Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ҫамрӑк суйлавҫӑ» эрни пырать.

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 20.02.2012 13:20 | 1463 хут пӑхнӑ

Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Тӑванкас шкулӗнчи аслӑ классенче «Ҫамрӑк суйлавҫӑ» эрни пырать. Паллах ӗнтӗ, 18 ҫула ҫитмен ачасене суйлава хутшӑнма саккун хушмасть. Анчах, ирӗклӗ тата ӑнаҫлӑ пулма вӗренме чармасть, хистет тесен тӗрӗсрех пулӗ. Ачасем суйлав урлӑ хӑйсен пуласлӑхне суйланине ӑнкарни ку «эрнелӗхсен» чи кирлӗ енӗ. Вӗрентекен тӗллевӗ кашни ачан хӑйне кӑтартма вӗренмелле, ҫын ҫинче пулма хӑнӑхмалла. Политикӑра кусене «кандидат е претендент» теҫҫӗ. Ҫапла вара, кашни ача хӑйне хӑй кандидата кӑларса тӑратса, хӑй шухӑшне халӑха ӑнлантарса пама, тата ытти претендентсенчен иртсе кайма тӑрӑшмалла. Паллах ӗнтӗ, усал сӑмах е чышкӑ-маклашкӑ ку ӗҫре сана пулӑшма мар, усал кӳме ҫеҫ пултарнине те ачасен пӗлме тивет.

Чи малтан ачасен «чӗнӳ сӑмахӗ» тапӑҫура хутшӑнма тиврӗ. Вырӑссем ӑна «слоган» теҫҫӗ. Кунта ҫак «слогансем» ҫӗнтерчӗҫ: «Пӗрле пулсан тем тума пулать!», «Чӑн сӑмахран усал хӑрать!», «Упана ташлатараҫҫӗ пулсан, ҫынпа ҫын калаҫса татӑлаҫҫех!», «Пӗр ҫын сурать — типсе ларать, пин ҫын сурать — кӳлӗ пулать!», «Сӑмса тӑрӑх туса суйламастпӑр!». Ачасем тӑрӑшни харӑма каймӗ тесе шанас килет, мӗншӗн тессӗн, тепӗр ик-виҫ ҫултанах вӗсен мӑн ҫын ҫулӗ ҫине тӑрас пулатех, кашни хӑй мӗне тивӗҫлинетӗрӗслеме тата кӑтартма тиветех.

#Тӑванкас, #Ҫӗмӗрле районӗ, #шкулсем, #суйлав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем