Пӗр пин хыпар. Нумай-и? Сахал-и? Чӑн та, нумай мар. Ак Чӑваш Енӗн официаллӑ порталнех илер — 1996 ҫулта уҫӑлнӑранпа вӑл пурӗ миллион ытла хыпарпа тулнӑ. Пирӗн порталӑн вара, ҫак 1000 хыпарпа тулас тесе, 5 ҫул кӗтме тивнӗ. Аха, сӑмах ун пирки пырать — порталӑн чӑваш версийӗнче паян 1000-мӗш хыпар кун ҫути курчӗ.
Хыпарсен пайне йӗркеленӗ май ытти хыпар ресурсӗсене чылай тишкерме тиврӗ — вӗсен чи лайӑх енӗсене усӑ куртӑмӑр. Хыпарсене эпир туллин кӑтартма тӑрӑшатпӑр — сӑнсем, хушма каҫӑсем кӗртетпӗр. Ҫавӑн пекех вулавҫӑ хыпар тӑрӑхӗпе те паллашма пултарать — кашни хыпара тенӗ пекех эпир сайтри статьясемпе ҫыхӑнтаратпӑр. Хыпар кунӗнче ытти ҫул мӗн пулса иртнипе те паллашма май пур — ятарлӑ календарь хатӗрленӗ (сӑмах май, ун урлӑ вӑл кун мӗнле пулӑмсем пулса иртнипе те паллашма пулать). Унсӑр пуҫне вулавҫӑ кашни хыпар пирки хӑйӗн шухӑшне хӑварма пултарать.
Ҫитменлӗхсем те ҫук мар — йӑнӑшсем нумай, чылай чухне хыпарсем ытла та типӗ пулса тухаҫҫӗ, ҫыракансем сахал. Вӗсене тӳрлетес тесе пӗтӗм вӑя паратпӑр.
Пӗлме: чи пӗрремӗш хыпар 2005 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче ҫырӑннӑ — вӑл сайт движокне улӑштарни пирки ҫеҫ пӗлтернӗ. Район хыпарӗсене ҫутатнине илес пулсан сайтра ытларах Шупашкар районӗнчи (62 хыпар), Красноармейски районӗнчи (53 хыпар), Элӗк районӗнчи хыпарсем тӗл пулаҫҫӗ. Пӑрачкав (2), Ҫӗмӗрле (7), Улатӑр (7), Шӑмӑршӑ (8) районӗнчи хыпарсем вара —сахалрах. Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен тулашӗнчи хыпарсене ҫеҫ мар (Тутарстан — 44, Чӗмпӗр облаҫӗ — 22, Пушкӑртстан — 20, Мускав — 30), тӗнчере, Раҫҫейре пулса иртнӗ интереслӗ самантсене те ҫак хушӑра ҫутатнӑ.
Ытти уйрӑмсенчи хыпарсен шучӗ: вырӑслинче — 615, акӑлчанлинче — 47, эсперантолинче — 37.
Аксар Чунтупай // 4040.7.2761
2010.08.27 19:00 | |
Çапах та - маттур! Официаллă порталăн должноçпа ĕçлекен корреспонденчĕ миçе те (!) - вĕсемпе танлашма çук ĕнтĕ. Пирĕн кунта обществăлла корреспондентсем кăна ĕçлеççĕ - çавă паха. |