Ҫурхи ейӳ Чӑваш Енре пӗлтӗрхилле пулмалла. Анчах та пуш уйӑхӗнче юр нумай ҫусан лару-тӑру ылмашма та пултарать. Юлашки ҫулсенче пӗр ҫур та ейӳсӗр, шыв илнисӗр иртменнине кура кӑҫал та ҫур лӑпкӑн иртсе каясса шанманнине Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пӗлтернӗ.
Ведомство асӑрханӑ тӑрӑх, раштав–нарӑс уйӑхӗсенче сывлӑш температури ытти ҫулсенчи вӑтам температурӑран 2–3 градус ӑшӑрах пулнӑ. Шыв ака уйӑхӗн пӗрремӗш вун кунлӑхӗнче юханшывсенче тулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра юр ытти ҫулсенчи вӑтам ҫӳллӗшӗнчен 2 сантиметр хулӑнрах-мӗн.
Яланхиллех Улатӑр хули пӑшӑрхантарать. Унта Подгорье текен микрорайонта 40–70 ҫурта шыв илет. Ҫӗрпӳ районӗнче пӗлтӗр хӳтӗлев сооруженийӗсем тума пуҫланине кура лару-тӑру лӑпкӑрах пуласса шанаҫҫӗ.