Хӗрлӗ Чутай районӗнче сывӑ пурнӑҫ йӗркине халалласа акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗсем районти 5-6-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче интеллектуаллӑ марафон ирттерчӗҫ. Марафона Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулӗн виҫӗ ушкӑнӗ, Питӗркасси тата Атнар вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсем, Шулю, Тури Ҫӗрпӳкасси тата Штанаш тулли мар вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсем хутшӑнчӗҫ.
Программӑна Наталия Артемьева ертсе пычӗ. Командӑсем пухӑннисене хӑйсемпе акӑлчан чӗлхипе паллаштарчӗҫ. Унтан кашни команда спорт тата сывӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ вӑйӑсенче тупӑшрӗ: Олимпиада символӗн пилӗк ункине парӑнтарма сӑвӑ калама, физкультура тума та тӗрлӗ конкурссем витӗр тухма тиврӗ ачасен.
Хӗрлӗ Чутайри 5-мӗш класра вӗренекенсем «Тухтӑр сӗнӗвӗсем» сценка лартса пачӗҫ, витаминсемпе паллаштарчӗҫ. 11-мӗшӗнчи Анжела Патьянова, Любовь Катюкова тата Юлия Инжебейкина хаваслӑ кӗвӗпе пухӑннисене ташлаттарчӗҫ. Командӑсенчи вӗренекенсем марафонта хӑйсем акӑлчан чӗлхине лайӑх пӗлнине кӑтартса пачӗҫ.