Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

«Тантӑш» хаҫат ҫумӗнче Ҫамрӑк журналистсен шкулӗ ӗҫлеме пуҫлать, пӗрремӗш пухӑвӗ нарӑсӑн 7-мӗшӗнче иртӗ. Калем ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансене хаҫат редакцийӗнче кӗтеҫҫӗ.

Ҫамрӑк журналистсен шкулӗнче паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ, ҫыру ӑсталӑхне хӑнӑхтарӗҫ. Шкул ачисем кунта калаҫу ирттерме, тӗрленчӗксем ҫырма, репортажсем тума вӗренӗҫ.

Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗсем: 56-15-30, +7-987-737-60-90, +7-937-011-60-50.

 

П. Хусанкай вил тӑпри умӗнче
П. Хусанкай вил тӑпри умӗнче

Паянхи кун, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫи, пултаруллӑ поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Ҫак куна асра тытса йӑлана кӗнӗ йӗркепе унӑн вилтӑпри умӗнче йышлах мар халӑх пухӑнчӗ, поэта аса илчӗ. Вӗсен хушшинче Атнер Петрович Хусанкай, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Алексей Иванов-Сӗрмек, Арсений Тарасов, Николай Плотников, Ирина Софронова тата ыттисем пулчӗҫ.

Чи малтанах Владимир Васильевич Степанов иртнӗ ҫулсенче кам килнине палӑртрӗ, вӑл вӑхӑтри ҫанталӑк пирки те пӗлтерме манмарӗ. Пухӑннӑ ҫыравҫӑсем, чӗлхеҫӗсем тата халӑхшӑн вӑй парса ӗҫлекенсем Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуларӗҫ, унӑн пурнӑҫне аса илчӗҫ.

Ҫак куна малашне те палӑртасси пирки калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн мероприяти вӗҫленчӗ.

 

Кӑҫал, акан 28-мӗшӗнче, Чӑваш Республики Гимнӗн авторӗ Герман Степанович Лебедев композитор 100 ҫул тултарать. Шупашкар районӗ ҫак паллӑ куна тӗрлӗ мероприятисемпе кӗтсе илме палӑртрӗ. Уявсен сӗвемне Г.С.Лебедев ҫуралнӑ Салапайкасси ялӗнче пуҫлама йышӑнчӗҫ.

Акӑ, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Салапайкассинчи шкула районти тӗрлӗ вырӑнсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем: Тутаркасси, Кӳкеҫ, Шӑмӑш, Анат Кӗнер, Вӑрман-Ҫӗктер шкулӗсенчи ачасен фольклор ушкӑнӗсем, Иккассипе Хыркассинчи халӑх вокал ансамблӗсем килсе ҫитрӗҫ. Ҫак пысӑк уява Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Егоров Георгий Иванович, район администрацийӗн пӗлӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Романов Борис Григорьвич, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Хорсев Николай Евгеньвич тата ытти паллӑ ҫынсем те хутшӑнчӗҫ.

Малалла...

 

Ыран, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗренпе 70 ҫул ҫитет.

1943 ҫулта ӑна Раҫҫейри театр пӗрлешӗвӗн чӑваш уйрӑмӗ евӗр йӗркеленӗ. Чи пӗрремӗш ертӳҫи вырӑнӗнче Вырӑс драма театрӗн актёрӗ Б.И. Праудин пулнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫак ӗҫе А.Н. Васильева, Л.Н. Родионов, Г.В. Мордкович, Б.С. Марков, В.И. Родионов, М.И. Денисов, Н.И. Григорьева, И.Г. Иванов, В.Н. Яковлев йӗркелесе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра, 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа, театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне Медведев Геннадий Павлович ертсе пырать.

Паянхи кун театр ӗҫченӗсене пӗрлештерекен пӗрлӗхре 211 пайташ тата Шупашкарта вырнаҫнӑ 7 организаци шутланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.std-chuvashia.cap.ru
 

Иртнӗ эрнекун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи Урмаелте банкомат уҫӑлчӗ. Енчен те хуласемпе район центрӗсенче хальхи пурнӑҫра ку япалана кашни утӑмра курма пулать пулсан — ялсенче вӗсене сайра хут ҫеҫ тӗл пулӑн-ха. Ку енчен Урмаелсемшӗн савӑнмалла ҫеҫ — халь ӗнтӗ вӗсем шалу е пенси укҫине Комсомольскине (ялтан пӗр ҫухрӑмра ларать пулин те) каймасӑрах илме пултарӗҫ.

Банкомата Перекет банкӗ ҫын йышлӑ ҫӳрекен вырӑна лартнӑ — ял варринче вырнаҫнӑ пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офис ҫуртӗнче. Лавккасем ҫумра, ҫулӗ юнашар.

Раҫҫей Перекет банкӗн Канашри 7507-мӗш уйрӑмӗн (районпа ҫак уйрӑм ӗҫлет) ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх Комсомольски районӗнче пурӑнакансен аллинче пурӗ 8 446 карточка иккен. Ҫак тӑрӑхри халӑха укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме пурӗ 2 банкоматпа 3 терминал вырнаҫтарнӑ. Урмаелти — 3-мӗш банкомат пулса тӑчӗ.

 

Концертӑн пӗр пайӗ
Концертӑн пӗр пайӗ

Иртнӗ шӑматкун, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Оринин Культура ҫуртӗнче концерт иртрӗ, ял халӑхне хӑйсен пултарулӑхӗпе Хорнуй ял тӑрӑхӗнчи (ҫак районтах) Тойкилтӗ культура ҫурчӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Хӗлхем» ансамбль савӑнтарчӗ.

Владимир Железнов ертсе пыракан ушкӑн хӑйӗн юрри-ташшипе вырӑнти халӑха тытканларӗ — вӗсен концерчӗнче чӑваш композиторӗсем кӗвӗленӗ юрӑсем те, тӗрлӗ халӑх ташшисем те пулчӗҫ.

Сӑнсем (18, пахалӑхӗ япӑхрах)

 

Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Лидия Филипповӑн «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт» кӗнекен хӑтлавӗ иртӗ, пуҫламӑшӗ 15 сехетре.

Лидия Филипповӑн ҫӗнӗ кӗнеки — хальхи ҫамрӑксем ҫинчен. Мӗнлерех вӗсем? Ура ҫинче ҫирӗп тӑма хӑнӑхнӑскерсем, аслисен сӑмахне хӑлхана чикме юратманскерсем. Ҫав вӑхӑтрах йӑнӑш ҫине йӑнӑш туса инкек-синкек час-часах кураҫҫӗ вӗсем. Чылай чухне ултавпа сутӑнчӑклӑх та вӗсемпе юнашар ҫӳрет.

Пӗр пинлӗ тиражпа Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ кӗнекере шӑп та лӑп ҫавӑн пек лару-тӑрусене ҫутатса панӑ та ӗнтӗ. Хальхи чӑваш литературипе кӑсӑкланатӑр пулсан — хӑтлава пыма чӗнетпӗр!

 

Пирӗн электронлӑ вулавӑшра паян «Ӗмӗр сакки сарлака» нумай томлӑ романӑн иккӗмӗш кӗнеки вырнаҫрӗ. Ӑна эпир 1989 ҫулта тухнӑ кӑларӑмран илтӗмӗр. Енчен те хальччен сирӗн ку хайлавпа паллашма майсем пулман пулсан — электронлӑ вулавӑшран илсе вулама пултаратӑр. Сӑмах май, пирӗн вулавӑшри романсен шучӗ ӑна шутласан 14 ҫитрӗ!

«Ӗмӗр сакки сарлака» роман пурӗ 6 кӗнекерен тӑрать. Пӗрремӗш кӗнекине Никифр Мранька 1959 ҫулта кӑларнӑ. Иккӗмӗшӗ, паян пирӗн электрнлӑ вулавӑшра вырӑн тупнӑскер, 1960 ҫулта кун ҫути курнӑ. Тепӗр ҫултан, 1961-мӗшӗнче, романӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Тӑваттӑмӗш кӗнеке вулакансем патне тепӗр 10 ҫултан ҫеҫ, 1971 ҫулта ҫитнӗ. Пиллӗкмӗш кӗнеке те хӑвӑрт ҫитмест — 1980 ҫулта пичетленсе тухать. Улттӑмӗш кӗнекене вара автор ҫырса ҫитереймест, вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрет. Ҫавах автор ҫырнӑ пая вулакан патне ҫитернӗ — вӗҫленмен хайлава «Тӑван Атӑл» журналта пичетлерӗ.

Ҫывӑх вӑхӑтра романӑн ытти кӗнекисене те вырнаҫтарма тӑрӑшӑпӑр — халӑх килӗштерсе вуланӑ хайлав электронлӑ вулавӑшра пулмаллах ӗнтӗ!

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/lib/haylav/5894.html
 

Преми лауреачӗн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли
Преми лауреачӗн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли

2012 ҫулшӑн литературӑпа ӳнер тата культура тытӑмӗнче палӑрнисене Трак енре Н. Янкас ячӗллӗ премие парассипе ҫыхӑннӑ сӗнӳсене йышӑнма тытӑнаҫҫӗ.

Кашни ырӑ япала, талант хӑйӗн хакне тивӗҫлех. Конкурса иртсе кайнӑ ҫул литературӑпа ӳнер тата культура шайӗнче Трак тӑрӑхӗшӗн ырми-канми ӗҫленӗ, вулакансемшӗн, куракансемшӗн уҫӑмлӑ, чун-чӗрене ҫывӑх пысӑк пӗлтерӗшлӗ сцена ӗҫӗсемпе, юрӑ-кӗвӗсемпе, куравсемпе, кӗнекесемпе, ытти литература ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ, хавхалантарнӑ ентешӗмӗрсем хутшӑнасса шанатпӑр эпир. Пулас лауреатсене ӗҫ коллективӗсенче тишкереҫҫӗ, пӗрлӗх канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухса пӗтӗмлетме сӗнеҫҫӗ.

Материалсем кӗтетпӗр. Правлени Красноармейски район администрацийӗн ҫурчӗн 107-мӗш пӳлӗмӗнче вырнаҫнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru/
 

Юрий Сементер автограф парать
Юрий Сементер автограф парать

Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекин «Чӑваш кӗнеки» вулав пӳлӗмӗнче пирӗн сумлӑ ентешӗн тата Чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн поэзи каҫӗ иртрӗ. Унта Вӗренӳ институтӗнче пӗлӗвне ӳстерекен чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем (ҫав шутра ҫак йӗркесен авторӗ те), Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем, Шупашкарти ентешлӗх тата тӗрлӗ ӳнер ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.

Уяв каҫӗнче сӑвӑҫӑ хӑй сӑввисене вуласа пачӗ. Пӗрремӗш сӑвва вара вӑл шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекенсене халалларӗ. Ун хыҫҫӑнхи сӑввине — хӑйшӗн пурнӑҫ тӗслӗхӗ пулса тӑнӑ Петӗр Хусанкая. Хусанкайпа чи малтан тата ӗҫе пула тӗл пулнӑ самантсене те аса илчӗ поэт.

Кунсӑр пуҫне ҫыравҫӑ Филипп Лукинпа килӗштерсе ӗҫлени, унпа пӗрле халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсем ҫырни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Уйрӑмах «Уҫланкӑри палан» юрӑ кун-ҫулӗ ҫинчен каласа пани кӑсӑклӑ пулчӗ пухӑннисене.

Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем поэзи каҫӗ тӗлне пысӑк парне хатӗрленӗ. Вӗсем Ю.С.Семенов — Сементер поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ «Чунра хӗмленнӗ йӗркесем» электронлӑ кӑларӑм пуҫтарнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3786, 3787, 3788, 3789, 3790, 3791, 3792, 3793, 3794, 3795, [3796], 3797, 3798, 3799, 3800, 3801, 3802, 3803, 3804, 3805, 3806, ... 4025
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 08

1947
78
Будников Александр Михайлович, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...