Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Республикӑри кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем, Михаилпа Елена Протасовсем, каллех Эльбрус тӑвӗ ҫине хӑпарнӑ. Вӗсем 5642 метр ҫӳллӗшне 5 сехет ҫурӑра парӑнтарнӑ.
Ҫӑмӑл килмен вӗсене. Маларах юр вӑйлӑ ҫунӑ, 10 метр аякри те курӑнман. Ҫавна май альпинистсен ним курмасӑр Эльбрус ҫине хӑпарма тивнӗ.
Сӑмах май, унччен Протасовсем Килиманжаро тӑвне парӑнтарнӑ. «Ҫӳлте пӗр ансат япалана ӑнланатӑн. Чӗре юн хӑвалать кӑна мар, вӑл ура утма хирӗҫлесен сана малалла тӗкет. Операци пӳлӗмӗнчи эпир пациентсен чӗре таппине йӗркелетпӗр. Кунта вара хамӑрӑнне тӗрӗслетпӗр», — тенӗ Михаил Протасов. Вӑл – юн тымарӗсен хирургӗ тата пай заведующийӗ. Мӑшӑрӗ – тухтӑр анестезиолог-реаниматолог.
