Чӑваш чӗлхин пултаруллӑ тӗпчевҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ И.П.Павлов (1928 — 2002) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ. Вӑл хӑй хыҫҫӑн 200 ытла тӗпчев ӗҫӗ хӑварнӑ. 1965 ҫулта пичетрен тухнӑ «Хальхи чӑваш литература чӗлхи» монографи тӑван чӗлхемӗр пирки ҫырнӑ чи тӗплӗ тӗпчев шутланать. Унтанпа 40 ҫул иртрӗ пулин те, ҫак классикӑлла хайлава ҫитекенни пулмарӗ. Пирӗн шкулсенче чӑваш чӗлхине 40 ҫула яхӑн Иван Павловӑн учебникӗсемпе вӗреннӗ, вӗсем пурӗ 30 кӑларӑмпа тухнӑ. 50-мӗш тата 80-мӗш ҫулсенче Иван Павлович хальхи Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пайне ертсе пынӑ. Чӑвашсен мухтавлӑ ывӑлне, сумлӑ тӗпчевҫе халалласа унӑн тӑван ҫӗршывӗнче — Чӑваш Республикинчи Элӗк районӗнче — ӑслӑлӑхпа парктика конференцийӗ иртрӗ. Ун ӗҫне ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин элчи Инесса Ядранская, районти вӗренӳ пуҫлӑхӗсем, гуманитари институчӗпе Чӑваш университечӗн ӑсчахӗсем, Элӗк вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ. Владимир Иванов, Николай Егоров, Виталий Родионов профессорсем уява хӑт кӗртрӗҫ. | ||
Чулхула облаҫӗнчи Урен районӗнче ҫӗнӗ АЭС туса лартасшӑн. Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Урен районӗн земство пухӑвӗн депутачӗсем ку ыйтӑва татса панӑ — атомлӑ электростанцине вырнаҫтарма килӗшнӗ. Ку пӗрремӗш тапхӑр кӑна-ха. Малалла область пуҫлӑхӗсем «Росатом» ПК-па килӗшӳ пусма хатӗрленеҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн энергетика тӗлӗшӗпе тӗп аталанӑвӗн планӗ тӑрӑх Чулхула облаҫӗнче 2020 ҫулччен икӗ объект хӑпартмалла — пӗри АЭС, тепри — пӑспа газ электроцентралӗ. Унӑн хӑвачӗ 900 МВт. АЭС хӑвачӗ — 2400 МВт, вӑл икӗ блокран тӑрӗ. Малашне, вӑхӑт ыйтсан, ӑна ӳстерме те пулӗ. Электростанцине 2016 ҫул тӗлне туса лартма палӑртаҫҫӗ, 2020 ҫул тӗлне вара хута ярасшӑн.
| ||
Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗ. 8 сехет ирхине. Юханшыв портӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Тӗллевӗ пӗрре — паян Мари республикин Юрино салинче вырнаҫнӑ Шерементьев графӑн керменне ҫитсе курасси. Акӑ, 9 сехетре ушкӑн «Москва» пӑрахут ҫине ларса ҫула тухать. Ӑмӑр ҫанталӑк ҫуталнӑн туйӑнать экскурсие пуҫтарӑннисене. Ҫула тухни тӑватӑ сехетрен аякранах илемлӗ кермен курӑнса каять. Ҫак вырӑна 1812 ҫулта отставкӑри генерал Василий Сергеевич Шерементьев туянать, кермене вара 1880 ҫулта лартма пуҫланӑ. Нумай укҫа-тенкӗ тӑкакласа ҫӗкленӗ кермен паян Атӑл тӑрӑхӗнчи пӗртен-пӗр замок шутланать, ӑна патшалӑх шучӗпе упраса тӑраҫҫӗ. Шел пулин те, совет саманинче ҫаратса пӗтернӗ кермене паян туллин реставрацилеймен-ха. Кунта пулса курни ЧФКФ ӗҫченӗсене питӗ кӑмӑла кайрӗ. | ||
СаламлаҫҫӗФакультет ӗҫченӗсем Геннадий Яковлевич Хлебников профессора ҫывхарса килекен ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлаҫҫӗ. Сирӗн наука, воспитани тата вӗрентӳ енӗпе тунӑ ӗҫсем яланах пирӗншӗн тӗслӗх вырӑнӗнче шутланса тӑраҫҫӗ, ӑслӑлӑхра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума пулӑшаҫҫӗ. Кафедра ӗҫченӗсем сире яланах ӗҫтешсем пек хисеплеҫҫӗ, аслӑ вӗрентекен вырӑнне хураҫҫӗ. Ырлӑх-сывлӑх сире, вӗренекенсен тата ачӑрсен пархатарлӑхӗ, чӑваш сурпанӗ пек вӑрӑм кун-ҫул. | ||
«Раҫҫей пенсионерӗсен пӗрлӗхӗн» вырӑнти уйрӑмӗпе районти Раҫҫей пенси фончӗ Вӑрнар районӗнче «Аслисене чыс та мухтав» уйӑхлӑх пуҫланнӑ. Ҫавна май социаллӑ ӗҫченсемпе тухтӑрсем, шкул ачисемпе культура ӗҫченӗсем, ял тӑрӑхӗн администрацийӗсем — пурте ватӑ ҫынсене пулӑшакан тӗрлӗ мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ, ирттереҫҫӗ. Сӑмахран, «Асаннепе асатте урокӗсем» ӑмӑртӑвӑн район пайне ирттерме палӑртнӑ. Авӑнӑн 25-мӗшӗнче районти тӗп вулавӑшра ватӑ ҫынсене компьютерпа ӗҫлеме вӗрентме тытӑнӗҫ. Культура керменӗсемпе ял клубӗсенче «Ылттӑн ҫулсем» ятлӑ мероприятисем ирттерме палӑртнӑ — вӗсенче халӑх 50 ҫул ытла пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсемпе паллашӗ.
Ваттисен кунне уявлама та хатӗрленеҫҫӗ — вӑл кун та ҫитсех пырать.
| ||
Ҫул вӑл — ҫур пурнӑҫ, — теҫҫӗ халӑхра. Сахал нушаланнӑ-и вӑрманлӑ Карапай Шӑмӑршӑялӗн ҫыннисем пылчӑклӑ-путлӑхлӑ ҫулсемпе ҫӳресе? Ҫавӑнпа та вӗсем Чӑваш Республикин Президенчӗн ҫулсем тӑвасси пирки йышӑннӑ программине ырласа кӗтсе илчӗҫ. Шел пулин те, кашни ял урамнех ҫул сарма хальлӗхе укҫа-тенкӗ тивӗҫмест, ҫавӑнпа та ҫынсен хӑйсен пуҫарулӑхӗ те кирлӗ. Акӑ, Калинин урамӗнче пурӑнакан Э.Старшов ҫул тӑвасси пирки «Слава» фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫипе А.Денисовпа калаҫса пӑхнӑ. Александр Васильевич пӗр пӑркаланмасӑрах техника уйӑрса пама килӗшнӗ. Пӗр техника кӑна та мар, иккӗ — экскаватор тата КамАЗ автомашина. Унччен пылчӑк ҫӑрӑлакан урамра кӗске вӑхӑтрах ҫӗр хӑпартрӗҫ, хӑйӑр тата вак чул сарса тухрӗҫ. Экскаваторпа ӗҫлекен А.Столяров, КамАЗ водителӗ Г.Никитин пысӑк хастарлӑх кӑтартрӗҫ. Ял ҫыннисем те тӑрӑшуллӑ пулчӗҫ, 50 метр тӑршшӗ ҫула тума ватти-вӗтти хутшӑнчӗ. «Халӑх сурать — кӳлӗ пулать», — теҫҫӗ халӑхра. Халиччен Калинин урамне тракторпа ҫеҫ кӗрсе тухма май пулнӑ пулсан, паян ҫӑмӑл автомашинӑпах ҫӳреме пулать. Турӑ пулӑшсан, хӑйсем тӑрӑшсан, тен, ҫитес ҫулсенче асфальт та сарӗҫ-ха. | ||
К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем кӑҫал пӗтмен-ха. Акӑ шкул ачисен те ку ӑмӑртӑва хутшӑнма вӑхӑт ҫитрӗ. Сӑмахран, Шӑмӑршӑ районӗнчи 9-11 класа ҫӳрекен шкул ачисем пикенсех «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен…» конкурс валли сочинени ҫырма ларнӑ. Район шайӗнчи чи лайӑх 3 ӗҫ каярах республика шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнӗҫ.
Пирӗн сайт вӗсене ӑнӑҫу сунать
| ||
Юлташсем, авӑнӑн 30-мӗшӗнче «Янташ» эстрада ушкӑн сире Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртекен савӑнӑҫлӑ концерта йыхравлать!
Билетсене кассӑра тата ҫак телефонпа туянма пултаратӑр: 8-919-650-42-93. | ||
Пӗлӳ кунӗ — савӑнӑҫлӑ та пӑлхавлӑ уяв. Уйрӑмах аслӑ шкулӑн пусми ҫинче пирвайхи утӑмсем тӑвакан яш-кӗрӗмшӗн. Алла студент билечӗ тытасси, „студент” ятне илсе пултаруллӑ ҫамрӑксен ретне тӑрасси — яланлӑхах асра юлакан пӑлхавлӑ самант. Чӑваш Патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗшӗн те авӑнӑн 1-мӗшӗ — хаваслӑ уяв. Ҫак кун факультетӑн туслӑ ҫемьи — вӗрентекенсемпе студентсем — кӑҫалхи пӗрремӗш курссене чысласа саламлама пухӑнчӗҫ. Уява факультет деканӗ, филологи наукисен докторӗ В.Г. Родионов уҫрӗ, „пӗрремӗшсене” саламласа ҫирӗп вӑй-хӑват, чӑтӑмлӑх сунчӗ, тӑрӑшса пӗлӳ пухма сӗнчӗ. Декан саламӗпе хавхаланнӑ вӗрентекенсем те пӗр-пӗрин хыҫҫӑн тин-тин „пиҫсе тухнӑ” студентсене ырӑ сӑмахсем, кирлӗ сӗнӳсем пама тытӑнчӗҫ: вӗренӳре те, пур ӗҫре те ҫирӗп те вашават, хастар пулма хушрӗҫ, аслӑ курссене питех итлеме сӗнмерӗҫ. Вӗсем тӑрӑхласа „шӑн пӑр ҫине” те лартса яма пултараҫҫӗ иккен… Студентсем тесен, уяв вӑхӑтӗнчне вӗсене те сӑмах пачӗҫ аслисем. | ||
Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Мускавра «Чӑваш дискотекисен» ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлать! Ҫамрӑксем, тринкки-транкки сиккелеме юратакансем, савӑнма та кулма кӑмӑллакансем! Сире пурне те «SOVA» каҫхи клуба йыхравлатпӑр! Тахҫантанпах чӑвашла ташламан, чӑваш юррине итлемен пулӗ. Килсе курӑр, аллӑрсемпе урӑрсене хуҫлаткаласа илӗр!
Пуҫламӑшӗ 18 сехетре. Клуб адресӗ ҫапла: Мускав хули, Симӗс проспект, 8/1 (Перово метрора тухмалла).
18 сехетпе 22 сехет ҫурӑччен чӑваш дискотеки иртӗ, савӑнӑҫ каҫне чӑваш артисчӗсем те хутшӑнӗҫ — Сергей Павловпа «D&K Dance» ташӑ ушкӑнӗ пулӗ.
Каччӑсен 200 тенкӗ, хӗрсен 150 тенкӗ тӳлесе кӗме тивӗ — укҫӑрсене манса ан хӑварӑр!
//тепӗр кунне дискотека епле иртни ҫинчен каласа парсан пире те хаваслӑ пулӗ :) | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |