Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хирпӳ Григорий Яковлевич

Хирпӳ Григорий Яковлевич (1944 ҫулччен Хирбиков хушаматпа ҫӳренӗ) — чӑваш кӗвӗҫи, РСФСР халӑх артисчӗ. 1911 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар уесне кӗрекен Чикмеҫын ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Пурнӑҫӗ

1927–1929 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх хорӗнче юрланӑ.

1932 ҫулта Григорий Яковлевич Чӑваш музыка техникумӗнче пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн унӑн ҫулӗ Питӗр хулине кайнӑ. 1932–1938 ҫулсенче вӑл Питӗрти Тухӑҫри халӑхсен Ҫурчӗ ҫумӗнчи чӑваш хорӗнче юрланӑ. 1937 ҫулта Питӗрти патшалӑх консерваторийӗн рабфакӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1943 ҫулта Питӗрти консерваторинче аслӑ пӗлӳ илнӗ (П.Б. Рязанов профессорпа Х.С. Кушнарёвӑн композици класӗ).

Консерваторире пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн (1944–1951) Г. Хирпӳ Шупашкара таврӑннӑ, Чӑвашрадио вокал ансамбльне ертсе пынӑ.

1951 ҫултанпа кӗвӗ ҫырнипе кӑна пурӑннӑ.

1963 ҫулта ӑна Чӑваш АССРӗн хор обществине ертсе пыма шаннӑ. 1971 ҫулта ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществине илнӗ.

Пултарулӑх ӗҫӗсем

Композитор хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗнче 700 ытла юрӑ ҫырнӑ.

Георгий Хирпӳ кӗвӗленӗ юрӑсенчен ҫаксене уйрӑмах асӑнма пулать:
«Ӑмӑртуллӑ ҫар», «Эпӗр вӑйлӑ», «Ҫӗршыв илемӗ», «Атӑл», «Туслӑх маршӗ», «Пирӗн туслӑх ӗмӗре», «Ҫунатлӑ ӗмӗр», «Колхоз такмакӗсем», «Ӗҫ геройӗсен юрри», «Ҫамрӑклӑх», «Пирӗн юрӑ янратӑр ялан», «Укӑл­ча умӗнче», «Ҫӗмӗрт», «Пӗр саншӑн ҫеҫ», «Шупашкар каҫӗсем», т ыт. те.

Ҫитӗнӗвӗсем

  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1945);
  • РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1968);
  • РСФСР халӑх артисчӗ (1974);
  • К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ (1969);
  • Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Ен Комсомолӗн преми лауриачӗ (1967);
  • Чӑваш АССР Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ

Вуламалли

  • Илюхин Ю. А. «Григорий Хирбю», Шупашкар, 1985.
  • Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин, «Чӑваш Енӗн композиторӗсем», Шупашкар, 2014.

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-12-08 11:32:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8366 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем