Чакаҫ (чӑв. Чагаси) — Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи ял. Чакаҫ ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ. Шупашкара ҫитме 94 км, район центрне Канаш хулине ҫитме — 10 км, чукун ҫул станцине ҫитме — 10 км.
Географи
Ял Чӑваш Республикин Канаш районӗнче вырнаҫнӑ.
Истори
XVI–XVII ӗмӗрсенче Хусан уесӗнчи Арча даругинчен куҫса килнӗ ҫынсем никӗсленӗ. Историри ячӗсем: Янгильдина, Чагасы тож; Янгильдина-Чагасы; Чагаси (Изянгильдино). Ял ҫыннисем 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, вӑрман касассипе тата хӑма ҫурассипе аппаланнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче шыв, ҫил тата лаша арманӗсем ӗҫленӗ. 1930 ҫулта «Чагась» колхоз йӗркеленнӗ.
Администраци пайӗпе XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен ял Ҫӗрпӳ уесӗнчи Ҫӗнӗ Мами вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫултанпа Канаш районне кӗрет.
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗн улшӑнӑвӗ:
- 1795 ҫул — 20 кил, 58 арҫын, 36 хӗрарӑм;
- 1858 ҫул — 86 арҫын, 105 хӗрарӑм;
- 1897 ҫул — 164 арҫын, 166 хӗрарӑм;
- 1906 ҫул — 81 кил, 203 арҫын, 196 хӗрарӑм;
- 1926 ҫул — 111 кил, 271 арҫын, 288 хӗрарӑм;
- 1939 ҫул — 222 арҫын, 254 хӗрарӑм;
- 1979 ҫул — 419 арҫын, 460 хӗрарӑм;
- 2002 ҫул — 238 кил, 766 ҫын (382 арҫын, 384 хӗрарӑм);
- 2010 ҫул — 236 уйрӑм кил хуҫалӑхӗ, 755 ҫын (370 арҫын, 385 хӗрарӑм).
Чӑвашсем, вырӑссем тата ытти наци ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ.
Инфраструктура
Ялта шкул, ача пахчи, фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш, ҫыхӑну тата сбербанк уйрӑмӗсем, виҫӗ спорт лапамӗ, икӗ лавкка пур.
Экономика
2010 ҫулта «Канаш» ТМЯП ӗҫленӗ.
Паллӑ ҫынсем
- Атласкин Алексей Леонидович (1977 ҫ.ҫ.), преподаватель, кире пуканӗн спорчӗпе спорт мастерӗ.
- Атласкин Андрей Леонидович (1979 ҫ.ҫ.), кире пуканӗн спорчӗпе спорт мастерӗ (1996) тата Раҫҫейӗн тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗ (2002).
- Ахазов Захар Аркадьевич (1912 — 1997), ял хуҫалӑх производствине йӗркелекенӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.
- Ахазов Тимофей Аркадьевич (1907 — 1979), патшалӑх тата парти ӗҫченӗ.
- Васильев Дмитрий Владимирович (1984 ҫ.ҫ.), кире пуканӗн спорчӗпе спорт мастерӗ (2002) тата Раҫҫейӗн тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗ (2003), вӗрентекен.
- Ильин Фёдор Гаврилович (1916 — 1987), педагог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
- Михайлов Алексей Михайлович (1932 — 2008), ял хуҫалӑх производствине йӗркелекенӗ.
- Михайлов Владимир Алексеевич (1962 ҫ.ҫ.), ШӖМ полковникӗ.
- Николаев Петр Николаевич (1931 — 1989), ял хуҫалӑх производствин передовикӗ.
- Обаськин Владислав Алексеевич (1978 — 1998), водитель, Афган вӑрҫине хутшӑннӑскер.
- Павлова Анна Павловна (1934 ҫ.ҫ.), медицина ӗҫченӗ.
- Порфирьева Антонина Порфирьевна (1921 ҫ.ҫ.), колхоз ӗҫченӗ.
- Серов Петр Яковлевич (1919 — 1988), СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен полковникӗ.
- Тимофеев Владимир Петрович (1970 ҫ.ҫ.), спортсмен, ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫейӗн спорт мастерӗ, чупассипе Чӑваш Ен чемпионӗ.
- Трофимов Виталий Николаевич (1950 ҫ.ҫ.), механизатор.
- Чернов Александр Вячеславович (1987 ҫ.ҫ.), кире пуканӗн спорчӗпе спорт мастерӗ.
- Яковлев Иван Филиппович (1938 — 2012), механизатор.