Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Елчӗкри вулавӑшӑн ҫӳлӗкӗ парнепе пуянланать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 13.03.2015 16:05 | 1606 хут пӑхнӑ
Культура

Елчӗкри тӗп вулавӑшра кӗнеке фончӗн ҫӳлӗкӗсем парнеленӗ кӗнекесемпе ҫулран-ҫул пуянлансах пыни пирки вулавӑш ӗҫченӗсем пӗлтереҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Чӗмпӗрти чӑвашсен «Канаш» хаҫат редакторӗ Николай Ларионов Анатолий Григорьевич Дмитриев-Ырьят «Хӑмӑшлӑха путнӑ кӗмӗл уйӑх» кӗнекине Елчӗк районӗнчи кашни вулавӑша парнеленӗ.

А.Г. Дмитриев-Ырьят — «Канаш» хаҫат лаҫҫинче вӑй илсе аталаннӑ чи малтанхи авторсенчен пӗри. Вӑл 1949 ҫулта Тутарстанри Пӑва районне кӗрекен Раккасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1966 ҫулта кӳршӗри Элшелӗнче вӑтам шкул пӗтернӗ. 1968–1970 ҫулсенче Сахалинта хӗсметре тӑнӑ. Кун хыҫҫӑн пилӗк ҫул хушши Хирти Кушкӑ ялӗнче учительте ӗҫленӗ. 1975–1977 ҫулсенче Шупашкарта партшкул пӗтерсе тухать. 1977–1982 ҫулсенче хӑй ҫуралса ӳснӗ Раккассинче ачасене вӗрентет. 1984 ҫулта Чӗмпӗр хулине куҫса каять, унта тӗрлӗ организацире ӗҫлет. 1990 ҫултан унти «Канаш» хаҫатра вӑй хурать.

Вулавӑш ӗҫченӗсем Николай Ларионова чунтан тав тунӑ.

#культура, #Елчӗк районӗ, #вулавӑшсем, #парнесем, #Тутарстан, #Раккасси, #Элшел, #Пӑва районӗ, #Хирти Кушкӑ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем