Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Вӗрентекене тискеррӗн хӗненӗшӗн студента 7 ҫуллӑха колонине пӳрнеленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 10.05.2013 08:18 | 1175 хут пӑхнӑ

«Шупашкар хулинчи машин тӑвакан текникумра вӗренекен студента вӗрентекене тискеррӗн хӗненӗшӗн суд 7 ҫуллӑха колонийе ӑсатмалла тунӑ», — пӗлтереҫҫӗ Чӑваш Республикин прокуратуринче.

Следстви материалӗ тӑрӑх юпан 29-мӗшӗнче 19 ҫулхи Сергей Абржин техникум коридорӗнче вӗрентекенпе тытӑҫса илнӗ. Студента тата унпа тӑракан каччӑсене техникум преподавателӗ хӑйсене йӗркеллӗ тытмалли ҫинчен асӑрхаттару туни килӗшмен пулас.

«Ытти вӗрентекенсемпе студентсем умӗнчех Абржин тата следстви ятне-шывне тӗпчесе ҫитереймен каччӑсем преподавателе ураран ӳкерсе алӑпа-урапа ҫапса-тапса ҫав терийӗх хаяррӑн ватнӑ», — паллӑртаҫҫӗ следстви хутӗнче. Ҫак тискерлӗхе пула преподаватель хытах сусӑрланса инвалид тӑрса юлнӑ.

Хӑйне тунӑ айӑпа Абржин пайӑмлӑ ҫеҫ йышӑннӑ. Студент шухӑшӗпе вӑл вӗрентекен сӑмахӗсемпе килӗшсех кайман, вара чӑтса тӑраймасӑр преподавателе алла чышкӑласа питрен ҫиҫсе янӑ. Ҫакна пула вӗрентекен ура ҫинче тытӑнса юлаймасӑр бетонлӑ урай ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ.

Анчах судӑн медицина эксперчӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Сергей Абржин каланӑ сӑмахсем суя пулнине кӑтартнӑ. Пӗрре ҫапнипе тата ӳкнипе ҫавӑн йышши сурансем пулма пултарманнине ҫирӗплетнӗ суд эксперчӗсем.

Пӗлсе тунӑ ӗҫе пула ҫын сывлӑхне самаях хавшатнишӗн суд студента 7 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ тӳрлетекен колонине ямалла тунӑ.

#айӑплав, #студентсем, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем