Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хыпарла

Ӗнертенпе пирӗн сайтра «Хыпарла 2» проект ӗҫлет. Малашне хыпар ҫыракансен йышӗнче ятарлӑ икӗ ҫын пулӗ — эпир вӗсене укҫа тӳлесе тӑрӑпӑр. Калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх хыпарҫӑсен кунне 5-шер хыпар ҫырмалла.

Эпир суйлана ҫынсем: пӗри пиҫсе ҫитнӗ журналист Вера Эверкки (вӑл «Тӑван Ен» хаҫатра нумай ҫул ӗҫленӗ), тепри — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студентки Анастасия Владимирова (вӑл 3-мӗш курсра вӗренет).

Хыпарҫӑсем тӗрлӗ пулӑмсене ҫутатса тӑрӗҫ: Шупашкартисене те, республикӑрине те. Тулай чӑвашӗсен хыпарӗсем те пулӗҫ. Верӑпа Настя ӗҫӗ сирӗн кӑмӑла каясса шанса тӑратпӑр.

«Хыпарла 2» проект пуҫарнӑ май сирӗн хыпарсене те малтанхи пекех вырнаҫтарӑпӑр — «Хуш» каҫӑпа усӑ курса кӗртмелле ҫеҫ. Паллах, ытти хыпарсемшӗн малашне эпир укҫа тӳлеме пӑрахӑпӑр. Сӑмах май, «Хыпарла» проектри парӑма эпир майӗпен пӗтерсе пыратпӑр.

 

Хальхи вӑхӑтра информаципе тивӗҫтересси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Уйрӑмах, хыпар-хӑнара чӑвашла вулама май туса парасси питӗ кирлӗ. Унччен эпир «Хыпарла» проект пуҫланӑччӗ, анчах вӑл эпир шаннӑ пек ӗҫлесе каймарӗ. Ытларах хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа парасшӑнскерсем пулчӗҫ. Тата пӗлтӗр Admin-ӑн укҫа-тенкӗрен тӑкаксем тупӑннӑран вӑхӑтра тӳлесе тӑрасси те йывӑр пулчӗ. Ҫак ҫитменлӗхсене тӗпе хурса эпир проекта ҫӗнӗлле хута ярас терӗмӗр — уйрӑм ҫынна тытас терӗмӗр.

Эпир шыратпӑр: чӑвашла лайӑх пӗлекен, политика тӗлӗшӗнчен ирӗклӗ, хӑйӗн шухӑшне уҫҫӑн калама пултаракан ҫынна. Пире республикӑпа ун тулашӗнче пулса иртекен ырӑ пулӑмсене палӑртакан, япӑххине сивлеме пултаракан ҫын кирлӗ. Студент-и вӑл, тивӗҫле канӑва тухнӑскер-и — пӗлтерӗшлӗ мар.

Пӗр кун хушшинче 10 хыпар ҫырмалла. Укҫине те ытларах уйӑрӑпӑр — уйӑхне 10 пин тенкӗ. Енчен те 10 хыпар ҫырма йывӑртарах пулсан — икӗ ҫынна явӑҫтарма тивӗ: пӗри 5 ҫырать, тепри 5. Уйӑхне ҫапла май 300 хыпартан кая мар пулмалла. Район хаҫачӗсенче ӗҫ укҫи 10 пин патнелле пулнӑран кирлӗ ҫын тупӑнасса шансах тӑратпӑр.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Чӳк, 01

1896
130
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
96
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
96
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
93
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
68
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та