Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 22.02.2012 11:48 | 1798 хут пӑхнӑ

Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Юманай шкулӗнче 4–5 ҫулхи шкула кайман ачасем валли класс-ушкӑн уҫӑлчӗ. Пурӗ 50 ача ҫакӑнта пуҫтарӑннӑ. Хаклӑ хӑнасем кермене уҫма килессе пӗлсе ача пӑхакансем ятарласа савӑнӑслӑ хӑтлав хатӗрленӗ.

Ял халӑх умӗнче Ҫӗмӗрлепе Юманай тӑрӗхӗн администрацийӗсен, «Раҫейялхуҫабанк» («Россельхозбанкӑн») ертӳҫисем тухса калаҫнӑ, саламланӑ. Владимир Мурашкин, Ҫӗмӗрлӗ пуҫлӑхӗ каланӑ тарӑх, хальхи вӑхӑтра ачана пурнӑҫра ҫирӗппӗн утма ҫӗнӗ йышши технологисемпе вӗрентни ҫеҫ усӑ пама пултарать. Ача хӑйне хӑй мӑнаҫлӑрах тытма вӗренет, пултаруллӑхне аталантарса ҫӗршыва усӑллӑ, ҫемьере юрӑхлӑ ҫын пулса ҫитӗнет. Ҫавӑнпа та, мӗнле пулсан та, укҫа тупса пирӗн ялсенче килте ларакан ача шутне чакарма тӑрӑшмалла, ашшӗ- амӗшӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатмалла, татах та нумай ача ҫуратма хистемелле, терӗ Владимир Алексеевич. Ун хыҫҫӑн шкул ертӳҫи Галина Федорова сӑмах илчӗ, ҫӗнӗ класс-ушкӑна уҫма Патшалӑх канашӗн депутачӗсем В. Шигашевпа Г. Николаева нумай пулӑшрӗҫ терӗ. Юманай ял тӑрӑхӗн ертӳҫи О. Яковлев хӑй сӑмахӗнче Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Ен элчи Л. Волков ҫине тӑнӑран ҫак ӗҫ вӑрӑма каманни ҫинчен каларӗ.

Юлашкинчен хаклӑ хӑнасем ачасене илемлӗ те минетлӗ парнесемпе савӑнтарчӗҫ. Чӑнах та, ҫакӑн евӗр ӑша та хӑтлӑ ача-пӑча керменӗсем уҫӑлсан ашшӗ-амӗшӗн пурӑнӑҫӗ самай улшӑнать ӗнтӗ: патшалӑх тарӑшнине туйса ҫамрӑксем ялах юласса шанас килет, ача-пача шучӗ ӳсесси те вара катарах мар пулӗ тен. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр! — тенӗ теҫҫӗ чӑвашсем.

 

Сӑнсем

#Юманай, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Ҫӗмӗрле

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем