Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Арайкасси

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ку инекек те шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑран пулнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Арайкасси ялӗнче 43 ҫулти арҫын путса вилнӗ.

Арҫын утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 21 сехет те 20 минутра пӗвере шыва кӗнӗ те путма пуҫланӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Унӑн виллине пӗртӑванӗ ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Палӑртмалла: республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 16 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 5-шӗ - ачасем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Ял пурнӑҫӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнче ватӑсене 90 е ытларах ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫей Президенчӗ ячӗпе саламлассине лайӑх йӗркеленӗ. Юбилярсене Кремльти ҫырӑва ҫитерсе парас тӗлӗшпе ытларах чухне район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Вера Ярабаева, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсем ҫитеҫҫӗ. Ватӑсен пурнӑҫӗпе интересленеҫҫӗ, уявпа саламласа асӑнмалӑх парнесем параҫҫӗ.

Ҫак кунсенче 90 ҫул тултарнӑ ятпа янӑ Владимр Путинӑн саламне Хурапыр ялӗнче пурӑнакан Анастасия Горланова патне ҫитернӗ, Калкасси ялӗнче пурӑнакан Анна Максимовна Ярадаева вара хӑйӗн 95 ҫулхи юбилейне кӗтсе илнӗ. Штанаш ял тӑрӑхӗнчи Арайкассинче пурӑнакан Елена Ильинична Росскова та 90 ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫей Президентӗнчен, Владимир Путинран, саламлӑ Ҫыру илнӗ.

Салама район администраци пуҫлӑхӗ, районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ тата Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ерофеева ҫитерсе юбиляра саламланӑ. Елена Росскова хальхи вӑхӑтра ывӑлӗпе, кинӗпе килӗштерсе пурӑнать, мӑнукӗсене пӑхма пулӑшнӑ, ачисемпе мӑнукӗсем ӑна манмаҫҫӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 23

1931
95
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи