» ятлӑ калавсен ярӑмӗшӗн Степанова Августина, «Хӗр чӗри» калавшӑн Кузнецова Кристина «Чӑваш чӗлхеллӗ проза» номинацийӗн дипломанчӗ ятне илнӗ. «Вутпа ан выля» пьесӑшӑн чӑвашла драматурги енӗпе Абанникова Ирина пӗрремӗш вырӑн, Михайлова Анжелика «Пирӗн те пурӑнас килет» пьесӑшӑн — иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Кӗнекепе паллаштарма ҫаврӑк ҫыравҫӑсем те килнӗччӗ. Кузнецова Кристинӑпа Степанова Августина хӑйсем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем мӗн пӗчӗкренех сӑвӑ ҫырма юратнӑ. | ||
Кӗлӗмкассинчи вӑтам шкула пырса кӗрсенех, куҫ умне тӗрлӗ ӳкерчӗксем тухса тӑраҫҫӗ. Ӳкерчӗксен куравне 8 класра вӗренекен Татьяна Белова йӗркеленӗ. Таня тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ хӑйӗн ӑсталӑхне Йӗпреҫри ӳнер шкулӗнче аталантарать. Графика, натюрморт, тӗрлӗ тӗслӗ композици - тӗрлӗ жанрпа ӑсталанӑ ӗҫсем куракансене чӑннипех те илӗртеҫҫӗ. Унӑн ӳкерчӗкӗсене ачасем кӑна мар, вӗрентекенсем те пысӑк хак пачӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ҫӗнтерӳшӗн, 2008, 10-11 № | ||
Диплом ӗҫӗ
| ||
Кино куравӗНарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче «Аннене анне тееҫҫӗ» илемлӗ фильм куравӗ пулать. Кино кӑларма Анат тата Тури Ачаксем хастар хутшӑннӑ, артистсене кӗпе тумтирсем тупса панӑ, хӑйсем те эпизодла рольсенче вылянӑ. Халӗ кино ӳкерекенсем ял ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлне пӗлесшӗн. Фильма пӑхнӑ хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явма палӑртнӑ. Ҫакӑ куракансен сӗнӗвӗсене тата вӗсен асӑрхаттарӑвӗсене шута илме, малашне халӑх кӑмӑлне тивӗҫтерекен киносем кӑларма пулӑшӗ. | ||
Иртнӗ шӑматкун Тӑвай ялӗнче В.Г. Васильева асӑнса волейбол Кубокӗ иртрӗ. Ӑмӑртӑва 7 ушкӑн хутшӑнчӗҫ: Тӑвай районӗнчен тӑватӑ ушкӑн, иккӗ Муркаш районӗнчен тата Шупашкарти «Старко» ҫурт тӑвакан фирмӑн ушкӑнӗ. Ӑмӑртӑва ирттерекенсемпе курма килнӗ хӑнасем вӑйӑсем интереслӗ иртнине, пур ушкӑн та мала тухассишӗн пӗтӗм вӑйне хунине палӑртрӗҫ.
Вӑйӑ ушкӑнӗсем пӗр-пӗринпе темле тапӑҫнӑ пулин те ӑмӑртӑва районти ушкӑн ҫӗнтерсе илчӗ: пӗрремӗш вырӑн «Дорстрой» ООО ушкӑнне лекрӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Старко» фирмӑн ушкӑнӗ, виҫҫӗмӗшне «Тушкил» ЯХПК ушкӑнӗ лекрӗ. Вӗсене пурне те Дипломпа парнесем пачӗҫ. Парнесем чи лайӑх вылякансене те лекрӗҫ.
| ||
«Етӗрнен халӑха социаллӑ пӑхакан центрӗн» кун хӑналӑхӗн пайӗнче Здорнова Мария Михайловна тыл ӗҫченӗн чуслав каҫӗ иртрӗ. Чыслав каҫӗ «Ыр шанӑҫпа ӗҫченлӗх тата ырлӑх нумай ҫул тӑсӑлтӑр» ятпа иртрӗ.
Мария Михайловна ку ҫул 85 тултарать. Пурнӑҫӗ унӑн вӑрӑм пулнӑ. Чыслав каҫне килнӗ хӑнасем Мария Михайловна хӑйӗн ачалӑхӗпе пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панине кӑмӑллӑн итлерӗҫ. Мероприятинче юрату, ашшӗ-амӑшӗ, ҫамрӑклӑх ҫинчен юрӑсем нумай янрарӗҫ.
Пирӗн пӗрлӗх Мария Михайловнӑна ҫирӗп сывлӑх, пурнӑҫӗнче телей сунать.
| ||
Палтай шкулӗнче «Музей тата ачасем» уйӑхлӑхне кӗрекен Тани Юн ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитне ятпа ятарлӑ каҫ иртрӗ. Чи малтан шкулти таврапӗлӗвӗн кружокӗнче тӑрӑшакан ачасем пӗрремеш чӑваш актрисин кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ пирки каласа пачӗҫ. Ун хыҫҫӑн ятарласа чӗнсе илнӗ Халӑх Академикӗ, вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Валерий Венедиктович Муравьев Тани Юнпа унӑн мӑшӑрӗ ҫинчен каласа пачӗ — вӑл вӗсене пӗлнӗ, вӗсемпе хутшӑннӑ. Валерий Венедиктович ҫакна та каласа хӑварчӗ — халӑх ӑсӗнче Тани Юн пӗрремӗш актриса пек юлнӑ. Шел те, ун шайне ҫитекен Чӑваш Енре урӑх пулман. Юлашкинчен вара Тани Юнпа лайӑхрах паллашмашкӑн Валерий Муравьев шкул вулавӑшне хӑйӗн кӗнекисене парнелерӗ.
Хӑнасене ҫавӑн пекех Серебрякова Н.В. ертсе пыракан фольклор кружокӗнчи ачасем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Ачасем ҫавӑн пекех Тани Юн пултарулӑхӗнчи пӗр сценӑна та выляса пачӗҫ.
| ||
Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче «Культура» телеканалпа Чӑваш Ен тата Шупашкар пирки каласа паракан фильм эфира тухать. Кӑларӑм 13 сехет те 35 минутра пуҫланать. Сюжет никӗсӗ — К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми 100 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ. Илемле фильм "Письма из провинции" ярӑмри пӗр передача. Ҫитес кӑларӑм чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ пирки, культури тата халӑх йӑли-йӗрки ҫинчен пулӗ.
| ||
Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Канашри ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртӗнче 13-17 ҫулхи ачасем хушшинче вӑрман олимпиади иртрӗ. Олимпиадӑна ачасем хулара вырнаҫнӑ пӗтӗм шкултан хутшӑнчӗҫ. Ачасен тӑватӑ ыйту ҫине хуравламалла пулчӗ. 45 минут хушшинче вӑл тӑватӑ ыйту ҫине чи лайӑх ҫак ачасем хуравларӗҫ: 1 вырӑнта – Пынзарь А., 1-мӗш шкул (8 класс) 2 вырӑнта – Михайлова В., 11-мӗш шкул (8 класс) 3 вырӑнта – Константинов К., 3-мӗш шкул (9 класс), Куропаткина Е., 7-мӗш шкул (11 класс). Вӗсен ӗҫӗсене республика шайри тура ӑсатӗҫ.
| ||
Нумай пулмасть Шупашкарти 37-мӗш шкула Китай хӑнисем килсе кайрӗҫ. Китай хӑнисем хушшинче Хуань Лилян профессор тата Инҫет Тухӑҫ институчӗн аспирантки Линь Боянь пулчӗҫ. Хуань Лилян истори ӑҫлӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, Пӗтӗм тӗнчери конфуци организацийӗн секретарӗ. Фойере хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа хапӑл тунӑ хыҫҫӑн чӑваш тумлӑ шкул вӗрентекенӗсем чӑваш юррисене юрласа пачӗҫ. Юрӑсем итленӗ хыҫҫӑн хӑнасем шкул музейӗпе тата иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑ шкул ачисем хатӗрленӗ куравпа паллашрӗҫ. Спорт залӗнче хӑнасене ушу-таолу ятлӑ китай спорт тӗсӗпе паллаштарчӗҫ. Китайра ку спорт тӗсӗ нумайӑшне кӑмӑла каять иккен, ку шкула та вӗсем вӑл спорт тӗсӗпе интересленнине кура килнӗ. Вӗҫӗнче Китай хӑнисене чӑваш апачӗсемпе хӑналарӗҫ. 37-мӗш шкулта хӑйсене епле кӗтсе илнипе Китай хӑнисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |