![]() Ачасем ӑмӑртаҫҫӗ Кӑҫал хулана никӗсленӗренпе 85 ҫул ҫитрӗ, ҫак куна палӑртса ӗнтӗ ҫурлан 1-мӗшӗнче Канаш хулин кунӗ иртрӗ. Хула администрацийӗ халӑх валли уява лайӑх хатӗрленнӗ. Канашсем вӑйӑсенче ӑмӑртрӗҫ, тӗрлӗ конкурсене хутшӑнчӗҫ, юрӑ-ташӑ итлесе-курса савӑнчӗҫ. Мероприятисене ачасем валли те, аслисем валли те, ҫамрӑксем валли те нумай хатӗрленӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисене те манса кайман — вӗсем валли ятарлӑ велочупу йӗркеленӗччӗ. Россельхозбанк ҫуртӗнчен пуҫласа Тӗп тӳреме ҫити падельсем ҫавӑрчӗҫ. Аслисем валли спорт ӑмӑртӑвӗсем пулчӗҫ. «Ӑстасен хули» куравпа та паллашма май пурччӗ вӗсен. Ҫамрӑксем вара ытларах дискотекӑра савӑнчӗҫ. Юрӑ-ташӑ тенӗрен, канашсен кӑмӑлне ҫӗклеме темиҫе ушкӑн килнӗччӗ. «Чӑваш Енпе» «Ҫеҫпӗл» ушкӑнсем хӑйсен сассипе савӑнтарчӗҫ, «Янташ» ушкӑн та вӗсенчен юлмарӗ, «Юратнӑ хулам» ятарлӑ программӑпа хаваслантарчӗҫ. Уяв фейерверкпа вӗҫленчӗ. 22 сехетре каҫхине тӳпе тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑсемпе ялкӑшрӗ, хулан 85 ҫулӗ ҫитнине уявлама килнисене ку самай савӑнтарчӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Уявра Утӑн 31-мӗшӗнче, шӑматкун, Етӗрне районне кӗрекен Анатри Явӑшра ял уявӗ иртрӗ. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ пулин те халӑх нумай пухӑнчӗ. Чи малтан, паллӑ ӗнтӗ, ял ҫыннисене тӗрлӗ пуҫлӑхсем саламларӗҫ — Етӗрне районӗн пуҫлӑхӗ Александр Краснов, район администрацийӗн ертӳҫи Сергей Бандурин, Чӑваш Республикин Экономаталану министерствин провӑпа кадр политикин начальникӗ Александр Рыбаков, Шупашкар хула администрацийӗн представителӗ Галина Никифорова, Етӗрне тӗп пулницин аслӑ тухтӑрӗ Владимир Кузьмин. Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн (Анатри Явӑш унта кӗрет) пуҫлӑхӗ Татьяна Леонтьева та айӑккинче тӑмарӗ — пухӑннӑ ҫынсене ҫак савӑнӑҫлӑ уяв ячӗпе пысӑк салам сӑмахӗ каларӗ. Ял уявӗнче савӑнмалли пайтахччӗ. Ачасем «Асфальт ҫинчи ӳкерчӗк», «Чи капӑр ҫӳҫ» конкурсенче ӑмӑртрӗҫ. Виҫӗ хӗрачан, Анукпа Наҫтук Беловсен тата Алина Васильевӑн ҫӳҫӗ чи капӑр пулнине палӑртрӗҫ. Юрӑ-ташӑпа явӑшсене «Вылӑ» ушкӑн (вӑл Ман Явӑшри клуб ҫумӗнче йӗркеленнӗ), «Асамат» эстрада ушкӑнӗ, Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи ташӑ ушкӑнӗ, Тури Ачак шкул вӗренекенӗсем савӑнтарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Куславкка районӗнчи Минкӗшре пысӑк футбол уявӗ иртрӗ — ялти командӑна йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ-ҫке! Ҫак паллӑ куна уявлама ял халӑхӗ лайӑх хатӗрленнӗ — хӑйсемех футбол площадкине юсарӗҫ, хитре календарь кӑларчӗҫ, уява пӗлтерекен баннер туса ҫакрӗҫ. Уява ирттерме уйрӑмах Ю. Именнов, А. Баранов, А. Садовников, М. Мясников, Ю. Казаков, С. Ригов тата ыттисем пулӑшрӗҫ. Кӑнтӑрла тӗлне футбол тӳремне халӑх пухӑна пуҫларӗ. Уява килнӗскерсем Минкӗшри футбол музейпе те кӗрсе паллашрӗҫ. Каҫ еннелле Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ А.Разумов, Чӑваш Енӗн футбол федерацийӗн председатель ҫумӗ Ю. Зорин, паллӑ телекоментатор В.Ильин ҫитрӗҫ. Уява чаплӑн уҫса вӗсем ял халӑхне саламларӗҫ, ятарласа хатӗрленӗ парнесем пачӗҫ. Уяв икӗ вӑйӑпа вӗҫленчӗ — Минкӗшри футболҫӑсем Куславкка районӗнчи ялсен пӗрлӗхи командипе тупӑшрӗҫ. Вӗсен вӑййи 5:1 счетпа вӗҫленчӗ — Минкӗшсем ҫӗнтерчӗҫ. Ялти аслӑ ҫулсенчисем ытти ял тӑрӑхӗсенчисемпе вылярӗҫ. Хӑнасем ҫӗнтереймерӗҫ, 4:0 счетпа выляса ячӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ларура Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетсӗр 30-мӗш ларӑвӗ иртрӗ. Унта Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне малашне йышӑнма тӑратнӑ Игнатьев Михаил Васильевич кандидатурине пӑхса тухнӑ. Ларӑва хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне йышӑнакан Николай Васильевич Фёдоров, Атӑлҫи Федераллӑ округри РФ президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Григорий Рапота, Раҫҫей патшалӑх думинчи Чӑваш Республикинен тӑратнӑ депутатсем Николай Бударинпа Павел Семёнов, Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Федераци Канашӗнчи Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн представителӗ Владимир Слуцкер, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Ларӑва онлайн-майпа тӗнче тетелӗнче та сӑнама май пурччӗ. Сасӑлава пурӗ 43 депутат хутшӑннӑ. 37-ӗшӗ Михаил Игнатьев малашне Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне йышӑнассипе килӗшнӗ, 5-ӗшӗ хирӗҫ пулнӑ, пӗри хӑй шухӑшне пӗлтермен. Ҫапла май Николай Васильевич Фёдорова шанса панӑ вӑхӑт вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ун вырӑнне хальхи вӑхӑтра Кабинет Министрӗн Председателӗн ҫумӗ тата Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ пулса ӗҫлекен Игнатьев Михаил Васильевич йышӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Первомайск» хуҫалӑх ӗҫченӗсем; bat-library.ucoz.ru сайтри сӑн Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсен халӗ хӗрӳ тапхӑр пырать — тыр-пул пухса кӗртеҫҫӗ. Вӗсен ӗҫне хавхалантарас тесе кашни ҫул уя ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем те тухаҫҫӗ — вырмара концерт лартаҫҫӗ. Кӑҫал та утӑн 26-мӗшӗнче культура ӗҫченӗсем «Малалла», «Первомайск» тата «Сидели» ял хуҫалӑх предприятисен уйӗсене тухрӗҫ. Концерт умӗн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Фёдоров хресченсенеҫак хӗрӳ тапхӑрта хастар ӗҫленӗшӗн тав сӑмахӗ тухса каларӗ, малалла та тӑрӑшса ӗҫлеме сунчӗ. Концертпа пурте кӑмӑллӑн юлчӗҫ — культура ӗҫченӗсен юрри-ташши пурне те килӗшрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнӗ цехра Ҫак кунсенче Патарьел районӗнчи Турхан ялӗнче ҫӗнӗ ҫӗвӗ цехӗ хута кайрӗ. Вӑл Шупашкарти «Гарус» ТМЯО уйрӑмӗ пулать. Пӳлӗме ялти административлӑ ҫуртра тара илнӗ. Паянхи кун тӗлне цехра 8 ҫын ӗҫлет — вӗсем Турхан тата ҫывӑхри ял ҫыннисем (Упамса, Шӑхач, Ҫӗньял, Аслӑ Чемен). Романова Людмила Геннадьевна бригадир ертсе пынипе цех ӗҫченӗсем хӗрарӑмсем валли 307 комплект ҫиелтен тӑхӑнмалли тум ҫӗлеме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Мӗнех, ҫӗнӗ ӗҫре вӗсене пурне те ӑнӑҫу сунар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вера Соколова Португалири Барселона хулинче хальхи вӑхӑтра Европӑн ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ иртет. Паян ирхине хӑварт утас енӗпе хӗрарӑмсем ӑмӑртрӗҫ. 20 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула утса тухса пӗтӗм малти вырӑнсене пирӗн Раҫҫей хӗрӗсем йышӑнчӗҫ — вӗсен шутӗнче Вера Соколова та. Пӗрремӗш вырӑна Ольга Каниськина тухрӗ, иккӗмӗшне — Анися Кирдяпкина. Вера Соколова вара виҫҫӗмеш утса тухрӗ. «Весь спорт» хыпар агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Вера юлашки самантра ҫеҫ испанпа нимӗҫ спортсменкисене иртсе кайма май тупнӑ. 20 ҫухрӑм утса тухма ӑна 1 сехет те 29 минут та 32 ҫеккунт кирлӗ пулнӑ (Олгӑран минут та 48 ҫеккунт каярах ҫитнӗ). Хальхи вӑхӑтра Раҫҫей спортсменӗсем Барселонӑри чемпионатра пурӗ 5 ылттӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Вера Соколова 1987 ҫулхи ҫертмен 8-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялта ҫуралнӑ. Чуманкасси вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫӑмӑл атлетикӑн тӗнче шайенчи спорт ӑсти. 2003 ҫулта тӗнче ӑмартӑвӗнче хӗрсен хушшинче 5 ҫухрӑм утса мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Комбайна канма памаҫҫӗ Трак тӑрӑхӗнче вырма ӗҫҫи хӗрсех пырать. Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи кун тӗлне 1456 гектар ҫинче тӗш тырӑ вырса тата ҫапса илнӗ. Вӑл типӗ ҫанталӑкра упранса юлнӑ лаптӑкӑн 31 проценчӗ пулать. Кӗрхи тӗш тыррӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкне илес пулсан, унӑн 91 процентне ҫапса илнӗ те ӗнтӗ. Уй-хирте пӗтӗмпе 22 комбайн ӗҫлет. Тырпула пухса кӗртессипе пӗрлех выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлесси те кал-кал пырать. Фермерсем тата коллективлӑ хуҫалӑхсем ҫапса илнӗ лаптӑксенчи улӑма ҫийӗнчех урана хываҫҫӗ. Улӑма пӗтӗмпе 995 гектартан пухса хунӑ. Улӑмран пушаннӑ лаптӑксенчен 230 гектарне сухаласа пӑрахнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫарассипе те тимлеҫҫӗ трак енсем. Ку таранччен 1850 т утӑ (67,6%), 4220 т сенажа (95,5%), 2380 т силос (37,2%) хатӗрленӗ. Килес ҫулхи тыппул шӑпи ҫинчен те манмаҫҫӗ красноармейскисем. Кӗр тыррисем акса хӑварма 1806 га ҫӗр хатӗр те ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑрӑшкасси пӗви. 2006, утӑ, 31. Шупашкар районне кӗрекен ял тӑрӑхӗсем те, хӑш-пӗрисемсӗр пуҫне, уяр ҫанталӑка пула йывӑрвӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Сӑмахран, Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенче те шыв уҫлакан башньӑсем чӑтаймаҫҫӗ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине пула шыв ҫитми пулнӑ. Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ: «Шыв пурне те кирлӗ, ҫынсене те, ӳсентӑрансене те, выльӑх-чӗрлӗхне те. Насусӗсем чӑттӑрччӗ ҫеҫ», — тет. Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнчи лару-тӑру ҫакнашкал: кӑҫалхи ҫанталӑка пула ҫӑлсем типсех ларнӑ. Ҫырма таврашӗнчи пӗвесем те малттанхи шая ҫитеймеҫҫӗ. Чӑрӑшкассинчи ҫырмара 1985-86 ҫулсенче бетон ҫаврашкасем ярса ҫӑл тунӑ пулнӑ. Вӑл ҫӑла Дмитрий Серебряков ҫине тӑнипе алтнӑ, вырнаҫтарнӑ. Пурӑна киле, ялсенче шыв салатакан колонкӑсем ӗҫлеме тытӑнсан, ҫак ҫӑл пирки халӑх маннӑ. Кам утас килтӗр ӗнтӗ ҫырмана? Малтан унти шыва ӑсма халӑх утатчӗ. Халӑхӑн авалхи йӑлипе ҫӗнӗ мӑшӑра шыв ҫулӗ пуҫлама илсе кайни те пулнӑ. Кӑҫал ҫак ҫӑла каллех чун кӗчӗ темелле. Халӗ унта халӑх бидонсемпе те витресемпе шыв ӑсма ҫӳрет. Колонкӑсем шыв парсах кайман чухне вӑл чухах пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пӑрӑнтӑк ялӗ картта ҫинче Атӑл тӑрӑхӗнче шӑрӑх ҫанталӑк хуҫаланать. Ҫумӑрӗ те пулин ҫумасть-ҫке. Ҫакнашкал лару-тӑру хӑш-пӗр ыйтӑва уҫӑмлӑн ҫӗклет, уйрӑмах халӑха шывпа тивӗҫтерессине. Шыв пулмасан кӑҫалхи ҫу кунӗнче ытла та йывӑр-ҫке — ҫӑлкуҫсем типе-типе лараҫҫӗ, юханшывсемпе пӗвесенче шыв хухать. Пӗлтӗр кӑна сиксе каҫмалла мар шыв урлӑ кӑҫал ним мар утса каҫан. Ялти шыв башни ӗҫлемесен вара — чӗр нуша. Ял халӑхӗ вара кӑҫал тинех манӑҫа тухнӑ ҫӑлсемпе ҫӑлкуҫсем пирки асаиле пуҫларӗ. Трак тӑрӑхӗнчи Пӑрӑнтӑк ҫыннисем те хӑйсен ҫӑлкуҫне тирпей кӗртме шутларӗҫ. Гагарин урамӗнче пурӑнакансем утӑн 21-мӗшӗнче пухӑнчӗҫ те кӗреҫесем йӑтса ҫав ҫӑлкуҫа тасатрӗҫ. Романов Вячеслав, Митрофанов Вениамин, Герасимов Геннадий, Иванов Валерий, Максимов Владимир кунӗпе ӗҫлерӗҫ те ҫӑлкуҫа тирпей кӗртрӗҫех. Халӗ ӗнтӗ кунти сиплӗ шыва пурте килсе ӗҫейреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |