Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑр хулинче пурӑнакан 89 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрах, вӑл вӗсене 9,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ун патне килти телефон ҫине палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ. Хайхискер кинемее вӑл террористсен организацине 1 миллин тенкӗ куҫарнӑ тесе хӑратнӑ. Яваплӑхран тарас тесен «преступление» пӗрле уҫӑмлатма сӗннӗ, мӗн хушине йӑлтах пурнӑҫлама хушнӑ.
Кинемей пухнӑ укҫине хулари банкоматсенче пайӑн-пайӑн илсе палламан ҫынсене парса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл 87 ылтӑн «Георгий Победоносец» инвестици укҫине тыттарса янӑ. Ҫапла вӑл укҫан – 8,5 миллион тенкӗ, ылтӑн укҫапа 1 миллион ытла тенкӗ парса янӑ. Ҫак таранччен вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине банка юлашки 100 пин тенкине илме килсен пӗлнӗ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ватӑскер пӗччен пурӑнать, ачисем регион тулашӗнче тӗпленнӗ, ҫавӑнпа унӑн никампа та канашлама май пулман.
