Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пирӗн ентеш, йывӑр атлетка, Раҫҫейри халӑхсен Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиадинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Алана Скрипко 77 килограмм тайман виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл штангӑна тӗртсе – 94 килограмм, тӗксе 125 килограмм пухнӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмӗшле 219 килограмм пухнӑ та ҫӗршыври чи вӑйлӑ йывӑр атлетсемпе пӗрле пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ку медаль Чӑваш Республикишӗн ҫӗршывра иртнӗ ӑмӑртусенчи черетлӗ ҫитӗнӳ пулса тӑнӑ.
Палӑртса хӑварар: Алана Скрипко Шупашкар хулинчи В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Раҫҫейри халӑхссен Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиади Свердловск облаҫӗнчи Тури Пышма хулинче иртнӗ.
