Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Серафима Захаровна 100 ҫула ҫитрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.02.2012 18:48 | 1526 хут пӑхнӑ

Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Лаш Таяпари (Елчӗк районӗ) Аслӑ урамра пурӑнакан Кондратьевсен уяв пулчӗ. Кил хуҫи Серафима Захаровна 100 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ.

Пӳрт тулли тӑван-пӗлӗш пуҫтарӑнчӗ кунта. Ҫерем аппан тӑватӑ ывӑлӗ тата икӗ хӗрӗ ачисемпе мӑнукӗсемпе килсен ларма та вырӑн пулмарӗ. Пурӗ 52 мӑнук — ҫав шутра мӑнукӗсен ачисем те! Чӑннипе те пуян Ҫерем аппа. Вӑл хӑй те нумай ачаллӑ ҫемьере ҫурлса ӳснӗ: тӑххӑрӑн пӗр тӑван пулнӑ. Ял ачипе Николай Ивановичпа вӑл ҫемье ҫавӑрнӑ. Упӑшки салтака кайсан 3 ачипе тӑрса юлнӑ. 1944 ҫулта Миккуль вӑрҫӑ хирӗнчен аманса килнӗ, суранӗсем тӳрленейменнипе урине кастарнӑ. Миккуль колхозра аслӑ конюхра ӗҫленӗ. Вӑл виҫ урапаллӑ велосипедпа, машинпа ҫӳренӗ. Кондратьевсен ҫемье йышӗ те пысӑкланнӑ: тепӗр 5 ача ҫуралнӑ, шел те, вӗсенчен иккӗшӗ каярах вилнӗ.

Мӑшӑрӗ 1958 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Ҫерем аппа кӗҫӗн ывӑлӗн Валерийӗн ҫемйипе пӗрле пурӑнать. Паянхи кун тӗлне вӑл пульницара выртса курман тесен те юрать. Пӗрре ҫеҫ, ун чухне те урине хуҫсан анчах. Хӗлле урама тухсах каймасть, ҫулла хапха умӗнче ларма кӑмӑллать. Ун чухне кӳршӗ-аршӑ юнашар пырса ларсан тем ҫинчен те калаҫма сӑмах тупать. Икӗ патак ҫине таянса чӑх-чӗпсем патне те тухса кӗрет.

Икӗ класс анчах пӗтернӗ вӑл. Ҫырма, вулама пӗлет. Тӗнчери хыпарсемпе хаҫат вуласа паллашать. Ҫерук аппапа Миккуль тетен ачисем ӗҫчен те пултаруллӑ. Паянхи кун вӗсем пурте тивӗҫлӗ канура. Зинон колхозра бригадир, Петя механизатор, Зоя пӑру пӑхнӑ, Тамара бухгалтер, Валери тракторист пулса ӗҫленӗ. Анатолий ял администрацийӗн ертӳҫи те пулнӑ.

#Лаш Таяпа, #Елчӗк районӗ, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем