Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ку ҫул Улатӑрта ҫӗнӗ лутра кӗпер хывма пуҫлӗҫ. Ӑна малтан сӗтел-пукан фабрики ларнӑ вырӑнта тума пуҫлӗҫ. Кӗпере хатӗрлеме 77 млн тенкӗ кирлӗ.

 

Хальхи вӑхӑтра проектпа смета хучӗсене хатӗрлесе ҫитереҫҫӗ. Ӑна хатӗрлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн кӗпере тендерпа хываканне шырама пуҫлӗҫ.

«Гипростроймост-Ульяновск» ХАО — тендера хутшӑнма шутлаканскерсенчен пӗри. Вӗсем унччен те хулара кӗперсем хывнӑ. Сӑмахран, нумай пулмасть «Улатӑр» станци патӗнчи чукун ҫулсем ҫийӗн питӗ чаплӑ кӗпер ӗҫе кӗртрӗҫ.

Ӗнер ХАО ертӳҫисем Уларӑра ҫитсе пуҫлӑхсемпе калаҫу ирттерчӗҫ. Енчер те тендерта ҫӗнтес пулсан кӗпере 8 уйӑх хушшинче туса лартма шантарчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӑрӑшкассинчи «Теремок» ача садӗнче икӗ эрне шӑпӑрлансен сасси илтӗнменччӗ. «Тасатса тирпейлеме, тӗссӗр вырӑнсене сӑрӑпа тӗксе илме тата йӑтӑнса пуҫланӑ картана юсамалла пулнӑран хупӑнтӑмӑр» — ӑнлантарчӗ садик заведующийӗ Е.А. Маркова.

Кӗҫӗн ушкӑн пӳлӗмӗнчи стенасене пушар хӑрушлӑхӗн правилисене пӑхӑнса ҫеҫ сӑрлама юрать. Ӗҫченсем хальхинче ҫутӑ симӗс, персик тӗссемпе усӑ курнӑран ӗнтӗ ҫӳрекенсем: «Хӗвелӗ ача садӗнчен туха пуҫларӗ», — теҫҫӗ.

Тунсӑхласа ҫитнӗ ачасене «Теремок» тунтикун хаваспах кӗтсе илчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Таван Ен» хаҫат

 

Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Википедин чӑваш уйрӑмӗнче 8 пин статья ытла пулса тӑчӗ. 8000-мӗш статья — Рогачёв Яков Капитонович пулчӗ.

 

Википеди — пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ирӗклӗ энциклопеди. Ӑна пурте тултарма, тӳрлетме пултараҫҫӗ. Чӑваш уйрӑмӗ 2005 ҫулхи ака уйӑхӗнче аталанма пуҫланӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнче шайӗнчи проектра пурӗ 260 ытла чӗлхе уйрӑмӗ пур, вӗсенчен 13 уйрӑмӗ тӗрӗк чӗлхисен шутне кӗрет. Нумай пулмасть якутпа каракалпак чӗлхисен уйрӑмӗсем уҫӑлчӗҫ.

Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен уйрӑмӗсем те пур: тутар, удмурт, пушкӑрт, ҫармӑс, мӑкшӑ, ирҫӗ уйрӑмӗсем.

 

Нумай пулмасть, вырӑс уйрӑменчи статьясен шучӗ 300 пинрен иртрӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

УТӐ
09

«Айша-2008»
 Аçтахар Плотников | 09.07.2008 18:45 |

Ҫӗртмен 27-28-мӗшӗсенче «Айша» автор юррисен республикӑри уҫӑ фестивалӗ иртрӗ, ӑна 80-мӗш ҫулсенчен пуҫласа ҫулсерен ҫертме уйӑхӗн юлашки канмалли кунӗсенче ирттереҫҫӗ. Хальхинче фестиваль Ешӗлвар районӗнчи Айша поселокӗ ҫывӑхӗнчи ҫаранра, шыв хӗрринче, паллӑ Грушинский фестиваль умӗн пӗр эрне маларах иртрӗ.

«Айша» фестивале йӗркелекенсен шутӗнче Хусан мэрийӗ, Ешӗлвар районӗн администрацийӗ, ТР Ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм министерстви, «АК БАРС КАПИТАЛ» Управляющи компани» тулли мар яваплӑхлӑ общество, «Содружество авторов» продюсер центрӗ, «Concerto» РКА. Фестивалӗн йӗркелӳ комитетне В. Муравьев ертсе пырать, унӑн ҫумӗсем В.Беспалов тата С.Аршинов. Вӗсем фестивале йӗркелес ӗҫре нумай тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн пекех Ю.Зиганшинӑна, А.Березинские, С.Бальцера та палӑртса хӑвармалла.

Кӑҫал фестиваль 21-мӗш хут иртет. Вӑл ҫӗртмен 26-мӗшӗнче Хусантах пуҫланнӑ тесен те йӑнӑш пулмасть, мӗншӗн тесен «Маяковский. Желтая кофта» ресторан-клубра бард юррисен ҫӑлтӑрӗн А.Козловскин концерчӗ иртрӗ, ҫакӑнтах вӑл хӑйӗн ҫӗнӗ дискӗпе те паллаштарчӗ.

Малалла...

 

Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарпа Мускава ҫыхӑнтаракан ҫӗнӗ авиарейс уҫӑлчӗ. Як-40 самолёт Шупашкар — Мускав (Домодедово) — Шупашкар маршутпа вӗҫӗ. Рейса ҫак кунсенче тухма май пулӗ: ытларикун, юнкун тата кӗҫнерникун.

Авиарейса «Атӑл-Днепр» («Волга-Днепр») авиакомпани йӗркеленӗ.

 

Ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш шкулта 1988 ҫулта вӗренсе тухнӑ вӗренекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Малтанхи вӗренекенсем шкулпа паллашрӗҫ, хӑйсем ларнӑ классене курчӗҫ.

Кашнин хӑйӗн шӑпи — кам кунтах, хулара ӗҫлет, кам — ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтессине кайнӑ. Ҫапах та кашни пилӗк ҫул вӗсем пурте пухӑнаҫҫӗ, хыпарсем пӗлтереҫҫӗ. Тӗлпулӑва ҫӑвӑн пекех вӗсене вӗрентнӗ вӗрентӳҫӗсем те килчӗҫ — Кулясова В.А., Жидкова В.А., Титова Г.А., Ильина А.Г.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Патӑрьелти мӑшӑрлану керменӗнче паян 100-мӗш мӑшӑра ҫырӑнтарчӗҫ. Мӑшӑрланакан каччӑпа хӗр, Рахматуллин Динар Минтагировичпа Гусынкина Динара Викторовна, иккӗшӗ те Тутар Тимеш ялӗнчен.

Ашшӗ-амӑшӗсӗр пуҫне ҫӗнӗ мӑшӑра район администрацийӗнчен Надежда Маллина, Туҫа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Перепёлкин, районти хӗрарӑмсен Канашӗн пайташӗ Дильбер Гайнуллина саламларӗҫ.

Мӑшӑрлану уявӗ чаплӑ тутар ташшипе вӗҫленчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чурачӑкри тӗслӗх вулавӑшра ҫӑмрӑксене наркотиксенчен сыхлас енӗпе «Пурнӑҫа тивӗҫлӗ ирттер — накротиксене хирӗҫлекен ҫамрӑксем ҫумне тӑр» ятлӑ ятарлӑ каҫ иртрӗ.

Мероприятире ҫамрӑксем пӗр-пӗринпе «Наркочару» ятлӑ плакатсен ӑмӑртӑвне ирттерчӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсен «Юлташ накротикпа ан явӑҫтӑр тесе эп ӑна мӗн каланӑ?» ыйту ҫине хуравламалла пулчӗ. Ӑмӑртура вӑя та кӑтартма тиврӗ — ҫамрӑксем кире пуканне йӑтрӗҫ, отжимани турӗҫ.

Мероприяти «Тивӗҫлӗ пурнӑҫ» (Право на жизнь) фильм пӑхнипе вӗҫленчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫӗр ҫул ытла ӗнтӗ Ҫӗрпӳре ярмӑрккӑ иртет. Кашни ҫул вӑл утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлать. Кӑҫалхи ярмаркка 3-пе 6-мӗшӗ хушшинче ӗҫлӗ.

Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 16 сехетре пурте ярмаркка уҫнине кайса курма пултаратӑр! Сире «Хӗвелпе ҫӑлтӑрсем — ачасене!» концерт программи, «Эпӗ, эсӗ, вӑл — туслӑ пирӗн кил!» ҫемьери пултарулӑх фестивалӗ кӗтӗ. Иккӗмӗш кунне пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ирттерекен Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗнчене — мир, килӗшӳллӗ ҫемьене мухтав» ҫемьесен ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Спорта кӑмӑлакансем валли те тӗрлӗ ӑмӑртусем иртӗҫ — футбол, шашка, шахмат, кире спорчӗ, армреслинг, бокс. Ачасен те тунсӑхлама вӑхӑт пулмӗ — вӗсем валли те ятарлӑ программа хатӗрленӗ.

Виҫҫӗмӗш кунне те сире чылай мероприяти кӗтет. 10 сехетре халӑх ӑстисем хӑйсем ӑсталанӑ япалисемпе паллаштарӗҫ. Унтах вӗсене туянма май пулӗ. Ку вӑхӑтрах дзюдо, самбо кӗрешӗвӗсем пуҫланӗҫ, республикӑри волейбол спорчӗн уҫӑ турнирӗ уҫӑлӗ. 12 сехетре мотоспорт ӑмӑртӑвӗ пуҫланӗ.

Ку кун сире ҫӑвӑн пекех Ҫӗрпӳ районӗн «Кӗмӗл сасӑ» эстрада фестивалӗ кӗтӗ. Унсӑр пуҫне ярмӑрккӑна чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те килӗҫ, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.

Малалла...

 

Пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ — хаҫат вӑл хут кӑна мар, унта тӗрлӗ информаци те пур. «Тантӑшра» вара мӗн кӑна ҫук пулӗ? Кунта ача-пӑчапа яш-кӗрӗме кӑсӑклантаракан хыпарсем те (вӗсен хушшинче хӑйсем хайланӑсукерсем те), вӗсен пурнӑҫне ҫутатса пани те, ҫыравҫӑсем ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем те пур. Унсӑр пуҫне кунта тӗрлӗ пуҫватмӑшсем (мӗнли кӑна ҫук пулӗ?!) те чылай. Хаҫатра конкурссем те нумай ирттереҫҫӗ — чи лайӑх ӗҫсемпе унта паллашма май пур.

 

Енчен те эсир ку хаҫата ҫырӑнас шухӑш ҫуралчӗ пулсан ҫапла ҫырӑнма майсем пур:

* Почта урлӑ: хакӗ — 141 тенкӗ те 78 пус (Чӑваш Енри индекс — 54802, тулашра — 11466);

* «Чӑвашпичет» УАО киоскӗсем урлӑ: хакӗ —

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ (кунти информаци кивелнӗ. Хаксене хаҫатран илнӗ)

 

Страницӑсем: 1 ... 3820, 3821, 3822, 3823, 3824, 3825, 3826, 3827, 3828, 3829, [3830], 3831, 3832, 3833, 3834, 3835, 3836, 3837, 3838, 3839, 3840, ... 3874
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 17

1910
115
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
100
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
75
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
64
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
51
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...