Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: 90 ҫул тултарнӑ ятпа 95 ҫулти кӳршӗ те саламланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 20.02.2014 00:08 | 1337 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнче ватӑсене 90 е ытларах ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫей Президенчӗ ячӗпе саламлассине лайӑх йӗркеленӗ. Юбилярсене Кремльти ҫырӑва ҫитерсе парас тӗлӗшпе ытларах чухне район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Вера Ярабаева, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсем ҫитеҫҫӗ. Ватӑсен пурнӑҫӗпе интересленеҫҫӗ, уявпа саламласа асӑнмалӑх парнесем параҫҫӗ.

Ҫак кунсенче 90 ҫул тултарнӑ ятпа янӑ Владимр Путинӑн саламне Хурапыр ялӗнче пурӑнакан Анастасия Горланова патне ҫитернӗ, Калкасси ялӗнче пурӑнакан Анна Максимовна Ярадаева вара хӑйӗн 95 ҫулхи юбилейне кӗтсе илнӗ. Штанаш ял тӑрӑхӗнчи Арайкассинче пурӑнакан Елена Ильинична Росскова та 90 ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫей Президентӗнчен, Владимир Путинран, саламлӑ Ҫыру илнӗ.

Салама район администраци пуҫлӑхӗ, районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ тата Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ерофеева ҫитерсе юбиляра саламланӑ. Елена Росскова хальхи вӑхӑтра ывӑлӗпе, кинӗпе килӗштерсе пурӑнать, мӑнукӗсене пӑхма пулӑшнӑ, ачисемпе мӑнукӗсем ӑна манмаҫҫӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе колхозра тӑрӑшнӑ, вӑрҫӑ нушисене тӳссе ирттернӗ. Юбиляра саламлама унӑн кӳрши — ҫывӑх юлташӗ, ҫулла 95 ҫул тултаракан Александра Ильинична Алексеева та килнӗ. Елена Росскова ҫине пӑхсан вӑл 90 ҫул тултарнине пачах та ӗненес килменни пирки каланӑ: «Кашни кунпа савӑнса пурӑнмалла, шӳтлеме те пӗлмелле, тараватлӑх пирки манмалла мар, ырӑ малашлӑха шанмалла» — тенӗ вӑл йӑл кулса.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #юбилейсем, #Хурапыр, #Калкасси, #Арайкасси, #Шнатан ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем