Чӑваш Ен Ҫӗнтерӳ кунне уявлама хатӗрленет. Яланхи пекех концертсем, куравсем пулӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки кӗнекесем кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак кун тӗлне ҫӗнӗ аллейӑсем тӑвӗҫ, конкурссем, акцисем йӗркелӗҫ. Ҫитес ҫул мероприятисем тата анлӑрах пулӗҫ. 2015 ҫулта Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитӗ.
Пултарулӑх конкурсӗсем старт илнӗ ӗнтӗ. Кӗвӗҫӗсем хушшинче патриотлӑх тата гражданлӑх темисемпе юрӑ хатӗрлес тӗллевпе «Ҫӗршывӑма савса юрлатӑп» конкурс иртет. Кунсӑр пуҫне «Истори — архив докуменчӗсенче» ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата таврапӗлӳ ӗҫӗсен конкурсне ӗҫсем йышӑнаҫҫӗ.
Иккӗмӗш ҫурҫулта Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа сценари пултарулӑхӗн конкурсне, «Эпир пурӑнмашкӑн астӑватпӑр: Таван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи манӑн ял (хула)» таврапӗлӳ конкурсне йӗркелӗҫ. Ҫитес ҫул ҫар тематикипе конференцисем, ҫавра сӗтелсем ирттерӗҫ, республикӑри 1941–1945 ҫулсенчи периодика изданийӗсен электрон пухмачне тӑвӗҫ, Борис Вахтин пьеси тӑрӑх «Эта синяя-синяя речка» (чӑв. «Ҫак кӑн-кӑвак юханшыв») спектакль премьерине кӑтартӗҫ, «Салют, Ҫӗнтерӳ!» гражданлӑхпа патриотлӑх акцине, алӗҫӗсен «Ҫӗнтерӳ паллисем» куравне йӗркелӗҫ.