![]() Темиҫе ҫул хушши ӑсталаннӑ «Тупмалли юмахсем» проектра тинех ӑмӑрту пуҫланчӗ! Ӑна пуҫлама пулӑшнӑшӑн Чӑваш Республикин вӗрунӳпе ҫамрӑксен политикин министерствине, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫине В. Андреева; тупмалли юмахсен пуххине нумайлатма пулӑшнӑшӑн Г.А. Дегтярёва; сайт ӗҫне тӗрӗслеме пулӑшнӑшӑн Chuvash.Org пӗрлӗхре хутшӑнакансене тав сӑмахӗ калатпӑр! Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шырама лекӗ. Шырани харама каймӗ — чи ӑнӑҫлисене парнесемпе тивӗҫтерӗпӗр:
1 вырӑн. Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ 17 томлӑ чӑваш сӑмахӗсен пуххи. 2 вырӑн. Э.И. Патмар 10 кӗнекере хатӗрлесе кӑларма палӑртнӑ халӑх сӑмахлӑхӗн пуххинчи кӗнекесем. 3 вырӑн. ЧПГӐИ пичетлесе кӑларнӑ «Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ» кӗнеке.
Ӑмӑртӑва вӑйӑ майлӑ йӗркеленӗ. Вӑйӑҫа 10 ҫӑлтӑр парӗҫ. Тупмалли юмахӑн тупсӑмне пӗлсен нухрат лекӗ, пӗлмесен ҫӑлтӑр шутне катӗҫ. |
![]() Трак ене Мускавран савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: Пӗтӗм тӗнчери «Симӗс планета» экологи форумӗ ирттерекен конкурсӑн лауреачӗсене пӗлтерчӗҫ. Вӗсенчен пӗри — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Михайлов Алексей (сӑмах май, вӑл «Трак ен» сайтӑн администраторӗ те). Алеша хӑйӗн «Вӑрмана хӳтӗлер» сайчӗпе «Хальхи технологисем - ҫутҫанталӑка хӳтӗлес ӗҫре" (экологи тата ҫут ҫанталӑка хӳтӗлес темӑпа хатӗрленӗ сайтсен тата Internetри web-страницӑсен конкурсӗ) ятлӑ номинацире лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ. Ку проект ӗҫӗн ертӳҫи — ҫак шкули обществознани предметне вӗрентекен Михайлов В.М. Ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс планета — 2009» форумра «Вӑрман пурнӑҫӗ тата ҫын шӑпи» (литература конкурсӗ) номинацире Жукова Анастасия (Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази) тата Михайлова Татьяна (Шывпуҫ шкулӗ) лауреат пулса тӑнӑ. Конкурс оргкомитетне пултарулӑх ӗҫӗсене Раҫҫейри 73 регионтан тата тӗрлӗ ют ҫӗршывран тӑратнӑ. Ҫав шутра: Арменирен, Беларуҫран, Болгарирен, Бразилирен, Индирен, Италирен, Казахстанран, Кипртан, Китайран, Молдовӑран, Румынирен, Словакирен, Туркменистанран, Турцинчен, Узбекистанран, Украинӑран, Уругвайран. |
Шупашкар районӗнче 58 пин ҫын ытла пурӑнать. Юлашки ҫулсенче район халӑхӗн йышӗ ӳсрӗ. Ку ӳсӗм ҫуралакан ачасен хисепӗ пурнӑҫран уйрӑлакансен йышӗнчен пысӑкраххипе мар, района пурӑнма килекенсем хушӑнсах пынипе пулса пырать. Район хуласен ҫумӗнче вырнаҫнӑран кунта чылаййӑн куҫса килеҫҫӗ. Ҫурт-йӗр хуласенчи хваттерсенче пурӑнакансем те нумай лартаҫҫӗ. Хайхи «Дом в деревне, свое молоко» лозунг хӑйӗн ӗҫнех тӑвать. Ял халӑхӗн хисепӗ пирки ял администрацийӗсем тытнӑ экспертсем мӗнле прогноз параҫҫӗ-ха; 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Апаш ял тӑрӑхӗнче 2026 ҫын пурӑннӑ. «2020 ҫул тӗлне Апаш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансен йышӗ паянхи шайрах юлӗ е нумаях чакмӗ» тенӗ ял тӑрӑхӗн генеральнӑй планӗнче. Шемшер ял тӑрӑхӗнче 1280 ҫын пурӑннӑ. 2025 ҫул тӗлне 1269 ҫын юлма пултарать теҫҫӗ экспертсем. Атайкасси ял тӑрӑхӗнче 2787 ҫын пропискӑра тӑнӑ. Анчах пуласлӑхра кунта та йыш чакать иккен. Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче 4780 ҫын тӗпленнӗ. 2025 ҫулта кунта 40 ҫын сахалрах пурӑнма пултарать. |
![]() Республикӑри халӑхсемпе ӗҫлекен канашӑн пайташӗсем тата хуласемпе районсенчи культура енӗпе ӗҫлекен пуҫлӑхсем паян Елчӗк районне пухӑнчӗҫ. Кунта «Республикӑн «Чӑваш Ен культури: 2006-2011 ҫулсем» тӗллевлӗ программин «Чӑваш Республикин патшалӑх наци политикин Концепцине пурнӑҫласси» пайне Елчӗк районӗнчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем тата культура учрежденийӗсем пурнӑҫа кӗртес енӗпе пухнӑ опытпа палашасси» канашлу-семинар иртрӗ. Канашлӑва пухӑннисем чи малтан Елчӗкри паллӑ вырӑнӗсемпе паллашрӗҫ — часовньӑра, районӑн тӗп вулавӑшӗнче, историпе краеведени музейӗнче, ӳнер шкулӗнче, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пулса курчӗҫ. Мишер Патирекре ҫӑлкуҫ путне ҫисе курчӗҫ, ялти вулавӑшпа, ҫӗнелнӗ культура ҫурчӗпе тата нумай пулмасть уҫӑлнӑ шкулпа паллашрӗҫ. Пур вырӑнта та хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ — хитре чӑваш тумӗсемпе, юрӑ-ташӑпа. Канашлу-семинарӑн тӗп пайӗ «Елчӗкри культурӑпа кану ценрӗнче» иртрӗ. Канашлӑва Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци полтикипе архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова уҫрӗ. |
![]() Ҫапла, юпан 9-мӗшӗнче «Уллах» ЧҪП Чӗмпӗрте черетлӗ дискотека ирттерет. Вӑл Арбатра (Чӗмпӗрсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ) пулӗ, 21 сехет каҫхине пуҫланӗ. Дискотека «Салтака ӑсататпӑр» ятпа пулать. Ятарлӑ хӑнасем: Чӗмпӗр облаҫӗнчи юрӑҫсем.
Билет хакӗ: 13 сехетчен — 150 тенкӗ, ун хыҫҫӑн — 200 тенкӗ. Маларах туянас текенсем 100 тенкӗпе туянма пултараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗ: 8-908-471-32-67. Чӗмпӗр каччисемпе хӗрӗсем! Сире пурне те ҫак хаваслӑ мероприятине йыхлавлатпӑр! |
![]() Мускавра авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри XXII пыл ярмаррки ӗҫлӗ. Унта чӑваш пылне те тутанса пӑхма май пулӗ. Ку ярмарка ҫулталӑкра иккӗ иртет — хӗлле Манежра, ҫулла — «Коломенски» паркра. Енчен те малтанхи ҫулсенче ку мероприятине чӑвашран пӗр Шупашкарти Кузьминсен ҫемьи кӑна каятчӗ пулсан, юлашки ҫулсенче хутшӑнакансен йышӗ ӳсрӗ. Кӑҫал ярмарккӑра Столяровсен (Шӑмӑршӑ районӗ) тата Наколаевсен (вӗсен утарӗсем Ҫӗрпӳ, Элӗк тата Шупашкар районӗсенче вырнаҫнӑ) хуҫалӑхӗсенче туса илнӗ пыла туянма пулать. Сӑмах май Мускавсем пирӗн республикӑра туса илнӗ пыла кӑмӑлласах туянаҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкӗн авторӗ Сергей Приходько.
|
![]() 70 ҫул каялла, 1939 ҫулта, Куҫма Чулкаҫӑн «Ҫамрӑк патриотсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Пурӗ вӑл вӑхӑтра 5 пин экземпляр ҫапӑнса тухнӑ. Ҫамрӑк вулавҫӑсем 2 калавпа паллашма пултарнӑ. Пӗри — «Артека кайнӑ май», тепри — «Чечек татма кайсан». Вӗсене вуласа ачасем тӑван ҫӗршыва юратма, хисеплеме, ыррине усалтан уйӑрма вӗренейреҫҫӗ. Куҫма Чулкаҫ ача-пӑча валли хайлавсем ҫырнипе паллӑ. Чӑваш Республикин патшалӑх пичет архивӗнче ҫыравҫӑн 50 кенеки упранать. «Сунарҫӑ халапӗсем» кӗнекиех 9 хутчен пичетленнӗ — чӑвашла 6 хут (1937, 1944, 1956, 1964, 1973, 2003), вырӑсла — 3 хут (1944, 1958, 1989). Сӑмах май, вырӑсла куҫарӑвне И. Ярославцев тунӑ пулнӑ. Пирӗн сайтри электронлӑ вулавӑш та, май тупансан, сире ҫак хайлавсемпе паллаштарма тӑрӑшӗ.
|
Юлашки чылай хыпар вӗренӳпе ҫыхӑннӑ. Апла пулин те тепер хыпар сире пӗлтерер. Вӑл та пуҫланнӑ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе ҫыхӑннӑ. Чӑваш Республикинчи Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви 2009 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен III Интернет Педканашӗ пуласси ҫнчен пӗлтерет. Интернет Педканаш http://pedkanash.chuvash.org сайтра иртет. Ӑна Чӑваш Республикинчи Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Вӗрентӳ институчӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ ирттереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине, халӑх культурине, ҫавӑн пекех ытти предметсене вӗрентекенсем педканаша активлӑ хутшӑнасса шанатпӑр. Сайт хӑнисем вӗсен канашлӑвне тишкерме пултараҫҫӗ. |
![]() Ольга Михайловна Степанова – Чатукассинчи тӗп пӗлӳ паракан шкул директорӗ. 1958 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хамӑр районти Типвар ялӗнче ҫуралнӑ. Чатукасси шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ. 1981 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Кунта нимӗҫ, акӑлчан, француз чӗлхисене вӗрентекен специалиста ҫирӗплетекен диплома алла илнӗ. Малтанах Улатӑр районӗнчи Эйпеҫре нимӗҫ чӗлхине вӗрентнӗ, директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. 1985 ҫулта хӑйӗн пурнӑҫ биографине Чатукасси шкулӗпе ҫыхӑнтарнӑ. 2001 ҫултанпа — шкул директорӗнче. Ҫемьеллӗ. Аслӑ хӗрӗ Ирина И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ют ҫӗр-шыв чӗлхисен факультетӗнче вӗренет. Кӑҫал иккӗмӗш ҫул Америкӑра акӑлчан чӗлхине туптас енӗпе практикӑра тимлет. Наталия — Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки, вӑл та, аппӑшӗ пекех, ют чӗлхесен факультетӗнче вӗренет. |
![]() Паян, авӑнӑн 1-мӗшӗнче, пур шайри шкулсенче те пӗлӳ кунне уявлаҫҫӗ. Пӗлсе тӑма: Чӑваш Енре пурӗ 515 шкул; парта хушшине кӑҫал 126 пин ытла ача ларӗ, вӑл шутра пӗрремӗш класа каякансен шучӗ — 13 пинрен ытла. Чӑваш Енре 3 ача ҫурчӗ, 435 ача пахчи (выр. детский сад), 22 аслӑ шкул. Сӑмах май каласан студентсен йышӗ кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче 75 пин ҫурӑпа танлашать. Ҫак пысӑк йыша вӗрентес тӗлӗшпе 25,3 пин ҫын тӑрмашӗ.
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |