«Укҫа чул кастарать», — тенӗ ваттисем. Чӑнах та, хаклӑ ҫак хутсӑр пурӑнма йывӑртарах ҫав. Пӗрисем ӑна тар кӑларса ӗҫлесе илеҫҫӗ, теприсем пуймалли ҫӑмӑл меслет шыраҫҫӗ.
Шупашкарта шӑпах ҫакнашкал тӗслӗхсем тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Анчах ҫӑмӑл мелпе кам пуйма шухӑшланӑ-ха? Йӗрке хуралҫисен ыйтӑва уҫӑмлатма тивет.
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхине Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ супермаркетра кассир 5 пин тенкӗлӗх суя укҫана тупса палӑртнӑ. 5 пинлӗх укҫапа таваршӑн Чулхула облаҫӗнчи хӗр тӳленӗ. 21 ҫултискер полицейскисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл упӑшкипе пӗрле какайпа суту-илӳ тӑвать. Ҫак хут укҫа — вӗсен усламӗн пӗр пайӗ-мӗн. Ку тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ.
Тепӗр тӗслӗх те Шупашкарта пулнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче каллех 5 пин тенкӗлӗх суя укҫа тупса палӑртнӑ. Хальхинче — хулари пӗр банкра. Укҫа банка Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑмран лекнӗ. Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗн оперативникӗсем хӗрарӑмран ыйтса пӗлнӗ. Лешӗ вӗсене укҫана лавккара тыттарнине ӗнентернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.