Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Анатолийпе Виталий Глазковсене пауэрлифтинг енӗпе «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята панӑ. Хушӑва РФ Спорт министерстви алӑ пуснӑ. Каччӑсем Суздаль хулинче иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ.
Анатолипе Виталий — йӗкӗреш. Куславкка каччисем Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче вӗреннӗ. Халӗ ӗҫлеҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах спорт валли вӑхӑт тупаҫҫӗ: ҫамрӑксем ӑсталӑхне Шупашкарти В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче аталантараҫҫӗ.
Виталий – паужрлифтинг енӗпе Ази первенствин ҫӗнтерӳҫи, Анатолий Раҫҫейри ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи тата призерӗ шутланать.
