«Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Тутарстанра «Чӑваш пики» конкурс тапхӑрӗ пырать. Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнче ҫак районти чи хитре, ҫепӗҫ те пултаруллӑ, чи хӳхӗм те тӑрӑшуллӑ хӗрсем Пӑва тӑрӑхӗнчи «Чӑваш пики» ята тивӗҫлӗ пулас тесе тупӑшрӗҫ. Ӗлӗк чипер хӗрсене ӗҫре, вӑйӑра суйланӑ. Хальхи саманара пикесене конкурссенче суйлаҫҫӗ. Теветкелленсе сцена ҫине тухнӑ хӗрсем пурте хӑйне кура илемлӗ, ҫепӗҫ. Хӑйсене тыткалани, утти, кулни-калаҫни те вӗсен килӗшӳллӗ. Жюри вӗсене тӗрлӗ енлӗ хакларӗ: илемлӗхӗпе, пултарулӑхӗпе, чӑваш халӑхӗн тутлӑ апачӗсене мӗнлерех пӗҫернипе, литература тата йӑла-йӗрке пӗлӗвӗсемпе.
Хӑшӗ юрӑпа каласа пачӗ хӑйӗн ҫинчен, теприн ҫинчен унӑн вӗрентекенӗ пӗлтерчӗ, хальхи технологи пулӑшӑвӗпе те усӑ курчӗҫ, чӑваш фольклор тӗсӗпе усӑ курса та хӑйсем ҫинчен каласа пама пултарчӗҫ вӗсем.
Виҫӗ тӗслӗ тумпа хӑйсене кӑтартрӗҫ чиперккесем. Юлашкинчен шурӑ туй кӗпи тӑхӑнса тухнӑ хӗрсене курсан нумай каччӑн чӗри тухса тарасла тӑпӑртатрӗ-тӗр. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесем парса саламланӑ вӑхӑтра Рункӑ Культура ҫуртӗнчи оркестрӑн сасси ытти чухнехинчен савӑнӑҫлӑрах та уҫҫӑнрах янӑрарӗ.
Камсем-ха вӗсем конкурсра ҫӗнтерекен хӗрсем? Хусанта иртекен конкурса ҫичӗ хӗртен пӗри кӑна каймалла-ҫке. Жюри пӗтӗмлетӗвӗпе Пӑва районӗнчи «Чӑваш пики» ята Рункӑ ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ, спортпа туслӑ, тухтӑр пулма ӗмӗтленекен Ольга Курикова ҫӗнсе илчӗ. Вице-мисс ятне Марина Краснова (Мӑкӑр ялӗнчен) тивӗҫлӗ пулчӗ. Ытти номинацисене ҫапларах пачӗҫ: «Хӳхӗм пике» — Виктория Павлова (Альших), «Ҫепӗҫ пике» — Алевтина Григорьева (Кипеккасси), «Ӑста пике» Нина Тихонова (Элшел), «Кӑмӑллӑ пике» Екатерина Мужикова (Пӳркел), «Сӑпайлӑ пике» Алена Трофимова (Кӗҫӗн Пӳркел). Куракансем, алӑ ҫупса саламланисӗр пуҫне хӗрупраҫсене Пӑва муниципаллӑ районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Н.Егоров, районти культура уйрӑмӗн тӗп специалисчӗ В.Евдокимова, Пӑвари машина тӑвакан заводӑн представителӗ парнесем парса ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ. Тӑкаксене хӑйсем ҫине илнӗ В.Сидоров, А.Ильин усламҫӑсене, районти культура уйрӑмне тав сӑмахӗсем каларӗҫ.
«Ҫак уявра чӑваш пикисем епле пултаруллӑ та чипер пулнипе савӑнса лартӑм», — терӗ ҫамрӑк хӗрсене курма килнӗ сумлӑ ватӑ М.С.Гордеев. Ҫакӑнта хутшӑнни вӗсемшӗн питӗ усӑллӑ. Мӗншӗн тесен сцена ҫине улӑхса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма пурте пултараймаҫҫӗ, унта нумай хатӗрленмелле: хӑйсене тыткалама та, калаҫма та, юрлама-ташлама та пӗлмелле. Ку вара вӑл — ӗҫ. Самана улшӑнса пырать пулсан та чӑваш пикисем хӑйсен пурнӑҫри пӗлтерӗшне ҫӳлте тытса пырасса шанас килет», — терӗ вӑл.