![]() Шупашкар хулин 1-мӗш клиника пульницинче паян Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ вӗренӳ бази уҫӑлчӗ. Вӗренӳ центрӗн тӗп тӗллевӗ — пулас тухтӑрсене медицинӑри ҫӗнӗ технологисемпе паллаштарасси. Клиника больницинче медицина факультечӗн 9 кафедри ӗҫлет. Студентсене кунта суйласа илнӗ профессире кирлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хӑнӑхтараҫҫӗ. Диагностика, сиплев ӗҫне ҫӗнӗ хатӗрсем кӗртсе пынине кура пулас тухтӑрсен вӗсемпе усӑ курма вӗренсе ҫитмелле. Патшалӑх университечӗпе Клиника больници хушшинчи килӗшӳ шӑпах ҫакна пурнӑҫлама май парать. Вӗренӳ центрӗнче студентсем кӑтарту хатӗрӗсемпе усӑ курса хальхи диагностикӑн ушкӑнӗсемпе тӗплӗн паллашма пултараҫҫӗ, кунта ультра сасӑ та, рентген та, томограф та кӗрет. Вӗренӳ центрӗн пӳлӗмӗнченех вӗренекенсем тӗнче тетелӗпе усӑ курса Раҫҫейре иртекен ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗсене, тӗрлӗ канашлӑва хутшӑнма пултараҫҫӗ. |
![]() Пирӗн Республикӑна йывӑр наркотиксене ытларах урӑх тӑрӑхран илсе килсе сутаҫҫӗ. Ҫапах та ӑс-пуҫа минретекен ӳсентӑрана пахчара акса ҫитӗнтерекенсем те пур. Ҫавсене тупса палӑртас тӗллевпе йӗрке хуралҫисем тӑтӑшах «Мӑкӑнь» операци ирттереҫҫӗ. Мӑкӑньрен е кантӑртан хаяр наркотик хатӗрлеме пулать. Ҫак ӗҫпе аппаланакансем ытларах чухне наркӑмӑшлӑ ӳсентӑрана хуҫисӗр, юхӑнса ларакан дачӑсен ҫӗр лаптӑкӗсенче ҫуркунне акса хӑвараҫҫӗ. Ҫавнашкал акаҫӑсем «ӗҫе» пуҫӑннине, е пахчаран пахчана сӑнаса утакан ют ҫынсене асӑрхасан тепӗр чухне вырӑнта пурӑнакансем шӑнкӑравласа пӗлтереҫҫӗ. Наркотикпе усӑ курнӑ пирки кӑҫал Шупашкар районӗнче кӑна Пуҫиле 8 ӗҫ пуҫарнӑ. Пахчара мӑкӑнь 11 тӗпрен ытла ӳсет пулсан кил хуҫи пирки пуҫиле ӗҫ пуҫараҫҫӗ, 10 тӗпе яхӑн пулсан — административлӑ протокол ҫыраҫҫӗ. Пахчара пӗр тӗп мӑкӑнь ӳсни, ӑна шӑварса тӑрса кӑпкалатни наркӑмӑшлӑ чечеке 10 кун хушшинче тӗп тума хушакан хут ҫырма сӑлтав парать. Ҫак ӗҫе пурнӑҫламасан 2 пин ҫурӑран пуҫласа 3 пин ҫурӑ тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ. |
![]() Чӑваш халӑх сайтӗнчи чӑвашла ҫырнӑ хыпарсен йышӗ пин ҫурӑран иртрӗ. Тӗрӗсрех каласан — ҫакӑнпа пӗрле 1 515 пулать. 1000-мӗш хыпар ҫулталӑк каялла ҫеҫ ҫырӑннӑччӗ — ҫурлан 27-мӗшӗнче. Хӑвӑрах куратӑр — вӗсем сайтра хӑвӑртрах тухма пуҫланӑ. Ҫитменлӗхсене вара — тӑтӑш тухманнине, йӑнӑшсем кайнине, «чӗрӗ» пулманнине — юсама тӑрӑшатпӑр! Хыпарсен йышне нумайлатас тӗллевпе кӑҫал эпир ятарласа «Хыпарла» проект та хута ятӑмӑр! Шел, ҫыракансем тупӑнмаҫҫӗ... Сахал хутшӑнаҫҫӗ.
Пӗлме: чи пӗрремӗш хыпар 2005 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче ҫырӑннӑ — вӑл сайт движокне улӑштарни пирки ҫеҫ пӗлтернӗ. Район хыпарӗсене ҫутатнине илес пулсан сайтра ытларах Шупашкар районӗнчи (98 хыпар), Красноармейски районӗнчи (107 хыпар), Элӗк районӗнчи (49) хыпарсем тӗл пулаҫҫӗ. Пӑрачкав (2), Ҫӗмӗрле (10), Улатӑр (9), Шӑмӑршӑ (17) районӗнчи хыпарсем вара — сахалрах. |
![]() Паян, авӑнӑн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Пӗрлӗхлӗ информаци кунӗ иртет. Ун темисем: • 2011 ҫулта тата планпа пӑхнӑ 2012-2013 ҫулсенче республика бюджетне кӗртмелли улшӑнусем ҫинчен; • ял хуҫалӑх ӗҫӗсем тата Чӑваш Енри муниципалитетсенче ял хуҫалӑх таварӗсен ярмӑрккисене ӗҫлетересси; • Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне депутатсене суйлассипе ҫыхӑннӑ суйлавӑн хатӗрленӳ тапхӑрӗсем ҫинчен. Уйрӑммӑн ватӑ ҫынсене патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтернин ыйтӑвӗсене те хускатӗҫ. Информаци ушкӑнӗсем тӗрлӗ ял тӑрӑхӗсенче аякра вырнаҫнӑ ялсене ҫитсе вӗсене кӑсӑклантаракан ыйтусене хуравлӗҫ. Паянах харпӑрхӑй ыйтӑвӗпе килнӗ халӑха йышӑнма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Яндекс шыравҫӑ туркӑлла ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки компани тин кӑна салатнӑ пресс-релизра пӗлтерчӗ. Шыравҫӑ турккӑ чӗлхин морфологине шута илсе ӗҫлет, йӑнӑш ҫапнӑ текста юсама пултарать. Аркадий Волож каланӑ тӑрӑх сервиса туркӑлла куҫарнӑ тени ҫителӗксӗр — ку чӑн та ҫӗнӗ продукт пулса тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра Турцире ытларах Кукӑль (Google) шыравҫипе усӑ кураҫҫӗ — ун пӗтӗмӗшле тӳпи 97-99% ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн издательство центрӗ Л.Г.Петрова хатӗрленӗ «Текст: тишкерӳ ыйтӑвӗсем, ӗҫсем» (Шупашкар: Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн издательство центрӗ, 2011. — 143 с.) вӗренӳ кӗнеки пичетлесе кӑларчӗ. Унпа чӑваш шкулӗн 6-9 класӗсенче вӗренекенсем урокра, килте усӑ курма пултараҫҫӗ. Текстсем содержанийӗпе, тӗп шухӑшӗпе нумай енлӗ — ҫынна хисеплеме, Тӑван ҫӗршыва юратма, ҫут ҫанталӑка упрама т.ыт. те вӗрентеҫҫӗ. Текстсем ҫумӗнчи ӗҫсем чӑваш чӗлхи программипе мӗн вӗреннине аса илме, ҫирӗплетме, текст тӑвас пултарулӑха аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Кӗнекене Институтӑн издательство центрӗнче туянма пулать. Хакӗ — 67 тенкӗ. Инҫетрисем ӑна «СУМ» лавкка урлӑ туянайраҫҫӗ — кунти хак 72 тенкӗ (почта урлӑ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӗмпӗр хула мэрийӗнчи сывлӑх сыхлавӗн комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса авӑнӑн 1-мӗш тӗлне 4863 ача ҫуралнӑ. Ку кӑтарту пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 20 ача ытларах. Чӗмпӗрте ҫурлан 29-мӗшӗнчен тытӑнса авӑнӑн 4-мӗш тӗлне ҫут тӗнчене 174 пепке килнӗ, вӑл пӗлтӗрхинчен 50 ача нумайрах. Ытларах — арҫын ачасем. Сывлӑх сыхлавӗн комитечӗн председателӗ Владимир Дёмин пӗлтернӗ тӑрӑх, 2,8 пин ҫемьере пӗрремӗш, 1740 ҫемьере иккӗмӗш, 250 ҫемьере виҫҫӗмӗш, 72 ҫемьере тӑваттӑмӗш тата нумайрах ача ҫуралнӑ. Хуламӑрта пӗлтӗрхипе танлаштарсан вилекенсен шучӗ 450 ҫынна чакнӑ. Кӑҫал мӗнпурӗ 5368 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, иртнӗ эрнере кӑна — 130 ҫын (пӗлтӗрхинчен 15 ҫын сахалрах). Ҫынсен сывлӑхне сыхлас тӗллевпе хулара «2012-2014 ҫулсенче Чӗмпӗрти демографи лару-тӑрӑва лайӑхлатасси» (Улучшение демографической ситуации в Ульяновске на 2012-2014 годы) тӗллевлӗ программа ӗҫлет. Ӑна 2014 ҫулчченех тӑсма палӑртнӑ. Ун валли 28,5 млн тенкӗ укҫа каять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Йӑлӑм енчи вӑрман Вӑрман отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!
Вӑрман — пирӗн ҫӗршывӑн тӗп пуянлӑхӗсенчен пӗри. Ӑна пулас ӑрусем валли упраса хӑварас тӗллев ӑсчахсене, экологсене, историксене, хамӑрӑн ҫутҫанталӑка, унӑн илемне тивӗҫлипе хаклакан мӗн пур ҫынна пӗрлештерет. Вӑрман пурлӑхӗпе тирпейлӗ усӑ курасси, ӑна пуянлатасси — профессионалсен кӑна мар, Чӑваш Республикинче пурӑнакан кашни ҫын тивӗҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен вӑрманҫисем пушарсене, типӗ ҫанталӑка пула сиенленнӗ вӑрмансене чӗртессипе вӑй хураҫҫӗ, ҫак ӗҫе 685 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ. Мӗн пур шайри бюджетсенчен вӑрман хуҫалӑхне тӗревлеме сахал мар укҫа уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал кӑна ҫак сферӑна аталантармашкӑн 256 млн тенкӗ ытла уйӑрма палӑртнӑ, ҫакӑ 2010 ҫулхинчен икӗ хут пысӑкрах. Вӑрман пушар службине йӗркеленӗ. Паян ӑна пушарсемпе кӗрешмелли ятарлӑ ҫӗнӗ техникӑпа, оборудованипе тивӗҫтернӗ, ун ҫумӗнче талӑкӗпех диспетчер пункчӗ ӗҫлет, вӑрмансене авиаци пулӑшнипе тата ҫӗр ҫинчи патруль сӑнаса тӑраҫҫӗ. Умра татса паман ыйту нумай-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫын республика элтеперне Михаил Игнатьева харпӑр хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пама пултарать. Ыйтусене телерадиокомпани форумӗнче хӑварма юрать. Михаил Васильевич вӗсем ҫине тӗплӗн хуравлӗ. Чи малтанхи «Президента — ыйту» программа эфира авӑнӑн 25-мӗшӗнче «Россия–1» телеканалпа тухӗ, авӑнӑн 26-мӗшӗнче передачӑна «Россия–24» телеканалпа курма пулӗ. Ҫав кунах «Чӑваш Ен радио» аудио версине парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер, авӑнӑн 17-мӗшӗнче, «Олимп» стадионӗнче «Советская Чувашия» парнисемшӗн черетлӗ эстафети иртнӗ. Чи пӗрремӗшне 1930 ҫулта хатӗрленине шута илсен кӑҫал чупакансем старта 73-мӗш хут тухрӗҫ. Ӑна кӑҫал Андриян Николаев летчик-космонавта халалласа йӗркеленӗ. Республикӑра иртерекен мероприятисене шута илсен ку эстафета пысӑккисен шутне кӗрет — хӑвӑрах пӑхӑр, унта 2 000 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче Михаил Игнатьев та пулчӗ. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ чупу ҫӗнӗлле иртет: чи малтанах районсемпе хуласен хаҫачӗсен парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртаҫҫӗ (кӑҫал пурӗ 10 пин ҫын ытла хутшӑннӑ), кунта вара чи вӑйлисем килеҫҫӗ. Пуҫлӑхсен чупӑвне Михаил Игнатьев та тухрӗ. Унпа пӗрле стадион тӑрӑх Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Олег Макаров, республикӑн министерствӑпа ведомствӑсен ӗҫченӗсем, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗндепутачӗсем, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсем ӑмӑртмалла чупрӗҫ. Йӑлана кӗнӗрен ҫак спорт уявӗнче ҫавӑн пекех патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ҫӑмӑл атлетика турнирне ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Хумма Ҫеменӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |