Вӗренӳ
![]() Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнчи Вера Барко «Алӑкран кӑларса ярсан чӳречерен килсе кӗрет, — теҫҫӗ иккен Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Вера Барко пирки учительсем. Ачаранпах спортпа туслӑскер биатлона, акватлона, шывра ишессине, чупасси-сикессине кӑмӑллать тесе хыпарлать «Чӑваш хӗрарӑмӗ». «Зарницӑсене» Вера 7-мӗш класран тытӑнса пӗр сиктерми хутшӑнать-мӗн. Шел те, унӑн амӑшӗ ҫамрӑклах ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Ун чух виҫҫӗре пулнӑ хӗр пӗрчӗк ҫывӑх ҫыннине лайӑх астумасть те иккен. Кайран ашшӗ те чирлесе пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Халӗ Вера куккӑшӗпе инкӗшӗ патӗнче пурӑнать. Хӗр 11-мӗш класс хыҫҫӑн Вологдӑри ҫар училищине каяс ӗмӗтпе пурӑнать иккен. Ҫар психологӗ пуласшӑн-мӗн. Сӑмах май, хӗрсене ҫӗршыври ултӑ училищӗре йышӑнаҫҫӗ иккен: Сарӑту облаҫӗнчи Вольск ҫар училищинче, Питӗрти транспорт тата тыл академийӗнче, Пензӑри артиллерипе инженери институтӗнче, Ростоври ракета ҫарӗсен ҫар институтӗнче тата Новочеркасскри аслӑ ҫар училищинче. Ҫулсерен Раҫҫей ҫар училищисене 20–30 хӗре ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ иккен. Конкурс калама ҫук пысӑк-мӗн — пӗр вырӑна 40 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |