 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Хальхи вӑхӑтра информаципе тивӗҫтересси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Уйрӑмах, хыпар-хӑнара чӑвашла вулама май туса парасси питӗ кирлӗ. Унччен эпир «Хыпарла» проект пуҫланӑччӗ, анчах вӑл эпир шаннӑ пек ӗҫлесе каймарӗ. Ытларах хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа парасшӑнскерсем пулчӗҫ. Тата пӗлтӗр Admin-ӑн укҫа-тенкӗрен тӑкаксем тупӑннӑран вӑхӑтра тӳлесе тӑрасси те йывӑр пулчӗ. Ҫак ҫитменлӗхсене тӗпе хурса эпир проекта ҫӗнӗлле хута ярас терӗмӗр — уйрӑм ҫынна тытас терӗмӗр.
Эпир шыратпӑр: чӑвашла лайӑх пӗлекен, политика тӗлӗшӗнчен ирӗклӗ, хӑйӗн шухӑшне уҫҫӑн калама пултаракан ҫынна. Пире республикӑпа ун тулашӗнче пулса иртекен ырӑ пулӑмсене палӑртакан, япӑххине сивлеме пултаракан ҫын кирлӗ. Студент-и вӑл, тивӗҫле канӑва тухнӑскер-и — пӗлтерӗшлӗ мар.
Пӗр кун хушшинче 10 хыпар ҫырмалла. Укҫине те ытларах уйӑрӑпӑр — уйӑхне 10 пин тенкӗ. Енчен те 10 хыпар ҫырма йывӑртарах пулсан — икӗ ҫынна явӑҫтарма тивӗ: пӗри 5 ҫырать, тепри 5. Уйӑхне ҫапла май 300 хыпартан кая мар пулмалла. Район хаҫачӗсенче ӗҫ укҫи 10 пин патнелле пулнӑран кирлӗ ҫын тупӑнасса шансах тӑратпӑр.
Мӗнле хыпарсене ҫутатмалла: республикӑра пулса иртекен мӗнпур пӗлтерӗшлисене. Ҫав шутра районсенче, ял тӑрӑхӗсенче, уйрӑм ялсенче пулса иртекен вырӑнти пӗлтерӗшлисене те манмалла мар (кунне унашкалли 1-2 хыпар кӗртме пулать тейӗпӗр). Хыпарта автор пӗтӗмлетӗвӗ, автор шухӑшӗ курӑнмалла. Культура, политика, спорт, вӗренӳ, ҫутҫанталӑк, ял хуҫалӑхӗ, экономика — хыпарсенче кашни пай валли вырӑн пулмалла.
Хальхи вӑхӑтра эпир кирлӗ ҫынна шыратпӑр. Енчен те сирӗн ҫак ӗҫе туса пырас кӑмӑл пур пулсан np@chuvash.org адреспа ҫыру ярӑр. Эпир сире хыпарсем тӑрӑх хаклӑпӑр, ҫавӑнпа та малтан вӗсене сайта кӗртмелле пулӗ (асӑрхарӑр пулӗ, Angelnas1992@mail.ru ятпа хыпарсем нумайланнине — ҫак студентка пӗр кандидатсенчен пӗри). Хамӑра кирлӗ журналиста тупиччен эпир вӗсемшӗн «Хыпарла» проектри пек тӳлетпӗр: сӑмахран, вырӑсларан куҫарнӑ хыпаршӑн 100, эксклюзивлишӗн — 200 тенкӗ. Концерт, спектакль е мероприяти пуласси пирки пӗлтерекен хыпарсем шутланмаҫҫӗ. Пӗр-пӗр ыйту сиксе тухсан ҫӳлерех асӑннӑ адреспа ҫырӑр, хуравлӑпӑр.
Сӑмах май, «Хыпарла» проектшӑн тӳлеме шантарнӑ укҫана майӗпен куҫарса пыма пуҫларӑмӑр (пӗлтӗрхи пуш тата ака уйӑхӗсемшӗн парса). Хальлӗхе ҫапла шут тытса: авторӑн 300 тенкӗ пухӑнмасӑр укҫа куҫармастпӑр. Ҫӗнӗ проектра укҫа ҫӑлкуҫӗ валли тепӗр спонсор тупса, ҫапла май 5 пин Админтан пулӗ, тата 5 пин — тепӗр спонстортан.
