Мартӑн 19-мӗшӗнче 72 ҫула кайса пиртен Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи паллӑ журналист, поэт, прозаик Анатолий Григорьевич Дмитриев (Анатоли Ырьят) шалкӑм ҫапнине пула ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ.
Вӑл Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккассинче 1949 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1966 ҫулта Элшел шкулӗнчен вӑтам пӗлӳ илсе тухнӑ. Вунӑ ҫул шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1996 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ. 1990 ҫултан тытӑнса 2015 ҫулччен Чӗмпӗрти «Канаш» ятлӑ чӑваш хаҫатӗнче вӑй хунӑ, тӗрлӗ должность йышӑннӑ, редактор ҫумӗ те пулнӑ. РФ Журналистсен союзӗн членӗ. Чӑваш Республикин Писательсен союзӗн членӗ. Алексей Талвир тата Валентин Урташ ячӗллӗ литература премисен лауреачӗ. Сакӑр кӗнеке авторӗ, ҫав шутра роман та пур.
Анатолий Григорьевичӑн тӑрӑшуллӑ ӗҫне РФ культура министерствин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн, Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн, Чӑваш Республикин пичет тата информаци политикин министерствин, Ульяновск область администрацийӗн Хисеп хучӗсене парса чысланӑ.
Ӗҫтешӗмӗре тӑван ялӗн масарне пытарнӑ.
Пултаруллӑ, ырӑ та сӑпайлӑ ӗҫтешӗмӗрӗн ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн чӗресенче упранӗ.
Ҫак кунсенче Николай Дворов-Шемексем ҫыравҫӑ вилнӗ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ.
Николай Дворов-Шемексем Раҫҫей Писательсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн пайташӗ пулнӑ. Тутарстанри «Сувар» хаҫат ҫумӗнчи «Сунтал» литпӗрлешӳ членӗ те пулнӑ вӑл, Пӑва районӗнчи ЧНКЦ хастарӗ, Тӑхӑрьял тӑрӗхӗнчи паллӑ ҫыравҫӑ, 15 кӗнеке авторӗ.
Ҫыравҫӑ 1940 ҫулта Тутарстанри Пӑва районӗнчи Элшел ялӗннче ҫуралнӑ. Хусанти ял хуҫалӑх институчӗнче вӗреннӗ. Колхозсенче тӗп инженер, председатель пулса ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче шкулсенче ачасене вӗрентнӗ.
Ҫыравҫӑн пичетленсе тухнӑ кӗнекисем шутӗнче Википедин чӑвашла пайӗнче ҫаксене асӑннӑ: «Кун-ҫул таппи» (1995), «Савӑнӑҫ куҫҫулӗ» (1996), «Сукмак» (1998), «Шанӑҫ» (2001).
Тутар Республикин тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх ӳнер академийӗн пайташӗ Василий Афанасьевич Дедушкин паян пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ.
Василий Дедушкин 1933 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Элшел ялӗнче ҫуралнӑ. Аттестат илсен вӑл Ҫӗпрел районӗнчи Шланкӑри шкулта тата Чӑваш Ҫӗпрелӗнчи ача ҫуртӗнче вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ. 1955 ҫулта Хусанти медицина училищине вӗренме кайнӑ, ун хыҫҫӑн фельдшерта ӗҫленӗ. Ҫав хушӑра Медицина институтӗнче санитари факультетӗнче вӗреннӗ.
1968–1985 ҫулсенче Василий Афанасьевич тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та вӑл Хусанти ҫӑкӑр пӗҫерекен 4-мӗш савутра вӑй хунӑ. Василий Афанасьевич халӑх сӑмахлӑхӗпе, таврапӗлӳпе кӑсӑкланнӑ. 1993 ҫултанпа вӑл Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ Чӑваш наципе культура центрӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ.
Василий Дедушкинпа кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Хусанти Декабристсен урамӗнчи 99-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ. Пурӑннӑ чухне вӑл вилсен хӑйне Элшел ялӗнче пытарма ыйтнӑ. Унӑн юлашки сӑмахне ҫапла пурнӑлӗҫ те.
Елчӗкри тӗп вулавӑшра кӗнеке фончӗн ҫӳлӗкӗсем парнеленӗ кӗнекесемпе ҫулран-ҫул пуянлансах пыни пирки вулавӑш ӗҫченӗсем пӗлтереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чӗмпӗрти чӑвашсен «Канаш» хаҫат редакторӗ Николай Ларионов Анатолий Григорьевич Дмитриев-Ырьят «Хӑмӑшлӑха путнӑ кӗмӗл уйӑх» кӗнекине Елчӗк районӗнчи кашни вулавӑша парнеленӗ.
А.Г. Дмитриев-Ырьят — «Канаш» хаҫат лаҫҫинче вӑй илсе аталаннӑ чи малтанхи авторсенчен пӗри. Вӑл 1949 ҫулта Тутарстанри Пӑва районне кӗрекен Раккасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1966 ҫулта кӳршӗри Элшелӗнче вӑтам шкул пӗтернӗ. 1968–1970 ҫулсенче Сахалинта хӗсметре тӑнӑ. Кун хыҫҫӑн пилӗк ҫул хушши Хирти Кушкӑ ялӗнче учительте ӗҫленӗ. 1975–1977 ҫулсенче Шупашкарта партшкул пӗтерсе тухать. 1977–1982 ҫулсенче хӑй ҫуралса ӳснӗ Раккассинче ачасене вӗрентет. 1984 ҫулта Чӗмпӗр хулине куҫса каять, унта тӗрлӗ организацире ӗҫлет. 1990 ҫултан унти «Канаш» хаҫатра вӑй хурать.
Вулавӑш ӗҫченӗсем Николай Ларионова чунтан тав тунӑ.
«Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Пӑва районӗнчи Элшелте халӑх тырра хӑйех авӑртать — ҫутӑпа ӗҫлекен армана лавккаран туяннӑ та килтех ним мар ҫӑнӑх туса хураҫҫӗ. Унччен кӳршӗ ялсене ҫӳренӗ — тырӑ тиесе темиҫе ҫухрӑм таран кайма тивнӗ.
Петр Тихоновпа Михаил Петруськин каласа панипе хальхи арманҫӑн ӗҫӗ кӑткӑс мар — пӗр витре тырӑ яр та ҫӑнӑх тухасса ҫеҫ кӗтсе тӑр. Арманӗ хӑватлӑ пулсан ку ӗҫ пӗрре те вӑраха тӑлӑлмасть иккен.
«Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Тутарстанра «Чӑваш пики» конкурс тапхӑрӗ пырать. Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнче ҫак районти чи хитре, ҫепӗҫ те пултаруллӑ, чи хӳхӗм те тӑрӑшуллӑ хӗрсем Пӑва тӑрӑхӗнчи «Чӑваш пики» ята тивӗҫлӗ пулас тесе тупӑшрӗҫ. Ӗлӗк чипер хӗрсене ӗҫре, вӑйӑра суйланӑ. Хальхи саманара пикесене конкурссенче суйлаҫҫӗ. Теветкелленсе сцена ҫине тухнӑ хӗрсем пурте хӑйне кура илемлӗ, ҫепӗҫ. Хӑйсене тыткалани, утти, кулни-калаҫни те вӗсен килӗшӳллӗ. Жюри вӗсене тӗрлӗ енлӗ хакларӗ: илемлӗхӗпе, пултарулӑхӗпе, чӑваш халӑхӗн тутлӑ апачӗсене мӗнлерех пӗҫернипе, литература тата йӑла-йӗрке пӗлӗвӗсемпе.
Хӑшӗ юрӑпа каласа пачӗ хӑйӗн ҫинчен, теприн ҫинчен унӑн вӗрентекенӗ пӗлтерчӗ, хальхи технологи пулӑшӑвӗпе те усӑ курчӗҫ, чӑваш фольклор тӗсӗпе усӑ курса та хӑйсем ҫинчен каласа пама пултарчӗҫ вӗсем.
Виҫӗ тӗслӗ тумпа хӑйсене кӑтартрӗҫ чиперккесем. Юлашкинчен шурӑ туй кӗпи тӑхӑнса тухнӑ хӗрсене курсан нумай каччӑн чӗри тухса тарасла тӑпӑртатрӗ-тӗр. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесем парса саламланӑ вӑхӑтра Рункӑ Культура ҫуртӗнчи оркестрӑн сасси ытти чухнехинчен савӑнӑҫлӑрах та уҫҫӑнрах янӑрарӗ.
Тутарстанри Пӑва районӗнчи Элшел ял тӑрӑхӗ мӗн пур чӑваш тӗнчишӗн историлле пӗлтерӗшлӗ вырӑн шутланать. Авалхи Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне мӑнкун-тутар уртисем аркатнӑ тапхӑртанах упранса юлнӑ чӑвашсен (Элшел таврашӗсем хӑйсене сӑвар йӑхӗнчен тесе шутлаҫҫӗ) хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗрки, юрри-кӗвви, сӑмахлӑхӗ, пурнӑҫ йӗрки 1896-1907 ҫулсенче Элшел шкулӗнче учитель пулса ӗҫленӗ Тӗрлемес чӑвашне Григорий Тимофеева питӗ тӗлӗнтернӗ. Пулас паллӑ ҫыравҫӑ-этнограф хӑй курни, илтнине, сӑнанине пуҫтарса «Тӑхӑрьял» кӗнеке ҫырса хӑварнӑ.
Ку енчи халӑх паянхи кун та йӑх-несӗл тымарне, ӑс-хакӑл пуянлӑхне чыслӑн упрама, килес ӑрӑва мӑн аслашшӗ-асламӑшӗсен кун-ҫул пурнӑҫне хаклама вӗрентсе ҫитӗнтерет. Ҫав ӗмӗт-кӑмӑлсемпех иртнӗ шӑматкун, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, Элшелте Тӑхӑрьял музейӗ уҫӑлчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |