Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Куславкка

КуславккаЧӑваш Енри хула. Хулара Куславкка районӗн администрациӗ вырнаҫнӑ. 1938 ҫултанпа ӗҫлекенсен поселокӗ, 1967 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хула шайне кӗртнӗ.

Хула Атӑл хӗрринче, Шупашкартан 97 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Халӑх йышӗ

1999 ҫулхи 1 кӑрлач уйӑхӗнче Куславккара 12,9 пин ҫын пурӑннӑ (1939 — 5 пин, 1959 — 8,5 пин, 1979 — 11,8 пин, 1989 — 12,7 пин).

Хула кун-ҫулӗ

XVI-XVII ӗмерсенче хула вырӑнӗнче Богородски (вӑл ҫавӑн пекех Белая Воложка ятпа паллӑ пулнӑ), Карцев Починок, Комаровка, Тури Курган, Анатри Курган, Слободка, Новродионовка ялсем ларнӑ пулнӑ. 1861 ҫулта Куславкка хӑвӑрт аталанма пуҫлать — ҫывӑхри пысӑк пристань ӑна ку тӗлӗшӗнчен самай пулӑшнӑ.

Культура

Хулара 3 вӑтам шкул, ача ҫурчӗ (маларах вал шкул-интернат пулнӑ), ЧПУн ӑслӑлӑхпа вӗренӳ центрӗ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ача-пӑчасен пултарулӑхне аталантаракан музыка, ӳнер, спорт шкулӗсем пур. Хулара 4 вулавӑш ӗҫлет.
Н.И. Лобачевский ячӗллӗ музей-ҫурт, культура ҫурчӗ, кинотеатр пур.

Кунтах «Знамя» тата «Ялав» хаҫатсен редакцийӗ вырнаҫнӑ.

Каҫӑсем



 
Категорисем: Куславкка
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-12-27 18:22:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12135 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем