Паян, авӑнӑн 16-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре Улатӑр районӗнчи Илгышево ялӗнче 49 ҫулхи хӗрарӑмӑн кил-ҫур таврашӗнче мунча хыпса илнӗ пулнӑ. Пӑтӑрмах тухнӑ сӑлтавӗ вара — тӗрӗс мар вырнаҫтарнӑ тата япӑх ӗҫлекен хутмалли кӑмакапа мӑрьи.
— Мунча ҫунма тытӑннине кил хуҫисем хӑйсемех асӑрханӑ, тӳрех вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене чӗннӗ. Пушара кӗске вӑхӑтрах сӳнтерме пултарнӑ пулин те мунча тӗппипех ҫунса кайнӑ, — пӗлтереҫҫӗ республикӑри Раҫҫей ПУ ИӖМ пресс-службинче.
Каярахпа, 12:14 сехетсенче ИӖМ управленине тата тепӗр шӑнкӑрав килнӗ — Кивӗ Вӑрмар ялӗнче те мунча хыпса илнӗ иккен. Турра шӗкӗр, пӑтӑрмахра никам та сусӑрланман. Пушар сӑлтавӗ вара — электричество техникипе тӗрӗс усӑ курманнинче пулнӑ.