![]() хальхи гидроагрегат «РусГидро» АУО уйрӑмӗ шутланакан Шупашкар ГЭСӗнче 13 тата 14 номерлӗ гидроагрегатсене ҫӗнетме пуҫланӑ. Оборудование улӑштарассине 2011 ҫулта палӑртнӑ техника ҫӗнетӗвӗ тата юсавӗн программипе килӗшӳллӗн пуҫланӑ. 27 ҫул ӗҫленӗ агрегатсене ҫӗннипе, Швейцаринчи АВВ кӑларнӑ «Unitrol 6800» системӑпа улӑштарӗҫ. Тӑвӑмпа техника хӗсмечӗн технологиллӗ управлени ушкӑнӗн ертӳҫи Алексей Русинов пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнетӳсем оборудованин шанчӑклӑхӗпе хӑрушлӑхсӑрлӑхне ӳстерме май парӗ, тата ӑна малашне тытса-пӑхса тарас ӗҫ те ҫӗмӑлланма тивӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ял уявӗнче Авӑнӑн 3-мӗшӗнче Тутаркасси ял тӑрӑхӗнчи (Шупашкар районӗ) Тури Макаҫ ял уявне паллӑ тунӑ. 250 ҫул каялла йӗркеленнӗ ҫак ял. Хастарсем ял кун-ҫулӗ пирки стенд, алӗҫ ӑстисен тата кӗрхи тулӑх пахча-ҫимӗҫ куравне йӗркеленӗ. Уява авалхи чӑваш йӑли-йӗркипе пуҫланӑ. Пухӑннисене Тутаркасси ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ А. Елимов, ял старости В. Филиппов, Тутаркасси ял тӑрӑх депутачӗ Л. Кириллова саламланӑ. Алексей Александрович ялти ватӑсене, тин ҫуралнисене парнесемпе дипломсем панӑ, ялти чи лайӑх ҫуртсемпе чи лайӑх хуҫалӑхсене палӑртнӑ. Ҫӑкалӑхьял тата Урай Макаҫ ял клубӗсен, Котеркассинчи Фольклор ҫурчӗн илемлӗх коллективӗсем, Тутаркассинчи Тӗп культура ҫурчӗн «Хӗлхем» ташӑ ушкӑнӗ куракансене хӑйсен ташши-юррипе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе Элӗк районӗнче пулнӑ. Чи малтанах Элӗкри «Новый путь» (Ҫӗнӗ ҫул) хуҫалӑх ӗҫӗпе паллашнӑ. Ӗҫлес енӗпе ҫак пӗрлешӳ республика шайӗнче те, районта та малтисен ретӗнче шутланса тӑрать. Ҫӗнетӳсем те ҫук мар вӗсен. Сӑмахран, Юлӑш ферминче ҫу туса кӑларма май паракан тавар фермине хута яма шутлаҫҫӗ — унта 200 пуҫа яхӑн ӗне вырнаҫайӗ. Паянхи кун унта хӗрӳ ӗҫҫи пырать — ҫанталӑка пӑхмасӑр кашни кунпа туллин усӑ курса ӗҫлеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи тӑкаксене кура хуҫалӑхра выльӑх апатне ик-виҫ ҫуллӑха хатӗрленӗ. 180 пуҫ выльӑх усрамалли пӑрусен фермине те ҫӗнӗрен хӑйсен укҫи-тенкипе ҫӗнетме шутлаҫҫӗ. Малалли ҫула тухас умӗн Чӑваш Ен Элтепӗрӗ ял ӗҫченӗсене тӑрӑшуллӑ ӗҫлеме вӑй-хал сунмасӑр хӑварма пултараймарӗ. Ӗҫлӗ ҫулҫӳрев Йӑлкӑш шкулне ҫитсен хӑнасем шкула кайма вӑхӑт ҫитмен ачасемпе калаҫу ирттернӗ. Пепке пахчи ертӳҫи Альбина Егорова ушкӑна 20 ача ҫӳрени пирки пӗлтернӗ. Йӑлкӑш шкулне вара ултӑ ялтан пурӗ 60 ача ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш патшалӑх филармонине йӗркеленӗренпе авӑнӑн 3-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх хорӗн (1939 ҫултанпа — Юрӑпа ташӑ ансамблӗ), симфони тата вӗрсе калакан оркестрсене пӗрлештернӗ. Унсӑр пуҫне филармони ҫумӗнче ҫамрӑк мусӑкҫӑсен — Шупашкарти музыка техникумне пӗтернисен — хӗлӗхпе калакансен квартечӗ чӑмӑртаннӑ. Кӗсле калакансен ансамблӗ те йӗркеленме пуҫланӑ. 1959 ҫулта 325 вырӑнлӑ концерт залне хута янӑ. Филармонин пӗрремӗш директорӗ — Иосиф Люблин композитор тата пианист. Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ учреждени республикӑри культура пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать. Вӑл классикӑна, хальхи вӑхӑтри (ҫав шутра чӑваш профессионал музыка ӳнерӗнче те) хайлавсемпе халӑха савӑнтарать. Филармонин пултарулӑх йышӗнче ҫак ушкӑнсем ӗҫлеҫҫӗ: «Ҫавал» фольклорпа эстрада, «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗсем, «Чӑваш Ен» ушкӑн, камерлӑ оркестр, музыка лекторийӗ, хӑйне евӗрлӗ жанр артисчӗ Святослав Шаронов, миниатюра театрӗ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн пӗлтерӗшлӗ проекчӗсен хушшинче халӑхра палӑрнисем: «Нарспи» мюзикл, «Авалхи сас» музыкӑпа театрализациленӗ программа (вӗсене ЧР Президенчӗн гранчӗн укҫипе кӑларнӑ), ачасен чӑваш юррин «Мехел» республика телекурав конкурсӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑрнар районӗнчи Малтикас Шӗкӗр ялӗ ҫумӗнче икӗ ферма тума тытӑннӑ — вӗсенче пурӗ 1000 ӗне вырнаҫма пултарӗ. Вӗсене иккӗшне 40 ӗне харӑс сума май паракан пӳлӗм пӗрлештерсе тӑрӗ. Хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ — пӗрремӗш пайне кӑҫалах, чӳк уйӑхӗнчех туса пӗтерсе хута ярасшӑн. 2012 ҫулта пӗтӗм ӗҫе вӗҫлемелле. Хальхи вӑхӑта илес пулсан никӗсне ярса пӗтернӗ, тимӗр кӑшкарне хатӗрлеҫҫӗ. Фермӑсене туса ҫитерсенех хуҫалӑх ӑратлӑ ӗнесем туянма палӑртать. Хуралтӑсен пӗтӗмӗшле хакӗ 177 миллион тенкӗпе танлашать. Пӗр пин ӗне вырнаҫтарма юрӑхлӑ ҫӗнӗ фермӑсене илес пулсан — республикӑра ку виҫҫӗмӗш пулӗ. Пӗри Тӑвай районӗнче ӗҫлет, иккӗмӗшне Муркашра хӑпартаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх министерстви шаннӑ тӑрӑх кунашкал хуҫалӑхсем республикӑра сӗт суса илессине самай пысӑклатма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Акӑ, каллех, авӑнӑн 7-мӗшӗ ҫитрӗ — паян Чӑваш халӑх сайчӗн пӗрлӗхе йӗркеленнӗренпе 6 ҫул ҫитрӗ. Чи малтанах, пӗлетӗр ӗнтӗ, 2005 ҫулта ҫак кун Чӑваш халӑх канашлӑвӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярах вара Чӑваш халӑх сайчӗ, унӑн тӑванла сайчӗсем хушӑнма пуҫланӑ. Ҫулталӑк хушшинче мӗнле улшӑнусем пулса иртрӗҫ-ха? Чи малтанах ӗнтӗ электронлӑ вулавӑш калӑпӑшӗ самай ӳснине асӑнас пулать — 12 уйӑх хушшинче пӗр пин ҫурӑ хайлавпа вӑл пуянланчӗ. Тетелте ятарлӑ чӑвашла каналсем тухсан вӗсене хамӑр патӑмӑрта та вырнаҫтартӑмӑр. Пӗр енчен пирӗн сайта та пуянлатать, тепӗр енчен халӑха вӗсен ӑшлӑхӗпе паллаштарать. Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелчӗ — унта икӗ ҫӗнӗ словарь хушӑнчӗ, шырав майӗсем пуянланчӗҫ. Ятарлӑ лавкка та ӗҫлесе кайрӗ — «СУМ» ятлӑскер. Ӗҫне чӑн та нумай тунӑ, тата нумайрах тумалла. Асилтеретпӗр, пирӗн пӗрлӗх сайчӗ темиҫе пайран тӑрать: канашлу (чи пысӑк пай); информаци пайӗ (кунта тӗрлӗ текстсем вырнаҫнӑ); сайтҫӑсен пайӗ (ӑна усӑ курса ентешсем пӗр-пӗрне шыраса тупма пултараҫҫӗ); календарь (тӗрлӗ пулӑмсен ҫӑмхи); хыпарсем (вӗсем пирӗн порталта ытти пайсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ — календарьпе те, сайтри информаципе те); паллашу кӗтесӗ; электронлӑ вулавӑш (ӑна уйрӑм сайт теме те юрать); кун кӗнекисем (ку пайра кашни хӑй шухӑшне пӗлтерме пултарать). |
![]() Иртнӗ кану кунӗнче Елчӗкри ипподромра ҫуллахи сезон хупӑннӑ ятпа лаша спорчӗн уявӗ иртнӗ. Унта Елчӗк, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Вӑрмар, Комсомольски, Пӑва (Тутарстан) районӗсенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи лаша спортне юратакансем хӑйсен урхамахӗсемпе ӑмӑртнӑ. Лашасене чуптарни — куракансем чӑннипех юратакан, кӗтекен ӑмӑртусенчен пӗри. Кӗрхи ӗҫсен хӗрӳ тапхӑрӗ пырать пулин те ипподрома хальхинче те халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Пӗчӗк урапа кӳлнӗ рысаксен чупӑвне 12 экипаж хутшӑннӑ. Вӗсем икӗ ҫаврӑмлӑ, 1600 метрлӑ дистанцире мӑшӑрӑн чупса тупӑшнӑ. Унта чи лайӑх вӑхӑт кӑтартнӑ 5 экипаж ҫӗнтерӳҫӗ ята ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. И.Галимзянов (Пӑва) тытса пыракан «Пульман» рысак финиша чи малтан ҫитнӗ. Анчах Чӗмпӗртен килнӗ тӗп судья, Раҫҫей категориллӗ судья В.Марков «Пульман» юрттӑн чупмалли дистанцире сиккипе чупнине асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш ҫӗрӗнче вӗренӳ заведенийӗсен шучӗ пурӗ пӗр пин ытла. Вӗсенчен ҫурри — вӗтӗмешле пӗлӳ паракан шкулсем. Професилле пӗлӳ паракансем 60 ытла, ҫав шутра пуҫламӑш професилле пӗлӳ паракансем 17, вӑтам — 27, аслӑ пӗлӳ паракансем — 26. 130 пине яхӑн шкул ачи вӗренет, 100 пине яхӑн студент ӑс пухать. 12 пин те 600 ача кӑҫал пӗрремӗш хут, пӗрремӗш класа кайӗ — пӗлӳ пухма пуҫлӗ. Шкул ачисем, студентсем, вӗсене ӑс паракан вӗрентекенсем! Сире пурне те Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлатпӑр! Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем сунатпӑр! Эсир тӑрӑшса вӗреннине вӗрентекенсем тӗрӗс хак пама пултарччӑр! |
![]() Ӗмпӗрт Туҫа ялӗ, Олеся Васильева сӑнӗ Ҫулла Тавӑшкасси ял тӑрӑхӗн ялӗсенче те ял урамӗсен уявӗсене ирттересси йӑлана кӗрсе пырать. Нумай пулмасть ҫакӑн пек уяв Ӗмпӗрт Туҫа ялӗнче пулса иртрӗ. Кунӗ те ятарласа тенӗ пек ҫав тери хӗвеллӗ те уяр тӑчӗ. Ял уявне Головина Елена уҫрӗ. Унтан культура ҫурчӗн ҫумӗнчи пултаруллӑх ушканӗ «Пилеш» ятлӑ концертпа савӑнтарчӗ. Программӑра илемлӗ юрӑ-ташӑ, кулӑшла юптарусем, хайлавсем пулӗҫ. Ял ҫыннисем, килнӗ хӑнасем тӗрлӗрен ӑмӑртусенче хутшӑнчӗҫ, пӗрле юрларӗҫ, ташларӗҫ, кайран вара пулӑ шӳрпипе сӑйланчӗҫ. Уявра чи ватӑ та сумлӑ участнике 84 ҫулхи Смирнов Александр Лаврентьевича, 80 ҫулхи Лебедев Рюрик Петровича, халӗ те паянхи кун та кил хушшинче выльӑхсемпе пыл хурчӗ те ӗрчетекене, хӑйсен хушма хуҫалӑхӗнче илемлӗ кил-ҫурт типтерлӗх, йӗри-тавра илемлӗ чечексем ӳстерекенсене Мочалов Анатолий Викентьевичпа Зинаида Аверкиевнӑсем ҫак уявра парне илме тивӗҫле пулчӗҫ. Юбилейсемпе ҫуралнӑ кунсемпе халалласа юрӑ-ташӑсем пулчӗҫ. Уяв ташӑ-юрӑпа вӗҫленчӗ. Раманкассинче пурӑнакансем пухӑннӑ хӑнасем савӑнӑҫлӑ пит куҫпа алран-алла тытӑнса килӗсене саланчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хаклӑ шкул ачисемпе студентсем, педагогсем тата вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗ! Хисеплӗ ентешсем!
Пӗлӳ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пуян кӗрекеллӗ кӗркуннен пӗрремӗш кунӗнче эпир ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне пуҫлатпӑр. Шкул шӑнкӑравӗн янравлӑ сасси Чӑваш Енри пилӗк ҫӗр шкулти партӑсем хушшине ларакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр вӗренекене ырӑ сунса саламлӗ. Шкула пуҫласа каякан ачасене — кӑҫал вӗсен хисепӗ вуникӗ пин те ултҫӗр пепке — уйрӑммӑн ырӑ сунса хӑварас тетӗп. Паян эсир аслӑ пӗлӳ тӗнчине кӗретӗр, хӑвӑршӑн ҫӗнӗ, шкул пулӑмӗсемпе пуян пурнӑҫ тапхӑрне пуҫлатӑр. Шкул ҫулӗсем сире ҫӗнӗ пӗлӳ парнелеччӗр тата тӗлӗнмелле тӗпчевсемпе ҫитӗнӳсем тума хавхалантарччӑр! Юлашки вӑхӑтра пирӗн республикӑра пӗлӳ тытӑмӗнче палӑрмаллах улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Шкултан вӗренсе тухакан ҫамрӑксен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ хӑйсен пӗлӗвне аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче малалла туптать. Ҫакӑ ҫитӗнекен ӑру пурнӑҫ ҫулӗпе малалла ӑнӑҫлӑ утассине ҫирӗплетет. Паян Чӑваш Ен яш-кӗрӗмӗ хӑйӗн ҫинчен экономикӑра та, политикӑра та, ӑслӑлӑхпа вӗренӳре те, сывлӑх сыхлавӗпе культурӑра тата спортра та тивӗҫлипе пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |