Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин пӗрремӗш президенчӗ Николай Васильевич Фёдоров хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявларӗ. Кӑҫал политик, Раҫҫейри ял-хуҫалӑх министрӗ 55 ҫул тултарчӗ.
Николай Васильевич Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тискер тӑшмана хирӗҫ юнлӑ кӗрешӗве тухнӑ паттӑр салтаксене, ӗҫ ветеранӗсене те ӑшшӑн саламларӗ.
Республикӑн пӗрремӗш президентне ӑнӑҫу, иксӗлми вӑй-хал, ҫирӗп сывлӑх сунас килет малашлӑхра тата ӳсемлӗрех ҫитӗнӳсем тумалла пултӑрччӗ.