![]() Виталий Енӗш Юпан 19-мӗшӗнче Вӑрманкас Ухман (Канаш районӗ) ялти тӗслӗх вулавӑшӗнче вулакансемпе кӑсӑклӑ та информаципе пуян калаҫу-тишкерӳ иртрӗ. Ӑна библиотека ӗҫченӗсем Виталий Енӗш 70 ҫул тултарнине халалласа хатӗрлерӗҫ, ҫавӑнпа ячӗ те ҫак куна ҫывӑхччӗ — «Виталий Енӗш — ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ тата тӑлмач». Мероприятине пухӑннисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ, ҫыравҫӑ пирки тем те пӗр кӑсӑкли пӗлчӗҫ — калаҫӑва ирттерекен ун пурнӑҫне, пултарулӑхне тӗплӗн сӑнласа пачӗ. Виталий Григорьевичӑн тӗп хайлавӗсемпе те паллашрӗҫ — ку тӗлӗшӗнчен вара ҫыравҫӑн «Ҫӗр тӗрекӗ», «Чун кӑварӗ», «Пурҫӑн йӑлмак» кӗнекисем пулӑшрӗҫ. Виталий Енӗш 1941 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пратьякас Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра токарь, слесарь, Пушкартстанри Авӑркас район хаҫатӗнче ӗҫленӗ. «Капкӑн» журнал редакторӗн ҫумӗ пулнӑ. Пултарулӑх анине «Ялан халӑхпа пӗрле» очеркпа кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ӳнер тӗрлӗрен чӗлхепе калаҫакан ҫынсене те тӑванлаштарать тени тӗрӗсех-мӗн. Турккӑ ҫӗршывӗнчи Конья хулинче пурӑнакан Шюкрю Октачпа иртнӗ тӗлпулу ҫакна лайӑх ҫирӗплетсе пачӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн аслӑ преподавателӗ О.В. Сорокина чӗннипе вӑл студентсемпе тӗлпулӑва килсе ҫитрӗ. Гитара каласа юрлакан турккӑ ҫынни пурне те хӑйӗн тыткӑнне илчӗ темелле. Турккӑ халӑх юррисене те, Ашык Вейбел ятлӑ юрӑҫ юррисене те хӑйӗн тӑван чӗлхипе шӑрантарчӗ Шюкрю. Кайран тата … чӑваш юррисем те янӑрарӗҫ. Вӗсене Шюкрю Октач Интернет урлӑ тимлесех вӗреннӗ-мӗн. Хӑй хальлӗхе чӑвашла пӗлмест пулин те чӑваш кӗввисене илтнипех чӗлхене юратса пӑрахни пирки пӗлтерчӗ хӑна. Турккӑ чӗлхисӗр пуҫне акӑлчан, финн, вырӑс чӗлхисемпе ҫӑмӑллӑнах калаҫакан Шюкрю Октачпа пӗрле студентсем те хавхалансах «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Вун саккӑрта чух» юрӑсене янраттарчӗҫ кӑна. — Чӑваш ене эпӗ иккӗмӗш хут килтӗм. Пӗлтӗр Пӗтӗм тӗнчери чӗлхесен «Ӑнӑҫу чӗлхи» фестивалӗнче пулса курнӑ май Э. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Куславккари «Хӗвелҫаврӑнӑш» ансамбль Куславкка районӗнчи 3-мӗш вӑтам шкулӑн 8-мӗш «б» класӗнче пӗлӳ пухакан Юлия Винокурова пӗрремӗш класранпах «пиллӗк» паллӑсемпе вӗренет. Ҫав хушӑрах ачасен «Хӗвелҫаврӑнӑш» хореографи ансамблӗнче ҫичӗ ҫул ӑсталӑхне туптать. Хула, республика, Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑсемпе пултарулӑх конкурсӗсенче тӑван шкул чысне хӳтӗлет. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланчӗ кӑна пулин те Юля сумлӑ ҫӗнтерӳсен хисепне ӳстерме ӗлкӗрнӗ. Раҫҫей ачисен «Тӑван тавралӑх историйӗ» конкурсӗнчи республикӑри ӗҫсен пӗтӗмлетӗвӗпе вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хаклава хӗрача «Пӗчӗк герб — пуян истори» ӗҫ тӑратнӑ, унта Куславкка хулин гербӗ, паллӑ вырӑнӗсем тата ҫыннисем пирки каланӑ. Сӑмах май ку ӗҫпе вӑл 2009 ҫулта та мала тухнӑччӗ — «Эткер» ирттерекен Раҫҫей элемӗсен конкурсне хутшӑннӑ май ун чухне 2-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. — Кашни кун мӗн те пулин ҫӗннине пӗлме тӑрӑшатӑп. Мана пулӑшса хавхалантаракансем — анне тата вӗрентекенсем, — тет Юля. | ||
![]() Чӑваш наци библиотекин Геннадий Айхи пӳлӗмӗнче «Тумас Транстрёмер тата Геннадий Айхи» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш халӑх поэчӗн юлташне, Нобель премийӗн (литература енӗпе) лауреатне Тумас Транстрёмера халалланӑ. Вӗсем 1993 ҫулта Г.Айхипе Перуджа хулинче (Итали) Петрарка премине панӑ чухне паллашнӑ. Сӑмах май, Транстрёмер та ҫак преми лауреачӗ. Ҫулталӑк иртсен вӑл чӑваш ҫыравҫине Швецие чӗннӗ. Унта унӑн пултарулӑхне халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери фестиваль иртнӗ. Ҫавна май Геннадий Николаевич хӑйне евӗрлӗ парне хатӗрленӗ. Швед поэчӗн сӑввисене, И.Кутик куҫарнӑскерсене, тата И.Вулох илемлетнӗскерсене «Сегодня» хаҫатра (1994, ҫу, 7, 85№) пичетленӗ. Хыҫсӑмахне хӑй ҫырнӑ. Транстрёмер ку парнене хӗпӗртесе йышӑннӑ. 2001 ҫулта Мускавра Г.Айхин, И.Вулохӑн, Т.Транстрёмерӑн пӗрлехи куравӗ йӗркеленнӗ. Ҫакӑн пирки тӗплӗнрех Наци библиотекинчи куравра пӗлме пулать, вӑл унта чӳкӗн 30-мӗшӗчченех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ҫанталӑк уяртса ячӗ те уй-хир культурисене пухса кӗртес ӗҫ хӑвӑртланчӗ. Вӑрнар районне илсен «иккӗмӗш ҫӑкӑра» 91,5 процент кӑларнӑ. «Мураты», «Агрохмель», «Кольцовка», «Гвардеец» ял хуҫалӑх организацийӗсен ҫӗрулми пуссинче те паян-ыран ӗҫ вӗҫленмелле. Аграрисен ҫӗрулмин вӑтам тухӑҫӗ 192 центнер. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче кӑтарту пысӑкрах. «Санары» агрофирмӑра ҫӗрулмине кашни гектартан вӑтамран 300 центнер, «Знамя» кооперативра – 250 центнер пухса илнӗ. Кӗрхи ҫӗртме сухи те пӗтмен-ха. Пӗлтерӗшлӗ ӗҫе ял хуҫалӑх организацийӗсем 85 процент (9500 гектар) пурнӑҫланӑ. Чи пысӑк кӑтарту Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн хушма хуҫалӑхӗнче: кӗрхи ҫӗртмене 2250 гектар тунӑ. «Кӑҫал ҫӗр хатӗрлеме кӑткӑс. Мӗн тӑвӑн, ҫанталӑкран иртеймӗн. Ҫапах та хресчен пархатарлӑ тивӗҫе пурнӑҫлас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Ҫӗр кӑкри ҫӑкӑр парать-ҫке», — терӗ Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче тимлекен Валерий Филиппов механизатор. Пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерессипе ҫулленех «Санары» агрофирма, Михаил Тарасов фермер хуҫалӑхӗ тӗллевлӗ тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Етӗрне районӗнче «Мухтав хӗрарӑма» уяв иртнӗ. Пухӑннисене республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн социаллӑ политика, сывлӑх сыхлавӗн, физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗ Ольга Зайцева, Президентӑн пепкелӗх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алла Самойлова, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Леонид Ефремов, Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов саламланӑ. Етӗрне районӗнчи Хӗрарӑмсен канашӗн пердседателӗ Ирина Облинова Тав ҫырӑвне тивӗҫ пулнӑ. Районти кашни ял тӑрӑхӗнчен пӗрер хӗрарӑм сцена ҫине тухса хӑйӗнпе паллаштарчӗ, кашниех тӗрлӗ номинацире палӑрчӗ. Альбина Наумова Мӑн Сӗнтӗртен, Валентина Корчева Кӑкшӑмран, Людмила Русскова Мӑн Шемертентен, Ирина Григорьева Пӗрҫырлантан, Роза Михайлова Советскинчен, Нина Стексова Стрелецкинчен, Светлана Мельникова Мучартан. | ||
![]() Уяв саманчӗ Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пелепей тӑрӑхӗнче пысӑк уяв иртрӗ. Пӗтӗм чӑваш чунлӑ халӑх Слакпуҫнелле ҫул тытрӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Кунта Яков Гаврилович Ухсайӑн 100 ҫулхи юбилейне халалласа сумлӑ хӑнасем, ял-йыш пухӑнчӗҫ. Ухсай музейӗ, унӑн вил тӑпри, Кӗсле ту, ялти кермен, шкул — ҫак кашни вырӑнта Ухсай самахӗ янрарӗ, юрӑ-ташӑ кӗрлерӗ. 100 ҫул иртрӗ, тепӗр поэт ҫак асамлӑ ҫӗр ҫинче ҫураласса шанатпӑр! | ||
![]() Чӑваш патшалӑх филармонине шӑп та 75 ҫул каялла, авӑнӑн 3-мӗшӗнче йӗркеленӗ. 1936 ҫулта ҫав кун учреждение тӑвасси пирки Хушу кӑларнӑ пулнӑ, чӳкӗн 17-мӗшӗнче вара ҫав Хушӑва пурнӑҫласси пирки Постановлени тунӑ. Кӑҫалхи юбилее вара филармони юпан 27-мӗшӗнче пысӑк концерт йӗркелесе палӑртма хатӗрленет. Юпан 11-мӗшӗнче хыпар хатӗрӗсемпе иртнӗ калаҫура филармони пуҫлӑхӗ Николай Казаков хӑй ертсе пыракан учреждени пирки тӗплӗн каласа пачӗ, юбилее епле ирттерме хатӗрленни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫитес вӑхӑтра сире пурне те ҫак мероприятисене йыхравлатпӑр: • Юпан 21-мӗшӗ — Чӑваш патшалӑх академи симфониллӗ капеллӑн «Геннадий Воробьев «Непреходящие ценности исскуства» (чӑв. «Ӳнерӗн ӗмӗрхи пуянлӑхӗ») концерт. • Юпан 24-мӗшӗ — «Нарспи» мюзикл. • Юпан 25-мӗшӗ — Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ академи ансамблӗ 88-мӗш концерт сезонне уҫӗ. • Юпан 27-мӗшӗ — Чӑваш патшалӑх филармонийӗн юбилейлӗ концерчӗ иртӗ. • Юпан 28-мӗшӗ — пултарулӑх анинче 20 ҫул ӗҫленине халалланӑ «Классика» муниципаллӑ капеллӑн концерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш кӗсли![]() Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра «Чӑваш кӗсли» интернет олимпида ирттерет. Вӑл юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен пырӗ (малтан регистрациленӗҫ, кайран, 3 кун хушшинче ыйтусем ҫине хуравлӗҫ). Ку тупӑшура Чӑваш Республикинче тата ун тулашӗнче пурӑнакан икӗ ӳсӗмри шкул ачисем хутшӑнма пултараҫҫӗ: 5-7-мӗш тата 8-10-мӗш классенче вӗренекенсем. Олимпиада Инҫет вӗренӳ центрӗн сайтӗнче иртӗ, кашни ӳсӗм ушкӑнӗ валли 10-шар ыйту хатӗрленӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама 50 минут параҫҫӗ. Ӑмӑртӑва йӗркелӳҫӗсем чӳкӗн 5-мӗшӗнче пӗтӗмлетме шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Юлашки виҫӗ ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренме кӗрес текенсен умне ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем сиксе тухрӗҫ. Чи малтанах литературӑпа пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗ (ППЭ) памалла тунине палӑртмалла. Чӑваш литературипе пӗрлӗхлӗ экзамен ҫуккине асра тытсан, абитуриентсен пӗтӗм Раҫҫейпе иртекен «Литература» предметпа ППЭ (вӑл вырӑс литературипе) памалла пулчӗ. Хайхи чӑваш филологине вӗренме кӗрекенӗн вырӑс чӗлхипе литературине пӗлнин шайне кӑтартма тиврӗ. Ҫак лару-тӑрура Тутарстанӑн Ҫутӗҫ министрествийӗ тутар чӗлхипе тата литературипе республика шайӗнчи ППЭ йӗркелеме ӑс ҫитерчӗ. Вӗсен филологи факультетне вӗренме кӗрекенсем ҫапла майпа тӑван чӗлхипе тата литературӑпах экзамен парса кӗчӗҫ. Кӑҫал педагогика специальноҫӗсене вӗренме кӗрекенсене «Литература» вырӑнне «Обществознание» предметпа ППЭ пама ирӗк пачӗҫ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Тутарстанӑн Элмет районне йӗркеленӗ. | ||
| Кипеч Анатолий Ильич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |