Тӑхӑрьял тӑрӑхӗн вӑтӑр виҫӗ паллӑ ҫыннине пӗлет чӑваш тӗнчи. Акӑ халӗ тепӗр писатель ячӗ хушӑнчӗ. Вӑл тахҫанах палӑрнӑ ҫыравҫӑ ӗнтӗ. Хусанти «Сувар» хаҫат редакторӗ пулнӑ журналист, ҫивӗч статьясен блогерӗ Константин Малышев.
Костя Малышев мана паянхи чӑваш литературин Пуҫламӑш тапхӑрне ҫаврӑнса пӑхтарать. Аса илнинчен, ачалӑха сӑнланинчен пуҫланӑ нумайӑшӗ литература ӗҫне. Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ, Трубина Мархви, Хумма Ҫеменӗ, Карачӑм Харлампьев, Мария Ухсай ҫырнисем ӗмӗрлӗх палӑкӗсем пулса юлчӗҫ. Чалтан вӑрҫин хӑйӗн синкерлӗ ӑрӑвӗ пулчӗ. Ун ҫинчен те ачалӑх куҫӗ витӗр сахал мар ҫырӑнчӗ. Эпӗ чӑвашла вуланисенче вӑл вӑхӑтӑн тӗрӗсне ӑнланманнине мухтани кӳрентерчӗ. Вӑхӑт урапи пурне те пӗр касмасть ҫав! Халӗ чӑнлав (документлӑх) никӗсӗ вӑйланчӗ, илемлӗ хайлавсем тепӗр хут чӑн пуррипе никӗсленсе тухма пуҫларӗҫ. Вӗсенче самана сӑн-сӑпачӗ витӗмлӗрех палӑрать. Константин Малышев кӗнекинче ХХ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗсем ытарлӑн та, тӳррӗн те тӗрӗс ӳкерӗнсе пичетленнӗ.
Унӑн «Ачалӑхӑм» калав кӗнеки Чӑваш кӗнеке кӑларӑшӗнче кӑҫал селӗм пахалӑхпа, хытӑ хуплашкапа, фотосӑнсемпе, 800 экземплярпа пичетленсе тухнӑ.
(«Пуҫ сырман шухӑшсем» кӗнеке ҫинче шухӑшласа ларнинчен)
Анатолий Малышев, Тутарстанри чӑвашсен ҫивӗч ҫыравҫи, хӑйӗн 80 ҫулне сӑвӑпа пӑрасна (проза) кӗнекине пичетрен кӑларса паллӑ турӗ. Пысӑк та хитре кӗнеке, ӑна мана Тимӗр Тяпкин хак пама хистесе парнелерӗ. «Пуҫ сырман шухӑшсем» (Нецеремониальные мысли) ятлӑскер (Ш., Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2020. 264 ен.), тӳрех пуҫа ватма хистет — аха, туйра ҫӗнӗ ҫынна пуҫ сырса хӗртен арӑм тӑваҫҫӗ, кунта вара ватӑ ӑсчах мӗн-ма-ши хӑйӗн шухӑшӗсене туй хисепӗсӗр (церемонийӗсӗр) хӑварнӑ?
Кӗнеке тӑватӑ пайлӑ — сӑвӑсемпе поэмӑсем; калавсемпе повеҫсем; юмахсем; публицистика. Унӑн пуҫне те, хыҫне те, урине те йӗркеллех сырнӑ. Ытлах тиркес тесен, умсӑмах ҫуккишӗн тата аннотацие («ҫак кӑларӑма тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ пичетленмен хайлавсем кӗнӗ» тенине) пухчӑ вӗҫне лартнишӗн шӑрпӑкласа илме юрать, мӗншӗн тесен капла туни ГОСТ хушнине итлеменни пулать. «Пичетленменнисем» тени те тӗрӗсех мар пуль... Сахал мар вуланӑ ҫке-ха «Сувар» хаҫатра Анатолий Малышевне те, Маланмер эль — Пӳркелне те (асӑрха та асту — пирӗн мучук Пӳркел ялӗнчен вӗт!
Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Тутарстанри Пӑва районӗнче Пӳркелте Хӑят йӑла уявӗ иртнӗ. Унта Рункӑ, Пӑрӑнтӑк, Шемек ялӗсенчи фольклор ушкӑнӗсем пырса ҫитнӗ, ачасен ушкӑнӗсем пултарулӑхне кӑтартнӑ.
«Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, уява вырӑнти Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе ЧНКЦ хастарӗсем йӗркеленӗ. Иван Юркин музейӗнче уяв малалла тӑсӑлнӑ.
Хӑят уявне пӳркелсем ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ иккен. Улӑхра хӑят чечекӗ ҫеҫкене ларнӑ вӑхӑтра. Ҫак чечек ял уявӗн элемӗ пулса тӑрать-мӗн. Ӗлӗк ҫынсем хӑят чечекӗн ҫак кунхи асамлӑ вӑйне ӗненнӗ. Вӑйӑра алӑра кӗрен чечек тытса утнӑ. Ҫӗрӗпе юрланӑ хыҫҫӑн ҫамрӑксем ҫак чечеке учӳк кӳллине пӑрахнӑ, унӑн шывӗпе ҫӑвӑнса вӑй-хӑват илнӗ те килӗсене саланнӑ.
Ҫак уйӑхра Тутар Республикинче харӑсах темиҫе районта чӑваш уявӗсем иртмелле. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри ентешӗмӗрсен «Сувар» хаҫачӗ халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ.
Ҫак вырсарникун, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, Павлӑ районӗнче Ҫимӗк уявне палӑртӗҫ. Тепӗр 5 кунтан, 28-мӗшӗнче, Аксу районӗнчи Сӗнчелӗнче авалхи праҫниксенчен пӗрне — Уяв — йӗркелӗҫ. Тепӗр кунхине Элмет районӗнчи Суркинӑра Учук фестивалӗ иртмелле. Ҫав кунах Пӑва районӗнчи Пӳркелӗнче те ҫынсене савӑнӑҫлӑ мероприяти — Хӑят уявӗ — пухӗ. Уйӑхӑн юлашки кунӗнче вара Нӑрлатра Уяв иртӗ.
Нумай пулмасть, пушӑн 23-мӗшӗнче, Тутарстанри Пӳркел ялӗнче Иван Юркинӑн 150 ҫулне паллӑ турӗҫ. Шавлӑ иртрӗ уяв — унта тӗрлӗ енчи чӑвашсем пухӑнчӗҫ — ял халахӗ, Хусанти, Шупашкарти хӑнасем. Чӗмпӗр, Мускав, Теччӗпе Пӑва тӑрӑхӗсенчен те ҫитрӗҫ.
Уяв ялти Культура ҫуртенче 11 сехетре пуҫланчӗ. Пухӑннӑ хӑнасене Пӳркел ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем питӗ чаплӑ концерт йӗркелесе пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Уява Пӳркел шкулӗн вӗрентекенӗ Марина Вериялова ертсе пычӗ.
Хӑнасем Юркка Иванӗ пурӑннӑ ҫурт патне те ҫитсе курчӗҫ — кунта асӑну хӑми уҫрӗҫ. Иван Николаевич чул ҫурчӗ клубран инҫе мар вырнаҫнӑ, вӑл питӗ тирпейлӗ курӑнса тӑрать. 1988 ҫултанпа унта музей вырнаҫнӑ. Музее тытса, пӑхса, пуянлатса тӑраканни — чӑваш халӑх академикӗ Анатолий Малышев.
Сӑнсем (42)
Ульяновск хулин «Губернаторский» Культура керменӗнче облаҫри чӑваш юрӑҫисен XI «Чӑваш шӑпчӑкӗ» фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Юрӑҫсен ӑмӑртӑвне ертсе пыма Шупашкартан ятарласа «Асамат» ушкӑн ертӳҫи Леонид Антонов килнӗ. Валентина Тарават, Светлана Печникова пек искусство ӗҫченӗсем хутшӑнни мероприяти шайне ҫӗклерӗ.
Конкурса хутшӑнакан яшсемпе хӗрсен пултарулӑхне хак паракан сумлӑ жюри хушшинче Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем те пур. Ку, паллах, хальхи вӑхӑтра Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан тутарстансене хумхантарать те, хавхалантарать те. Пӗр сӑмахпа каласан мӑнаҫлӑх ҫуратать! Жюри председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлама «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑнӑн ертӳҫине Алексей Наумов композитора шанса панӑ. Куракансем хушшинче тӑхӑрьялсем нумай пулни сисӗнет.
Тутарстансем йышпа кӑна мар, талантпа та ирттереҫҫӗ. Конкурсантсен хушшинче Нурлат районӗнчен тухнӑ хӳхӗм юрӑҫ Катя Артемьева пултарулӑхӗпе палӑрчӗ. Чи савӑнмалли вара жюри пӗтӗмлетӗвӗнче пулчӗ. Гран-прине ҫӗнсе илекенӗ Пӑва районне кӗрекен Шемек ялӗнче ҫуралнӑ чиперкке Екатерина Карамзина пулчӗ. Вӑл Шемек тата Пӳркел ялӗсен шкулӗсенче вӗреннӗ, халӗ Ульяновскра авиаци институтӗнче пӗлӳ илет.
«Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Тутарстанра «Чӑваш пики» конкурс тапхӑрӗ пырать. Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнче ҫак районти чи хитре, ҫепӗҫ те пултаруллӑ, чи хӳхӗм те тӑрӑшуллӑ хӗрсем Пӑва тӑрӑхӗнчи «Чӑваш пики» ята тивӗҫлӗ пулас тесе тупӑшрӗҫ. Ӗлӗк чипер хӗрсене ӗҫре, вӑйӑра суйланӑ. Хальхи саманара пикесене конкурссенче суйлаҫҫӗ. Теветкелленсе сцена ҫине тухнӑ хӗрсем пурте хӑйне кура илемлӗ, ҫепӗҫ. Хӑйсене тыткалани, утти, кулни-калаҫни те вӗсен килӗшӳллӗ. Жюри вӗсене тӗрлӗ енлӗ хакларӗ: илемлӗхӗпе, пултарулӑхӗпе, чӑваш халӑхӗн тутлӑ апачӗсене мӗнлерех пӗҫернипе, литература тата йӑла-йӗрке пӗлӗвӗсемпе.
Хӑшӗ юрӑпа каласа пачӗ хӑйӗн ҫинчен, теприн ҫинчен унӑн вӗрентекенӗ пӗлтерчӗ, хальхи технологи пулӑшӑвӗпе те усӑ курчӗҫ, чӑваш фольклор тӗсӗпе усӑ курса та хӑйсем ҫинчен каласа пама пултарчӗҫ вӗсем.
Виҫӗ тӗслӗ тумпа хӑйсене кӑтартрӗҫ чиперккесем. Юлашкинчен шурӑ туй кӗпи тӑхӑнса тухнӑ хӗрсене курсан нумай каччӑн чӗри тухса тарасла тӑпӑртатрӗ-тӗр. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесем парса саламланӑ вӑхӑтра Рункӑ Культура ҫуртӗнчи оркестрӑн сасси ытти чухнехинчен савӑнӑҫлӑрах та уҫҫӑнрах янӑрарӗ.
Чӳкӗн 13-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Пӳркел ялӗнчи Культура керменне ирех халӑх пуҫтарӑнма пуҫларӗ. Кунта ҫав кун ҫакӑнта ҫуралса ӳснӗ чӑвашсен чаплӑ ҫыравҫине, куҫаруҫине, публицистне, экономистне, обществӑлла деятельне Д.П.Петров-Юмана Асӑну хӑми уҫрӗҫ. Пӑва тӑрӑхӗнчен тухнӑ чаплӑ ҫынсене ҫакӑн пек Асӑну хӑмисем уҫни йӑлана кӗрсе пырать. Нумаях та пулмасть Хирти Кушкӑра Н.Симунова, Ҫӗнӗ Мертлӗре А.Кӑлкана, Альшихре Н.Петровскаяна, Раккассинче В.Урташа, Пӳркелӗнче В.Ухлине ҫавӑн пек чыс тунӑ хыҫҫӑн пӳркелсем кӑҫал Мӗтри Юман 125 ҫул тултарнине халалласа тепӗр пӗчӗк палӑк уҫма вӑй ҫитерчӗҫ. Мул енӗпе ҫак ӗҫре «Вамин-Буа» агрофирма пулӑшрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |