Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Аристарх Орлов-Шуҫӑмӑн 100 ҫулне палӑртрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 06.03.2014 10:43 | 1651 хут пӑхнӑ
Культура Уявра / Т. Акташ сӑнӳкерчӗкӗ
Уявра / Т. Акташ сӑнӳкерчӗкӗ

Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Аристарх Орлов-Шуҫӑм ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа уяв каҫӗ ирттересси пирки эпир маларах пӗлтерсеччӗ. Тимӗр Акташ журналист унта ҫитсе вӑл епле иртни пирки каласа пачӗ.

Мероприятие музыка тӗпчевҫи Светлана Макарова ертсе пынӑ. Культура ӗҫченӗсем композитора ача илчӗҫ, уйрӑман Аристархпа пӗрле ӗҫленисен калавӗ кӑсӑклӑ пулнӑ. Халӑх пултарулӑхне пухакан Зинаида Козлова та, Светлана Асамат сӑвӑҫ та кӑсӑклине нумай аса илчӗҫ. Зинаида Алексеева, тӗслӗхрен, Аристарх Гаврилович ӑна Мускава вӗренме янине пӗлтерчӗ.

Культура ӗҫченӗсемсӗр пуҫне уява шкул ачисем чылайӑн пухӑнни пирки пӗлтерет Тимӗр Акташ. Ку, паллах, пархатарлӑ япала — аслӑ ӑрусен пурнӑҫӗпе, вӗсен пултарулӑхӗпе паллашни вӗсен ӑсӗнче пӗчӗк вӑрлӑх пек пулин те юлатех.

Аристарх Орлов-Шуҫӑм композитор Ҫӗрпӳ районӗнчи Ойкасси ялӗнче 1914 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл республикӑри профессилле тата хӑй тӗллӗн вӗреннӗ хор ушкӑнӗсене ертсе пынӑ. Ҫав шутра — патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, телевиденипе радиовещани комитечӗн хорӗ, «Нарспи» ансамбль… Вӑл «Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан» музыка камичӗн, И. Максимов-Кошкинский либретти тӑрӑх ҫырнӑ «Шупашкарта» оперетта, Фёдор Павловӑн «Ялта» драми тӑрӑх хайланӑ «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул» опера тата ытти нумай хайлав авторӗ. Хӑшӗ-пӗрипе ҫак уяв каҫӗнче те паллашма май пулнӑ.

#юбилейсем, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Ойкасси, #наци вулавӑшӗ

 

Комментари:

Migulaj // 5051-5729
2014.03.06 15:39
Сăнӳкерчĕкре Аристарх Орлов-Шуçăмăн 100 çулне ют чĕлхепе палăртнине курма пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем