Литаратура кӗтесӗнче эсир халӗ вилми Нарспи поэмӑнa тупма пултаратӑр. Шкулта ӑна пурте вуланӑ пулӗ-ха, пурте Нарспишӗн куляннӑ. Халлӗхе сайта чӑвашлине кӑна кӗртме ӗлкӗрнӗ. Кайрантарах вырӑс тата ытти чӗлхесем cинче те кӗртӗпӗр. Ҫавӑн пекех ку уйрӑмра эсир Валери Туктарпа Николай Карай сӑввисене тупма пултаратӑр. |
Глазго (Великобретани) хулинче иртекен пӗтӗм тӗнчен спорт гимнатикин кубокӗнче Анатолий Васильев, пирен республикӑн спортсменӗ, бронза ҫӗнсе илнӗ. 20 ҫулхи спортсмен кӑна перекладина ҫинчи упражнениесемшӗн илме тивӗҫ пулнӑ. Халӗ спортсмен Мельбурн хулинче пулас тӗнче чемпионатне хатӗрленет. Сӑмах май, Анатолий Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗнче вӗренет. Ҫӑлкуҫ, сӑнӳкерчӗксем: Culture21.ru |
Чӑваш чӗлхин латинла алфавичӗ Латинла алфавита акӑлчанла калаҫакан тата кириллицапа усӑ курайман ҫынсен пирӗн сайтри ӗҫне ҫӑмӑллатма йӗркеленӗ. |
Шупашкарта юпа уйӗхӗн 16-мӗшӗпе 23-мӗш хушшинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнче чӗлхисен 10-мӗш фестивалӗ вӗҫленнӗ. Унта 2 пинe яхӑн ҫын пухӑннӑ. Хисеплӗ хӑнисем: Жан-Марк Леклер, Виктория Урбановичуте (Раҫҫейри Литва посольствин атташе), Стивен Кобб (АПШри эсперанто ассоциациӗн членӗ), тата ыттисем тe. Ҫӑлкуҫ: culture21.ru |
Йошкар-Ола хулинче юпа уйӗхӗн 28-пе чӳк уйӑхӗн 1 хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри II халӑх костюмӗсен фестивалӗ иртӗ тесе пӗлтерет http://culture21.ru. Унта пирӗн Чӑваш Енрен виҫӗ ӑста кайӗҫ: Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Татьяна Шаркова, Чӑваш Енӗн халӑх ӑсти Зинаида Воронова тата дизайнер-модельер Любовь Вдовичева. Распубликипе тата ун тулашӗнче те паллӑ Татьяна Шарковӑпа Зинаида Воронова халӑх костюмне тӑхӑнтартнӑ пуканесене кӑтартӗҫ. Людовь Вдовичева вара сцена валли ҫӗленӗ костюмсене кӑтартӗ. |
Чӑваш Енӗн спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир хулинче юпа уйӗхӗн 18-па 22 кунӗсем хушшинче иртнӗ йывӑр атлетикӑн Раҫҫей чемпионачӗнче Чӑваш Енӗн йывӑр атлетикӑн ҫӑмрӑксен хушшинчи ҫӗнӗ рекорда лартнӑ. Рекорда лартаканӗ Вячеслав Ластухин. Ҫак тупӑшурах пирӗн тепӗр спортсмен, Ирина Савина, 48 кило йышӗнче иккӗмӗш вырӑна йышӑннӑ. Ҫӑлкуҫ: culture21.ru |
http://cap.ru пӗлтернӗ тӑрӑх Республикаӑн 9 уйӑх хушшинче экономикӑн ӳсӗмне палӑртма пулать. Пелтӗрхи авӑн уйӑхӗпе танлаштарсан вӑл 110,5% тарин ӳснӗ. Уйрӑмах «Шумерлинский завод специализированных автомобилей», «Перкарбанат», «Чебоксарский трикотаж», «Чебоксарский гормолзавод», ООО «Алатырская бумажная фабрика» акционер обществисен ӳсӗмӗ вӑйлӑ пулнине палӑртнӑ. Хуласенчен пысӑк ӳсӗмсем Шупашкарта тата Канашра пулнӑ. Районсенчен чи усӗмлисем: Шупашкар (1-мӗш вырӑн), Етӗрне (2-мӗш), Муркаш (3-мӗш). Г.Т.Акимова министрӗн доклачӗпе анлӑн кунта паллашма пултаратӑр. |
Вӗренӳ учреждениӗсенче чӑваш пичетне халалланӑ пултарулӑх ӗҫӗсен yҫӑ конкурсӗ пуҫланнӑ (26.10.2005). Конкурс "Хыпар" хаҫат 100 ҫул тултарнӑ ятпа иртет. Конкурсa икӗ тапхӑра пайланӑ. Пӗрремӗшӗ хула шaйӗнче (юпа-раштав 2005), иккӗмӗшӗ республика шaйӗнче (кӑрлач 2006) иртӗ. Конкурс ӗҫӗсене 2005 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӑлкуҫ: http://cap.ru |
Юпа уйӑхӗн 25 Шупашкарти Хальхи исскуство центрӗнче "Хӑвна кӑтарт!-2005" фотоконкурсӑн пӗтӗмлетекен куравӗ уҫӑлнӑ. Унта ӑста тата ку ӗҫе пикенме кӑна пуҫланӑ фотографсен ӳкерчӗксене курма пулать. Ҫӑлкуҫ: http://cap.ru, Фоторепортаж. |
Чӑваш Патшалӑх Музейӗнче «Куба – далекая и близкая» Куба Республикин посольствин куравӗ уҫӑлнӑ. Куравра 15 Kубa ӳнерҫин шелкографи мелӗпе тунӑ ӗҫӗсене курма пулать. Курав юпа уйӑхӗн 21 ӗҫлӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |