Ермолаевӑн «Юрма» чӑх-чӗп фабрики Шупашкар районӗ тӑрӑх юхакан Йӑршу шывне вараланӑ. Кун пирки Шупашкар районӗн ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтерет.
Тӗрӗслевҫӗсем юханшыва 30 ҫухрӑм тӑршӗппе тӗпчесе тухнӑ — пулӑ виллисем чылай пулнине асӑрханӑ. Вӗсем шутласа кӑларнӑ пулӑсен шучӗ 1300-тен те иртнӗ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн юханшыври аммиак виҫи нормӑран 18 хут пысӑкрах пулни палӑрнӑ.
Ҫутҫанталӑка сиен кӳрессинчен сыхлав ӗҫӗсене чӑх-чӗп фабрики тахҫанах пӑрахӑҫланӑ — 20–30 ҫул каялла йӗркеленӗ каяш пухӑвне юсаман, тӗрӗслемен. Чӑх-чӗп пӑхне пула сиенленнӗ вӑрман та инҫетренех курӑнать. Йӑршу шывӗпе ҫынсем те выльӑх-чӗрлӗх те усӑ курнине шута илсен сиенӗ чӑн та пысӑк пулни палӑрать.
Ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура чӑх-чӗп фабрикине каяш пуххине юсаманшӑн, сиен кӳнине пӗлсе тӑркӑчах нимӗн туманнишӗн айӑплать.