Нарӑс уйӑхӗ етӗрнесемшӗн «тухӑҫлӑ» иртет тесен те йӑнӑш мар пулӗ. Ҫак уйӑхра районта виҫҫӗмӗш йӗкӗреш ҫуралнӑ. Ачасене ЗАГС пайӗнче нарӑсӑн 19-мӗшӗнче регистрациленӗ. Кунашкалли Етӗрне районӗнче юлашки 10 ҫулта пулман иккен.
Хальхинче йӗкӗреш Еленӑпа Алексей Булатовсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӗсен ӗкӗреш хӗрсем — Викторийӑпа Варвара — ҫут тӗнчене килнӗ. ЗАГС пайӗнчи ӗҫченсем телейлӗ ашшӗ-амӑшне ача ҫуралнине ӗнентерекен хут панӑ май чун-чӗререн саламланӑ, хӗр пӗрчисене ҫирӗп сывлӑх суннӑ.