Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Комплекса уҫнӑ самант
Комплекса уҫнӑ самант

Республика кунӗ ҫитсе пынӑ май уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисем пуҫланчӗҫ те ӗнтӗ. Ак, ӗнерех, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, Комсомольски ялӗнче пӗри иртрӗ — кунта «Кӗтне» вӑй-хал культурипе спорт комплексне уҫрӗҫ. Халӑх кӗтнӗ ҫурт алӑкӗ малашне уҫӑ пулӗ.

Чаплӑ уява Чӑваш Ен элтеперӗ Михаил Васильевич Игнатьев та хутшӑнчӗ — сӑмах каланӑ хыҫҫӑн комплекс директорне Тихонов Евгений Аркадьевича «Газель» машинӑн ҫӗраҫҫине парнелерӗ.

Мероприяти концертпа вӗҫленчӗ.

Асилтеретпӗр: Республика кунне халалланӑ мероприятисем кӑҫал ытларах Шупашкарта тата Ҫӗрпӳре иртӗҫ.

 

Сӑнсем

 

ҪӖР
22

Пукане уявӗ
 Галина Зотова | 22.06.2011 09:11 |

Уявра
Уявра

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Вырӑсушкӑнь ялӗнче ҫулленех Пукане уявӗ ирттереҫҫӗ. Ку яла 19-мӗш ӗмӗрте Чӗмпӗр кӗпӗрнинчен куҫса килнӗ Власов хушаматлӑ вырӑссем пуҫарса янӑ.

Пукане уявӗ ҫимӗк хыҫҫӑн тепӗр эрнерен килет.

Пукане уявне ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ халӑх йышлӑн пуҫтарӑнать.

Ирхине ялти ҫамрӑксем ҫывӑхри вӑрмана кайса тӗрлӗ чечек -курӑкран этемрен пысӑк Пукане ӑсталаҫҫӗ, ӑна юрӑпа яла илсе килеҫҫӗ, сарая хураҫҫӗ. Кӑнтӑр иртсен Пуканене ятарлӑ вырӑна вырнаҫтарса лартаҫҫӗ. Ватӑсем юрӑ юрласа уяв пуҫлаҫҫӗ. Юрланӑ-савӑннӑ хыҫҫӑн Пуканене ялти усал-тӗселе уя хӑваласа яма уя йӑтса тухаҫҫӗ. Ӑна яшсем саламатпа сыхлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен халӑх ял хушшинче Пуканерен татса илме пултарнӑ курӑк асамлӑ тесе ӗненет, ӑна мӗнле те пулин чӗпӗтсе илме тӑрӑшать. Ялтан тухсан Пуканене ирӗккӗнех валеҫсе параҫҫӗ. Халӑх курӑка тепӗр Пукане уявӗччен упрама тӑрӑшать, вӑл кил таврашӗнче пулӑшса пынине ӗненет.

Хыҫҫӑн тӑвансем сӗтел хушшине ларса уява малалла тӑсаҫҫӗ.

Малалла...

 

Чебанов Анатолий Сафровнович
Чебанов Анатолий Сафровнович

Ӗнер, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен «Праски инке хӗр парать» камит авторӗ Чебанов Анатолий Сафровнович уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министерстви сайчӗ пӗлтерет.

Анатолий Сафронович Чебанов 1937 ҫулхи нарӑсан 3-мӗшӗнче Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗнчи Чӑнлӑ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам шкул хыҫҫӑн ял хуҫалӑх механикне вӗреннӗ. Ҫурҫӗр Казахстанра ҫерем ҫӗрсем уҫнӑ.

А.Чебанов ҫамрӑклах клуб сценине хапӑл тунӑ. Пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ чухнех вӑл А.Кӑлканӑн «Анисса» драминче вылянӑ, каярахпа хӑй те пьесӑсем ҫырма пикеннӗ. «Праски инке хӗр парать», «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» камитсене халӑх уйрӑмах юратать. Анатолий Чебанов ҫырнӑ пӗр пайлӑ пьесӑсем «Укӑлча умӗнче», «Ниме», «Вӗлтрен кайӑкӗ», «Хӑтасем», «Шӑпа панӑ телей» Чӑваш ен телевиденийӗпе кӑтартма тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Малалла...

 

Акатуйра. Захаровсен сӑнӗ
Акатуйра. Захаровсен сӑнӗ

Шӑматкун, ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, Лапсар ял тӑрӑхӗнче черетлӗ Акатуй иртрӗ. Кӑҫал ӑна Ассакасси ялӗнче уявларӗҫ. Уяв яланхи пекех ҫӑкӑр-тӑвартан, Акатуй юрринчен пуҫланчӗ.

Лапсар ял тарӑхӗн пуҫлӑхӗ Захаров Дмитрий Иванович хӑй сӑмахӗнче салам сӑмахӗсем каланӑ хыҫҫӑн ку тӑрӑхри ӗҫсем пирки кӗскен каласа пачӗ. Районтан ятарласа чӗннӗ хӑнасем те сӑмах тухса каларӗҫ: Шупашкар районӗн экономика тата пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен начальникӗ Зоя Леонидовна Маслова, Шупашкар районӗнчи РФ пенси фончӗн управленийӗн начальникӗ Алевтина Михайловна Исаева.

Ял тӑрӑхӗ парнесем нумай хатӗрленӗччӗ, алла яхӑн — пӗр сӗтел йышӑнатчӗҫ. Кашни тивӗҫлӗ ҫынна тупрӗ, кӑмӑлӗсене хӑпартрӗ. Парнесемпе чи лайӑх харпӑр хуҫалӑхсене тытса пыракансене, чи хӑтлисене, чи чаплӑ фермер хуҫалӑхӗсене тивӗҫтерчӗҫ. Общество ӗҫне хасатар хутшӑнакансене та манмарӗҫ — пурте парнеллӗ пулчӗҫ. Хисеп хучӗсемпе те вӗсене чысларӗҫ.

Юрӑпа-ташӑпа савӑнтаракансем пӗлтӗрхи пекех чылайӑнччӗ.

Малалла...

 

Ҫӗпрелсен Акатуйӗнче
Ҫӗпрелсен Акатуйӗнче

Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчи чӑвашсем район шайӗнчи Акатуя ҫулталӑк каялла кӑна паллӑ тума тытӑннӑ пулсан та ӳсӗм сисӗнет. Район ертӳҫисем ку ӗҫе ырланӑ, чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан ял хутлӑхӗсем хаваспах пулӑшма килӗшнӗ. Ҫапла пӗрлехи ӗҫ тытӑнсан никамӑн та айккинче тӑрса юласси килмен.

Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Шадриков сӑмахӗсемпе, Акатуй ирттерессине пӗлсен ҫынсем хӑйсем шӑнкӑравласа пулӑшу сӗнни питӗ хавхалантарнӑ. Ял хутлӑхӗсен пуҫлӑхӗсем сцена хатӗрлес, шалчасем чутлас ҫӗре хутшӑннӑ. Каярах вӗсем хӑйсен ӗҫӗпе мӑнаҫланнине курма питӗ кӑмӑллӑччӗ. Акатуй пек уявсем яла тирпей кӳреҫҫӗ.

Кӑҫал хӑнасене Хулаҫырми йышӑнчӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем пӗлтӗрхинчен те ытларахчӗ. Паллӑ строитель, Шупашкарта пурӑнакан Тутарстан чӑвашӗсен «Пӑлхар» ентешлӗхӗн пуҫлӑхӗ Николай Угаслов тӑрӑшнипе ҫӗпрелсен Акатуйӗ ҫӳллерех картлашка ҫине хӑпарма пултарчӗ. Чӑвашлӑха аталантарас енӗпе ҫак ҫын нумайӑшӗшӗн паянхи кун тӗслӗх пулса тӑрать.

Акатуй хӑй йӗркипе иртрӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/3843.html
 

Ҫӑнӑх авӑртнӑ самант, Светлана Садыкова сӑнӗ
Ҫӑнӑх авӑртнӑ самант, Светлана Садыкова сӑнӗ

«Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Пӑва районӗнчи Элшелте халӑх тырра хӑйех авӑртать — ҫутӑпа ӗҫлекен армана лавккаран туяннӑ та килтех ним мар ҫӑнӑх туса хураҫҫӗ. Унччен кӳршӗ ялсене ҫӳренӗ — тырӑ тиесе темиҫе ҫухрӑм таран кайма тивнӗ.

Петр Тихоновпа Михаил Петруськин каласа панипе хальхи арманҫӑн ӗҫӗ кӑткӑс мар — пӗр витре тырӑ яр та ҫӑнӑх тухасса ҫеҫ кӗтсе тӑр. Арманӗ хӑватлӑ пулсан ку ӗҫ пӗрре те вӑраха тӑлӑлмасть иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/3857.html
 

Шорккари юпа. Н. Плотников сӑнӗ
Шорккари юпа. Н. Плотников сӑнӗ

Паян, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Шорккара паллӑ таврапӗлӳҫӗ Павел Трифонов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ял кунӗ иртрӗ.

Уяв программинче яла никӗслекенсене асӑнса юпа лартни (Станислав Еткер хатӗрленӗ), П.Т. Трофимова чыслани, «Всегда вперед, всегда в пути» кӗнеке хӑтлавӗ, районти халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗсен концерчӗ пулчӗ. Мероприятие Павлова Маргарита Яковлевна (Шупашкар районӗн социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ), Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильин Юрий Васильевич, ял хастарӗ Виноградов Валерий Фадеевич (юпа лартма укҫине вӑл панӑ), тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Хӑнасем хушшинче Евгений Ерагин (Ешентей), шӗпсутҫӑсем, усламҫӑсем пулчӗҫ — вӗсене пурне (ҫав шутра пултарулӑх ушкӑнӗсене те) те ял халӑхӗ техӗмлӗ шӳрпепе хӑналарӗ.

Ял уявӗ концертпа вӗҫленчӗ.

 

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, «Чӑваш ҫырулӑхӗ: иртнипе хальхи» ятпа тӗнчери ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Е.И. Рожанский ҫуралнӑранпа 270 ҫул, В.П. Вишневский ҫуралнӑранпа 175 ҫул тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ йӗркеленӗренпе 140 ҫул ҫитнине халалласа хатӗрленӗ.

Конференцие институт дирекорӗ Исаев Юрий Николаевич уҫрӗ. Пленарлӑ ларура (вӑл 10 сехетре пуҫланчӗ) Родионов Виталий Григорьевич (тӗп шухӑшӗ: Вишневскийпе Рожанскийсем пулмасан пирӗн ҫак ҫӗнӗ ҫыруллӑх та пулмӗччӗ, вӗсен тӳпине те шута илмелле), Егоров Николай Иванович тата Мукина Ираида Васильевна доклад каларӗҫ. Николай Иванович хӑйӗн сӑмахӗнче карт ҫырулӑхӗ пирки каласа пачӗ — унӑн тӗсӗсем, аталанӑвӗ, ыйтӑвӗсем.

Малалла...

 

Чӑваш литературин электронлӑ вулавӑшӗнче паянтан 5 пин ытла хайлав вырнаҫнӑ! Малтанхи ҫитӗнӳ, 4 пинпе танлашни, 7 уйӑх каялла, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗччӗ. Ҫӗнӗрен кӗртнӗ кӗнекесен илес пулсан ҫаксене асӑнса хӑвармалла: Альбина Мышкинӑн «Атте пилӗ», Виталий Енӗшӗн «Чи пӗчӗк патшалӑхӗ», Денис Гордеевӑн «Хӗрес хывнӑ хӗвелӗ», Ҫемен Элкерӗн «Хӗн-хур айӗнче» сӑвӑлласа ҫырнӑ повеҫӗ, Тихӑн Петӗрккин «Ҫил-тӑвӑлӗпе» «Кушкӑ ачийӗ», Александр Алкан «Хӗҫпе ҫурли», Влас Иванов-Пайменӗн «Кӗперӗ», Георгий Красновӑн «Хӗрлӗ тюльпанӗ», Трубина Мархвин «Хӗллехи каҫсенче» калавсемпе повеҫсен пуххийӗ, Иван Салампекӗн «Пирвайхи юратӑвӗ», Александр Талвирӑн «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫӗ тата ыттисем.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lib.chuvash.org
 

Тунтикун, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Пермь хулинче регионсен «Раҫҫей хулкканӗ — 2011» телекуравпа радиокӑларӑмӗсен ҫарпа патриотизм фестивальне пӗтӗмлетнӗ — «Чӑваш Ен» Гостелерадиокомпани хатӗрленӗ «Солдат Терентий Дверенин» (Терентий Дверенин салтак) фильма Аталҫи федераллӑ округри Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн тулли представителӗ Григорий Рапота дипломпа палӑртрӗ. Кун пирки cap.ru сайт хыпарлать.

Фестивале пурӗ виҫҫӗр ытла ӗҫ ярса панӑ, вӗсенчен аллӑшне финала суйланӑ. «Россия 1» телеканалӑн ятарлӑ корреспонденчӗ Александр Сладков пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫсен пахалӑхӗ ҫулран ҫул лайӑхланса пырать. Журналистсем хайлав сюжечӗсене кӑсӑклӑн уҫса пама тӑрӑшни сисӗнни пирки те вӑл каларӗ.

«Чувашия» икӗ ӗҫ тӑратнӑччӗ. Пӗрремӗшне Руслан Желудкин ФХХ (ФСБ) подполковника халалласа ӳкернӗ — пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл хӗҫ-пӑшаллӑ хурахсен йӗрне тупнӑ пулнӑ. Информацие тепӗр хут тӗрӗслес тесе кайнӑ, анчах лешсен аллине ҫакланнӑ. Аманса пӗтнӗ кӗлеткине темиҫе кунран асӑрханӑ. Иккӗмӗш ӗҫ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 93 ҫулхи Терентий Дверенин пирки каласа пырать. Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветеран ватлӑхра хӑйне валли йӑпанӑҫ тупнӑ — пуканесем ӑсталать.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3830, 3831, 3832, 3833, 3834, 3835, 3836, 3837, 3838, 3839, [3840], 3841, 3842, 3843, 3844, 3845, 3846, 3847, 3848, 3849, 3850, ... 3980
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 10

1903
122
Хумма Ҫеменӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...