Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 21.02.2012 22:58 | 1714 хут пӑхнӑ
Уява ертсе пыракан Диана Ятманова
Уява ертсе пыракан Диана Ятманова

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫей Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне паллӑ тӑвать. Ҫак пысӑк уява кашни хӑйне май кӗтсе илет. Пӗрисем тин ҫеҫ хӗсметре пулнӑ яшсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ, теприсем вӑрҫӑ ветеранӗсене хӑнана йыхравлаҫҫӗ, хӗсметере пӗрле пулнисем пӗр-пӗрне саламлаҫҫӗ, пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ кунсене аса илеҫҫӗ.

Хырхӗрри тӗп шкулӗнче уяв ячӗпе савӑнӑҫлӑ концерт пулса иртрӗ. Ӑна шкул ачисем вӗрентекенсем ертсе пынипе хатӗрленӗ. Шкулта хӑйне май йӑлана кӗнӗ: ҫулталӑкри кашни уява черетлӗн пӗр класс хатӗрлесе ертсе пырать. Хальхинче ҫак хисепе саккӑрмӗшсем тивӗҫрӗҫ. Вӗсем Н.К. Иванова класс ертӳҫипе килӗшсе сӑвӑсем хатӗрлерӗҫ, уяв сценарине сӳтсе яврӗҫ. Палӑртнӑ кун уроксем иртсенех пӗрремӗш-тӑххӑрмӗш классенче вӗренекенсем тата вӗрентекенсем савӑк кӑмӑлпа истори кабинетне пуҫтарӑнчӗҫ. Уява уҫса салтак тумне тӑхӑнна саккӑрмӗш класс ачисем тухса тӑчӗҫ. Ҫар тумтирӗ вӗсене ҫӳллӗрех те, кӗрнеклӗрех те кӑтартрӗ. Салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн хӑйсен пултарулӑхӗпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем паллаштарчӗҫ. Ҫиҫсе тӑракан куҫсемпе вӗсем авалхи тата хальхи салтак юррисене шӑрантарчӗҫ, ҫав хушӑрах вӗсене инсценировкӑсемпе илемлетрӗҫ. Аслӑрах классенче вӗренекенсем те кӗҫӗннисенчен юлмарӗҫ. Хӑйсен юрри-сӑввине яр уҫҫӑн та чуна пырса тивмелле юрларӗҫ. Куракансем те вӗсенчен юласшӑн пулмарӗҫ, кашни юрра тенӗ пекех хавхаланса пӗрле юрларӗҫ. Юрӑ-кӗвӗ вӗрентекенӗ Р.Т. Морозова пултарулӑхӗ те яр уҫҫӑнах курӑнчӗ ҫакӑнта. Чӑн та, пӗтӗм чунне ачасене парса ӗҫлет ӑста педагог.

Ҫакна та каласа хӑвармалла. Пысӑк мар шкулсенче вӗренекен ачасем пӗрне-пӗри пӗр кил-йышри пекех ҫывӑх пӗлсе-палласа ҫитеҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпа та пуль, ҫак уяври «сывлӑш» та калама ҫук ӑшӑ та кӑмӑллӑ пулчӗ.

#шкулсем, #уявсем, #Хырхӗрри, #Комсомольски районӗ, #концертсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем