Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Пуҫне хунӑ салтак ячӗпе йӗлтӗрпе ӑмӑртрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 20.02.2014 09:10 | 1926 хут пӑхнӑ
Спорт Ӑмӑртура
Ӑмӑртура

Етӗрне районӗнчи Пӑчанар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Иванов Анатолий Геннадьевич Чечняра пуҫне хунӑ. Пӑчанар ялӗ Кӑкшӑм ял тӑрӑхне кӗрет. Паттӑр салтака асӑнса Кӑкшӑмра кӑҫалхипе 9-мӗш хут йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ӑмӑртӑва районти тӗрлӗ шкул ушкӑнӗсем хастар хутшӑнчӗҫ: Кӑкшӑмри 9 ҫул вӗренмелли шкул спортсменӗсемпе танах Палтайри, Урпашри, Етӗрнери 2-мӗш номерлӗ, Мӑн Чурашри, Тури Ачакри тата Кивӗ Тинкешри вӑтам шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.

Пухӑннисене Кӑкшӑм ял администраци пуҫлӑхӗ Михайлов Константин Николаевич саламларӗ. Унтан Анатолий амӑшӗ Калиса Михайловна тата Етӗрнери Афган вӑрҫине хутшӑннисен «Вӑрҫӑра сусӑрланнисем» обществӑлла организаци председателӗ Кириллов Николай Ильич ӑмӑртӑва хутшӑнакансем умӗнче сӑмах каларӗҫ.

Чи малтан старта Кӑкшӑмри «Ҫӑлкуҫ» ача пахчине ҫӳрекен Алеша Иванов тухрӗ, ӑна асӑнмалӑх медаль, Хисеп хучӗ тата парне парса чысларӗҫ.

Медальсем, Хисеп хучӗсем, парнесем тивӗҫнисем хушшинче шкул ачисем ҫулӗсене кура, аслисем те, хӗрсемпе каччӑсем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем пулчӗҫ.

Шкулсем хушшинче чемпион ятне Урпашри вӑтам шкул команди тивӗҫрӗ, вӗсене кубок парса чысларӗҫ.

Шкулти апатлану пӳлӗмӗнче спортсменсене валли ӑшӑ апат хатӗрленӗ. Анатолий амӑшӗ Калиса Михайловна тата унӑн пиччӗшӗ Зиновий Геннадьевич пурне те Анатолие асра тытнӑшӑн чунтан тав турӗҫ.

Сӑнсем (74)

#Етӗрне районӗ, #спорт, #ӑмӑртусем, #йӗлтӗрпе чупасси, #Пӑчанар, #Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ, #Кӑкшӑм, #шкулсем, #ача пахчисем, #Палтай, #Урпаш, #Етӗрне, #Мӑн Чураш, #Тури Ачак, #Кивӗ Тинкеш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем